БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 2 |
| этем ывӑлӗ, эсӗ те Тир хулишӗн хӳхлеме пуҫла, |
| 3 |
| кала ҫав хулана, тинӗс кукӑрӗнче лараканскере, чылай утрав халӑхӗпе суту-илӳ тӑваканскере: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй Тир! «эпӗ — чӑн илем!» тетӗн эсӗ. |
| 4 |
| Чиккӳсем санӑн тинӗссем варринче; сана тӑвакансем санӑн илемне тата хӳхӗмлетнӗ. |
| 5 |
| Санӑн пӗтӗм кӗперне Сенир кипарисӗнчен тунӑ; мачтусене тумашкӑн Ливан тӑвӗ ҫинчен кедр касса килнӗ; |
| 6 |
| санӑн кӗсменӳсене Васан юманӗнчен тунӑ; санӑн саккусене бук йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене Киттим утравӗ ҫинчен илсе килнӗ сӑлан шӑммипе илемлетнӗ; |
| 7 |
| парӑсу, ялав шутланаканскер, — египетсен тӗрӗллӗ пирӗ; Елиса утравӗсен сенкер те хӗрлӗ пирӗсем — санӑн вителӗкӳсем. |
| 8 |
| Сидонпа Арвад ҫыннисем — санӑн кӗсменҫӳсемччӗ; Тир, хӑвӑн ҫыннусем епле ӑста пулнӑ санӑн: карап хӳрине ҫавсем тытса пынӑ. |
| 9 |
| Шӑтнӑ тӗлсене юсамашкӑн Гевал ҫыннисем — аслӑ ҫынсем, ӑсчахсем — пулнӑ санӑн. Санпа суту-илӳ тумашкӑн сан патӑнта тӗрлӗ тинӗс карапӗсем, карап ҫӳретекенсем тӑратчӗҫ. |
| 10 |
| Санӑн ҫарунта перссем, Лиди ҫыннисем, Ливи ҫыннисем ҫапӑҫатчӗҫ, вӗсем сан ҫине хулканпа тимӗр калпак ҫакатчӗҫ; ҫавсем сана чап-мухтав кӳретчӗҫ. |
| 11 |
| Арвад ывӑлӗсем санӑн ҫарупа пӗрле хӳмӳсем ҫинче йӗри-тавра тӑратчӗҫ, санӑн пашнӳсем ҫинче гамадимсем тӑратчӗҫ; вӗсем санӑн хӳмӳсем ҫине йӗри-тавра хӑйсен ухӑ йӗннисене ҫакса тухнӑччӗ, ҫавсем санӑн илемне ҫӗклетчӗҫ. |
| 12 |
| Фарсис, санпа суту-илӳ тӑваканскер, тӗрлӗ пуянлӑхӗ нумаййипе сана таварусемшӗн кӗмӗлпе, тимӗрпе, хура тӑхланпа тата тӑхланпа тӳлетчӗ. |
| 13 |
| Иаван, Фувал тата Мешех санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, санӑн таварна этем чунӗпе, пӑхӑр савӑт-сапапа улӑштаратчӗҫ. |
| 14 |
| Фогарма килӗнчен сан таварушӑн лашасем, ҫар ӗҫне юрӑхлӑ утсем тата ашакла лашасем илсе килетчӗҫ. |
| 15 |
| Дедан ывӑлӗсем санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ; чылай утрав санпа тавар улӑштаратчӗ, сана тӳлеме сӑлан шӑммипе хура йывӑҫ илсе килетчӗҫ. |
| 16 |
| Эсӗ ҫапла пысӑк суту-илӳпе тӑнӑран санпа арамейсем суту-илӳ тӑватчӗҫ; санӑн таварушӑн вӗсем карбункул, хӗрхӗлтӗм пусмапа тӗрӗллӗ пусма тата виссон та, мерчен те, рубин та паратчӗҫ. |
| 17 |
| Иудейӑпа Израиль ҫӗрӗ санпа суту-илӳ тӑватчӗ; санӑн таварушӑн Минниф тулли, пылак ҫимӗҫ тата пыл та, йывӑҫ ҫӑвӗ те, бальзам та парса тӳлетчӗ. |
| 18 |
| Эсӗ ҫапла пысӑк суту-илӳпе тӑнӑран, тӗрлӗ пуянлӑху ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑран Дамаск санпа Хелбон эрехӗпе, шурӑ ҫӑмпа суту-илӳ тӑватчӗ. |
| 19 |
| Дан тата Узал Иаванӗ сана таварушӑн хӗртнӗ тимӗр парса тӳлетчӗҫ; санпа кассия тата ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш ылмаштаратчӗҫ. |
| 20 |
| Дедан юланутпа ҫӳреме хаклӑ ашӑксем илсе килетчӗ, санпа ҫавӑнпа суту-илӳ тӑватчӗ. |
| 21 |
| Арави тата Кидар ҫулпуҫӗсем пурте санпа тавар улӑштаратчӗҫ: санпа путексем, сурӑх такисем тата качака такисем ылмаштаратчӗҫ. |
| 22 |
| Савӑпа Раема сутуҫисем санпа чи паха ырӑ шӑршӑлӑхпа тата тӗрлӗ хаклӑ чулпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, таварушӑн сана ылтӑнпа тӳлетчӗҫ. |
| 23 |
| Харан, Хане тата Еден, Сава сутуҫисем, Ассур тата Хилмад санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ. |
| 24 |
| Вӗсем санпа хаклӑ тумпа, пурҫӑн тата тӗрӗллӗ пусмапа суту-илӳ тӑватчӗҫ, хӑйсен таварне кедр йывӑҫӗнчен тунӑ хаклӑ арчасене лайӑх чӗркесе-ҫыхса илсе килетчӗҫ. |
| 25 |
| Фарсис карапӗсем йышлӑн, вӗҫе-вӗҫ ҫӳретчӗҫ, санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, пуянлантӑн эсӗ, тинӗссем хушшинче чапа тухрӑн. |
| 26 |
| Кӗсменҫӳсем сана аслӑ шывсене илсе тухрӗҫ; ҫавӑнта, тинӗссем варринче, сана тухӑҫ ҫилӗ аркатрӗ. |
| 27 |
| Пуянлӑху, тавару, пӗтӗм пурлӑх пӳлмисем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем, шӑтнӑ тӗле юсакансем, санӑн суту-илӗвне йӗркелесе тӑракансем, сан патӑнти пӗтӗм ҫар ҫынни, санӑн пӗтӗм йышлӑ халӑху эсӗ пӗтнӗ кун пурте, пурте тинӗс варрине ӳкӗҫ. |
| 28 |
| Карап хӳрине тытса пыраканусем кӑшкӑрнипе пӗтӗм тавралӑх кисренӗ. |
| 29 |
| Кӗсменҫӗсем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем хӑйсен карапӗсем ҫинчен ҫӗре анӗҫ те |
| 30 |
| саншӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, тусан ҫинче йӑваланса, йынӑша-йынӑша макӑрӗҫ; |
| 31 |
| саншӑн хурланса, ҫӳҫне шакла кастарӗҫ, хуйхӑ тумне пӗркенӗҫ, чун-чӗри тӳсейменнипе хурланса йӗрсе ярӗҫ; |
| 32 |
| саншӑн ҫунса-хурланса, вӗсем хӳхлев юрри пуҫлӗҫ, ӗнтӗ ҫапла каласа йӗрӗҫ: «ах, Тир, тинӗс варринче сан евӗр пӗтни пулнӑ-ши тата?! |
| 33 |
| Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн. |
| 34 |
| Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ. |
| 35 |
| Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ. |
| 36 |
| Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн». |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ezekiel/027.mp3
48
27