БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эсӗ, этем ывӑлӗ, Израиль тӑвӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: эй Израиль тӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр те. |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен |
| 3 |
| пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — |
| 4 |
| ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; |
| 5 |
| ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм. |
| 6 |
| Ҫавӑнпа та Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ ҫакна сирӗншӗн хытӑ тӑрса, хаяр ҫиллӗмпе каларӑм, мӗншӗн тесессӗн сирӗнтен халӑхсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ. |
| 7 |
| Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе: «сирӗн таврари халӑхсем хӑйсем мӑшкӑл курӗҫ» тесе тупа турӑм. |
| 8 |
| Эсир вара, Израиль тӑвӗсем, туратӑрсене сарӑр та хӑвӑр ҫимӗҫӗре Манӑн халӑхӑм Израиль валли ӳстерӗр: вӗсем кӗҫех килеҫҫӗ. |
| 9 |
| Акӑ Эпӗ сирӗн енне ҫаврӑнӑп та, сире сухалӗҫ, акӗҫ. |
| 10 |
| Сирӗн ҫине темӗн чухлӗ халӑх, пӗтӗм Израиль килне, пӗтӗмпе, вырӑнаҫтарӑп та, хуласенче пурӑнма пуҫлӗҫ, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем лартса тултарӗҫ. |
| 11 |
| Тусем ҫинче пурӑнакан ҫынсен, выльӑх-чӗрлӗхӗн йышне ӳстерӗп, вӗсем ӗрчесе-хунаса кайӗҫ, эсир унчченхи вӑхӑтра мӗнле вырӑнаҫнӑ, сире ҫавӑн пек вырӑнаҫтарӑп, сире унчченхинчен нумайрах ырӑлӑх кӑтартӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр. |
| 12 |
| Сирӗн пата ҫынсене, Хамӑн халӑхӑма, Израиле, илсе килӗп; ҫӗр, вӗсем санӑн хуҫусем пулӗҫ! эсӗ вӗсен еткерлӗхӗ пулӑн та вӗсене текех ачасӑр хӑвармӑн. |
| 13 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: сирӗн ҫинчен: «эсӗ — ҫын ҫиекен, хӑвӑн халӑхна ачасӑр тӑвакан ҫӗр» тенӗшӗн — |
| 14 |
| ҫакӑншӑнах ӗнтӗ текех ҫын ҫимӗн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр тумӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. |
| 15 |
| Малашне хӑвӑнтан халӑхсем мӑшкӑлласа кулнине илтмӗн, ытти йӑхран та хур курмӑн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр хӑвармӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. |
| 16 |
| Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 17 |
| этем ывӑлӗ! Израиль халӑхӗ хӑй ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне вӑл ӑна хӑйӗн хӑтланӑшӗпе тата хӑйӗн ӗҫӗсемпе ирсӗрлерӗ; Ман умӑмра вӗсен ҫулӗ хӗрарӑмсен тасалнӑ вӑхӑтри тасамарлӑхӗ пек пулчӗ. |
| 18 |
| Эпӗ вара ҫак ҫӗр ҫинче юхтарнӑ юншӑн, ҫӗре хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ирсӗрленӗшӗн вӗсем ҫине Хамӑн ҫиллӗме ҫитертӗм. |
| 19 |
| Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатрӑм, вӗсем ӗнтӗ ҫӗрсем тӑрӑх сапаланнӑ; Эпӗ вӗсене хӑйсем мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тата ӗҫӗсене кура айӑпларӑм. |
| 20 |
| Вӗсем каяс ҫӗре, халӑхсем патне, ҫитрӗҫ те Манӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑрлатрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫинчен: «вӗсем — Турӑ халӑхӗ, вӗсем Унӑн ҫӗрӗнчен тухнӑ» теҫҫӗ. |
| 21 |
| Эпӗ вара Хамӑн сӑваплӑ ятӑма, Израиль килӗ халӑхсем патне ҫитсе чыссӑрлатнӑ ятӑма, хӗрхентӗм. |
| 22 |
| Ҫавӑнпа та Израиль халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль килӗ, Эпӗ ҫакна сирӗншӗн мар, эсир халӑхсем патне ҫитсе ҫавӑнта чыссӑрлатнӑ сӑваплӑ ятӑмшӑн тӑватӑп. |
| 23 |
| Хамӑн аслӑ ятӑма, Эсир халӑхсем хушшинче чыссӑрлатнӑ, ҫав халӑхсем чыссӑрлатакан ятӑма, тасатӑп. Хамӑн сӑваплӑхӑма вӗсен куҫӗ умӗнче сирӗн ҫинче кӑтартсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. |
| 24 |
| Сире халӑхсем хушшинчен уйӑрса илӗп те, сире пӗтӗм ҫӗршывран пуҫтарӑп та хӑвӑр ҫӗрӗре илсе килӗп. |
| 25 |
| Сире таса шывпа сирпӗтӗп те, эсир хӑвӑрӑн пӗтӗм ирсӗрлӗхӗртен тасалатӑр; сире пӗтӗм йӗрӗхӗрсенчен тасатӑп. |
| 26 |
| Вара сире ҫӗнӗ чӗре парӑп, ҫӗнӗ сывлӑш парӑп сире; сирӗн ӳтӗртен чул чӗре илӗп те сире чӗрӗ чӗре парӑп. |
| 27 |
| Сирӗн ӑша Хамӑн сывлӑшӑма кӗртӗп те ҫапла тӑвӑп: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсенчен иртмесӗр ҫӳретӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса пурӑнатӑр, вӗсене туса тӑратӑр. |
| 28 |
| Вара эсир Эпӗ сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр. Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулӑп. |
| 29 |
| Сире пӗтӗм тасамарлӑхӑртан хӑтарӑп, тырӑ-пулӑ чӗнсе илӗп, ӑна ӳстерӗп, сире выҫӑпа асапланма памӑп. |
| 30 |
| Малашне сирӗн выҫлӑха пула халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмелле ан пултӑр тесе, йывӑҫсен улми-ҫырлине, хир ҫимӗҫӗсене йышлантарӑп. |
| 31 |
| Ун чухне вара хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсем ҫинчен, хӑвӑрӑн ырӑ мар ӗҫӗрсем ҫинчен аса илетӗр те йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн, йӗрӗнчӗк ӗҫӗрсемшӗн хӑвӑртан хӑвӑр йӗрӗнетӗр. |
| 32 |
| Пӗлсех тӑрӑр, Эпӗ ҫакна сирӗншӗн тумастӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. Израиль килӗ, хӑвӑр ҫулӑрсенчен вӑтанӑр, намӑсланӑр. |
| 33 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗртен тасатнӑ кун, ҫынсене хуласене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ кун, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем ҫавӑрсан, |
| 34 |
| пушанса юлнӑ ҫӗре, кирек мӗнле иртен-ҫӳрен умӗнче те пушхир пек выртнӑскере, сухалаҫҫӗ-акаҫҫӗ пулсан, |
| 35 |
| ҫавӑн чухне калӗҫ вара: «ҫакӑ пушӑ ҫӗр Эдем сачӗ пек пулса тӑчӗ; ҫак арканнӑ, пушша юлнӑ, ҫаратса тухнӑ хуласене тӗреклетнӗ, ӗнтӗ унта халӑх вырӑнаҫнӑ» тейӗҫ. |
| 36 |
| Сирӗн таврара юлнӑ халӑхсем пӗлӗҫ вара: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, арканнине ҫӗнететӗп, пушаннине ешертетӗп. Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет. |
| 37 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: хамӑн ырӑлӑхӑма Израиль килне тата ҫапла кӑтартӑп — унти халӑха кӗтӳ пек ӗрчетӗп. |
| 38 |
| Иерусалимра унӑн уявӗсем вӑхӑтӗнче парне пама илсе килнӗ сурӑхсем епле сумсӑр нумай пулаҫҫӗ, пушанса юлнӑ хуласенче ҫавӑн пекех туп-тулли халӑх пулӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ezekiel/036.mp3
48
36