×

БИБЛИ 2009

Иезекииль 35

1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! Сеир тӑвӗ енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер,
3
кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Сеир тӑвӗ! сан ҫине аллӑма тӑсӑп та — сана этем пурӑнмалла мар пушхир тӑвӑп.
4
Хулусене ишсе-аркатса пӑрахӑп, эсӗ ху та пушанса юлӑн, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.
5
Эсӗ ӗмӗрӗпе хирӗҫсе, кураймасӑр тӑратӑн, Израиль ывӑлӗсене вӗсемшӗн хӗн-хурлӑ вӑхӑтра, тӗппипех пӗтнӗ вӑхӑтра, хӗҫ аллине патӑн:
6
ҫакӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — сана юн тӑвӑп, вара юн сана канӑҫ памӗ, хыҫран хӑвалӗ; эсӗ юна курайми пулмарӑн, ҫавӑнпа юн хыҫран хӑвалӗ ӗнтӗ сана.
7
Сеир тӑвне пушӑ, этем пурӑнмалла мар ҫеҫенхир, тӑвӑп, унта килекене те, каялла таврӑнакана та пӗтерӗп.
8
Унӑн тӑррисене вӗлернӗ ҫынсемпе тултарӑп; санӑн сӑртусем ҫине, санӑн айлӑмусене, санӑн пур лупашкуна хӗҫпе касӑлнисем ӳксе тулӗҫ.
9
Сана ӗмӗрлӗхе пушхир тӑвӑп, санӑн хулусенче никам та пурӑнмӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
10
Эсӗ: «ҫак икӗ халӑх тата ҫак икӗ ҫӗр манӑн пулӗ, унта Ҫӳлхуҫа пулнӑ пулин те, эпир вӗсене ярса илӗпӗр» терӗн:
11
ҫавӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — Эпӗ сана хӑвӑн курайманлӑхна кура, Израиль ывӑлӗсене курайманнипе эсӗ епле кӗвӗҫнине кура айӑплӑп, сана сут тунӑ чухне вӗсене Хама кӑтартӑп.
12
Вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, эсӗ Израиль тӑвӗсене мӑшкӑлласа «пушанса юлчӗҫ! пире пачӗҫ!» тенине пӗтӗмпе илтнине пӗлӗн эсӗ.
13
Эсир Ман умӑмра чӗлхӗрпе мухтантӑр, Мана хирӗҫ нумай калаҫрӑр; ҫакна илтрӗм Эпӗ.
14
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пӗтӗм ҫӗр савӑннӑ вӑхӑтра Эпӗ сана пушхир тӑвӑп.
15
Израиль килӗн еткерлӗхӗ пушаннӑ чухне эсӗ епле савӑнтӑн, Эпӗ сана та ҫапла тӑвӑп: Сеир тӑвӗ, эсӗ пушанса юлӑн, пӗтӗм Идумея та пӗрле пӗтӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки