1
Хӑватлӑ сассипе мана хӑлхаран каларӗ: хулана тавӑракансем ҫывӑхарччӑр, кашнийӗн аллинче хӑйӗн кӑралӗ — вӗлерекен кӑрал — пултӑр, терӗ.
2
Акӑ ӗнтӗ ҫурҫӗр енчи ҫӳлти хапха патӗнчен ултӑ ҫын килет, кашнийӗ хӑйӗн кӑралне — вӗлерекен кӑралне — тытнӑ, вӗсем хушшинче тата пӗр ҫын пур, вӑл йӗтӗн тум тӑхӑннӑ, пиҫиххийӗ ҫумӗнче унӑн — ҫыруҫӑ хатӗрӗ. Ҫитрӗҫ те ҫавсем пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ патне тӑчӗҫ.
3
Херувим ҫинче пулнӑ Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ ун ҫинчен Ҫурт урати умне анчӗ. Ҫӳлхуҫа йӗтӗн тум тӑхӑннӑ, пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрӗ ҫакнӑ ҫынна чӗнсе илчӗ.
4
Ҫӳлхуҫа ӑна каларӗ: хула варрипе, Иерусалим варрипе, утса тух, ҫакӑнта тӑвакан ирсӗр ӗҫсемшӗн хуйхӑракан, пӑшӑрханакан ҫынсен ҫамки ҫине паллӑ лартса тух, терӗ.
5
Эпӗ вӑл ыттисене мӗн каланине илтрӗм: ун хыҫҫӑн хулара ҫӳрӗр, вӗлерӗр; сирӗн куҫӑр ан хӗрхентӗр, ан шеллӗр;
6
ватӑ ҫынна та, яш ачапа качча кайман хӗре те, пӗчӗк ачасемпе арӑмсене те вӗлерсе тухӑр, анчах та паллӑ лартнӑ пӗр ҫынна та ан тӗкӗнӗр, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑмран пуҫлӑр, терӗ. Вара вӗсем Ҫурт умӗнчи леш аслӑ ҫынсенчен пуҫларӗҫ.
7
Каларӗ вӗсене: Ҫурта ирсӗрлетӗр, картишсене вӗлернӗ ҫын тултарӑр та — кайӑр, терӗ. Кайрӗҫ вара, хулара вӗлерме тытӑнчӗҫ.
8
Вӗсем ҫынсене вӗлерсе тухсан, эпӗ ҫавӑнтах юлтӑм, ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, тилмӗрсе йӑлӑнтӑм, ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Хӑвӑн ҫиллӳне Иерусалим ҫине ярса Эсӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне пӗтерӗн-и вара? терӗм.
9
Вӑл мана каларӗ: Израиль килӗпе Иудея килӗ тунӑ ирсӗр ӗҫ ытла та нумай, шутсӑр нумай; ку ҫӗре юн тулнӑ, хулара та тӗрӗсмарлӑх туллиех; вӗсем ӗнтӗ: «Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре пӑрахрӗ, Ҫӳлхуҫа курмасть» тееҫҫӗ.
10
Ҫакӑншӑн Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑмӗ, каҫарассӑм ҫук; хӑйсем мӗн хӑтланнине хӑйсен пуҫӗ ҫине ярӑп, терӗ.
11
Акӑ ӗнтӗ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫын, пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрӗ ҫакнӑскер, пӗлтерсе каларӗ: эпӗ Эсӗ хушнӑ пек турӑм, терӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009