БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 2 |
| этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй, ӗсӗклесе йӗрӗр! ах, хурлӑхлӑ кун! |
| 3 |
| Ҫапла, кун ҫывӑхарчӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ, йывӑр кун, ҫывӑхарать; халӑхсенӗн пӗтес вӑхӑчӗ пуҫланать. |
| 4 |
| Хӗҫ Египет ҫине кайӗ, Египетра вилекенсем ӳкме пуҫласассӑн, унӑн пуянлӑхне туртса илсессӗн, никӗсне ишсе пӑрахсассӑн, Эфиопи ҫӗрӗнче те сехӗрленӗҫ; |
| 5 |
| Эфиопи, Ливи, Лиди, пӗтӗм хутӑшнӑ халӑх тата Хуб, халал ҫӗрӗн ывӑлӗсем — пурте вӗсемпе пӗрле хӗҫ айне пулса вилӗҫ. |
| 6 |
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Египет тӗрекӗсем ӳкӗҫ те, унӑн мӑнаҫлӑхӗпе хӑвачӗ те сӳнӗ; унта Мигдолран Сиенӑна ҫитиччен хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ. |
| 7 |
| Пушӑ хӑварнӑ ҫӗрсем хушшинче пушша вӑл юлӗ, хулисем те унӑн пушша юлнӑ хуласем хушшинче пулӗҫ. |
| 8 |
| Египет ҫине вут ярсассӑн, унӑн тӗрекӗсене аркатсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ. |
| 9 |
| Ҫав кун Ман патӑмран хыпарҫӑсем, карапсем ҫине ларса, ним шухӑшсӑр пурӑнакан эфиопсене хӑратма кайӗҫ, вара унта сехӗрленӳ Египет кунӗнче сарӑлнӑ пекех сарӑлӗ; акӑ вӑл ҫитет ӗнтӗ. |
| 10 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Египетӑн йышлӑ халӑхне Вавилон патшин, Навуходоносорӑн, аллипе пӗтерӗп. |
| 11 |
| Ӑна тата унӑн халӑхне, халӑхсем хушшинче чи хаяррине, ҫак ҫӗре пӗтерме илсе килӗҫ: вӗсем Египета хирӗҫ хӗҫӗсене туртса кӑларӗҫ, ҫӗр тулли вилнӗ ҫын пулӗ. |
| 12 |
| Ҫырмисене типӗтсе лартӑп, ҫӗрне усаллисен аллине парӑп, ют ҫӗр ҫыннисен аллипе ҫӗре, унта мӗн пуррине ҫука хӑварӑп. Ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет. |
| 13 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Мемфисри йӗрӗхсене аркатӑп, унти суя турӑсене пӗтерӗп, Египет ҫӗрӗнчен текех патша тухаймӗ, Египет ҫӗрне хӑратса пӑрахӑп. |
| 14 |
| Пафроса ҫука хӑварӑп, Цоан ҫине вут ярӑп, Но хулине сут тӑвӑп, тет. |
| 15 |
| Син — Египет тӗрекӗ, ун ҫине Хамӑн хаярлӑхӑма кӑларӑп, Но хулинчи йышлӑ халӑха пӗтерӗп. |
| 16 |
| Египет ҫине вут ярӑп; Син чӗтрене ерӗ, Но ишӗлсе анӗ, Мемфис ҫине кӑнтӑр варринчех тӑшман тапӑнӗ. |
| 17 |
| Он тата Бубаст ҫамрӑкӗсем хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ, ыттисем тыткӑна лекӗҫ. |
| 18 |
| Египет сӳсменне аркатса тӑкӑп та, Тафнис хулинче те кун ҫути сӳнсе ларӗ, вара унӑн мӑнаҫлӑ чапӗ путланӗ. Ӑна хура пӗлӗт хупӑрлӗ, хӗрӗсене тыткӑна илсе кайӗҫ. |
| 19 |
| Египета Эпӗ ҫапла сут тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет. |
| 20 |
| Вунпӗрмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 21 |
| этем ывӑлӗ! Эпӗ ӗнтӗ Египет патшийӗн, фараонӑн, хӑватлӑ аллине аркатса тӑкрӑм; акӑ ӑна сыватмаҫҫӗ-ха, унӑн суранне ҫыхса яман-ха, эмелҫӗ ӑна чӗркесе ҫыхман-ха, ҫапла тунӑ пулсассӑн, вӑл хӗҫ тытмалӑх вӑй илнӗ пулӗччӗ. |
| 22 |
| Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ — фараона, Египет патшине, хирӗҫ! унӑн аллисене — сыввине те, хуҫнӑ аллине те — ҫӗмӗрсе тӑкӑп, вара аллинчи хӗҫӗ тухса ӳкӗ, тет. |
| 23 |
| Египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп. |
| 24 |
| Вавилон патшийӗн вӑй-хӑватне тӗреклетӗп, аллине Хамӑн хӗҫӗме тыттарӑп, фараон вӑй-хӑватне вара аркатса тӑкӑп, аманса пӗтнӗскер, вӑл Вавилон патши умӗнче хытӑ йынӑшса выртӗ, тет. |
| 25 |
| Вавилон патшийӗн аллине тӗреклетӗп те, фараон алли усӑнӗ; Вавилон патшийӗн аллине Хамӑн хӗҫӗме парсассӑн, вӑл ӑна Египет ҫӗрӗ ҫине тӑссассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ. |
| 26 |
| Ӗнтӗ египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ezekiel/030.mp3
48
30