БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Вунпӗрмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 2 |
| этем ывӑлӗ! Тир хули Иерусалим ҫинчен: «эхе! эхе! ӑна — халӑхсен хапхине — ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ, пӗтӗмпех ман алла лекрӗ! эпӗ туп-тулли пулӑп; ӑна пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ» тет. |
| 3 |
| Ҫакӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Тир! тинӗс хӑйӗн хумӗсене ҫӗкленӗ евӗр, сан ҫине тӗрлӗ-тӗрлӗ халӑха ҫӗклӗп. |
| 4 |
| Вара Тир хӳмисене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, унӑн пашнисене ишсе антарӗҫ; унтан унӑн ҫӳп-ҫапне шӑлса кӑларӑп та ӑна ҫара чул хысак туса хӑварӑп. |
| 5 |
| Вӑл тинӗс варринче танатасене сарса типӗтмелли вырӑн пулӗ: ҫакна Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, вӑл халӑхсем ҫаратмалли хула пулӗ. |
| 6 |
| Ҫӗр ҫинчи хӗрӗсене хӗҫпе вӗлерсе тухӗҫ, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара. |
| 7 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Тира хирӗҫ ҫурҫӗр енчен Навуходоносора, Вавилон патшине, патшасенӗн патшине, утсемпе, ҫар ураписемпе, юланутҫӑсемпе, ҫарпа, йышлӑ халӑхпа илсе килӗп. |
| 8 |
| Вӑл санӑн ҫӗр ҫинчи хӗрӳсене хӗҫпе вӗлерсе тухӗ, сана хирӗҫ, хупӑрласа илмешкӗн, пашнесем лартӗ, сана хирӗҫ тӑпра хӳме купалӗ, сана хирӗҫ хулкан тӑратса тухӗ; |
| 9 |
| санӑн хӳмӳсен ҫывӑхне хӳме ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартӗ, санӑн пашнӳсене хӑртпа аркатса тӑкӗ. |
| 10 |
| Вӑл санӑн хапхунтан аркатса тӑкнӑ хулана кӗнӗ пек кӗнӗ чухне унӑн йышлӑ утӗнчен сана тусан хуплӗ, юланутҫӑсен тата кустӑрмасен, тата вӑрҫӑ ураписен шавӗпе хӳмӳсем чӗтренӗҫ. |
| 11 |
| Вӑл хӑйӗн учӗсен чӗрнипе санӑн пӗтӗм урамна таптаса тухӗ, санӑн халӑхна хӗҫпе пӗтерӗ, санӑн хӑватлӑхун палӑкӗсене ҫӗре тӳнтерӗ. |
| 12 |
| Мулна ҫаратса пӗтерӗҫ, таварна тустарса тухӗҫ, хӳмӳсене аркатса тӑкӗҫ, илемлӗ ҫуртусене ишсе пӑрахӗҫ, чулусене тата йывӑҫусене, тата ҫӗрне шыва ывӑтӗҫ. |
| 13 |
| Юррусен шавне чарса лартӑп, ӗнтӗ текех цитра сасси илтӗнмӗ. |
| 14 |
| Сана ҫара чул хысак тӑвӑп, танатасене сарса типӗтмелли вырӑн пулӑн; сана ӗнтӗ ҫӗнӗрен туса лартмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. |
| 15 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ Тир хулине ҫапла калать: сана пӗтерме пуҫласассӑн, эсӗ ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа, аманнисем йынӑшнипе утравсем чӗтренмӗҫ-ши? |
| 16 |
| Тинӗс пуҫлӑхӗсем пурте хӑйсен аслӑ пуканӗ ҫинчен тӑрӗҫ те юпӑнчисене хывса хурӗҫ, хӑйсен тӗрӗллӗ тумӗсене хывӗҫ те, шикленӳпе пӗркенсе, ҫӗре ларӗҫ, самантсерен ҫӳҫене-ҫӳҫене илӗҫ, санран тӗлӗнӗҫ. |
| 17 |
| Саншӑн йӗме пуҫлӗҫ, калӗҫ сана: ах, мӗнле пӗтрӗн эсӗ, тинӗс ҫӳревҫисен хули, чаплӑ хула, тинӗс ҫинче епле хӑватлӑччӗ эсӗ, ху та, халӑху та хӑватлӑччӗ, ыттисене пурне те хӑратса тӑраттӑр! |
| 18 |
| Халӗ, эсӗ пӗтнӗ кун, утравсем чӗтренчӗҫ; эсӗ епле пӗтни тинӗсри утравсене шуйхантарчӗ. |
| 19 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сана этем пурӑнман хуласем евӗр пушӑ хула туса хӑварсассӑн, сан ҫине тинӗс авӑрне ҫӗклесессӗн, сана пысӑк шывсем путарсассӑн, |
| 20 |
| сана виле шӑтӑкне каякансемпе пӗрле тахҫан пурӑннӑ халӑх патне илсе антарӑп та ҫӗр тӗпне, ӗмӗрхи пушхирсене, виле шӑтӑкне аннисемпе пӗрле вырӑнаҫтарӑп, эсӗ ӗнтӗ нихӑҫан та ҫын пурӑнакан вырӑн пулмӑн; вара Эпӗ чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче мухтавӑма кӑтартӑп. |
| 21 |
| Сана сехре хӑппи тӑвӑп, эсӗ пулмӑн, сана шырӗҫ, анчах сана ӗмӗрне те тупаймӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ezekiel/026.mp3
48
26