БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ефрем ҫил хӑвалать, тухӑҫ ҫилне тытасшӑн, кунсерен улталанӑҫем улталать, ҫаратнӑҫем ҫаратать; вӗсем Ассурпа килӗшӳ тӑваҫҫӗ, Египета йывӑҫ ҫӑвӗ турттараҫҫӗ. |
| 2 |
| Анчах Ҫӳлхуҫа Иудӑна та сут тӑвӗ, Вӑл Иаков патне те ҫитӗ, ӑна ӗҫне кура тавӑрса парӗ. |
| 3 |
| Амӑшӗн варӗнчех вӑл хӑйӗн пиччӗшне тапкаласа пӗтернӗ, ҫитӗнсен вара Турӑпа кӗрешнӗ. |
| 4 |
| Вӑл Ангелпа кӗрешнӗ — ҫӗнтернӗ; йӗнӗ, Ӑна тархасланӑ; Вӑл пире Вефильре тупнӑ та ҫавӑнта пирӗнпе калаҫнӑ. |
| 5 |
| Ҫӳлхуҫа вӑл — Саваоф Турӑ; Унӑн ячӗ — Пурри [Яхве]. |
| 6 |
| Эсӗ те хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн; хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗлӗхлӗ пул, яланах хӑвӑн Турруна шанса тӑр. |
| 7 |
| Ханаан ҫынни хӑйӗн аллинчи тӗрӗс мар тарасипе ҫынна кӳрентерме юратать; |
| 8 |
| Ефрем те ҫапла калать: «ҫапах та эпӗ пуйса кайрӑм; хам валли пурлӑх пухса тултартӑм; апла пулин те манӑн пӗтӗм ӗҫӗмре саккуна хирӗҫли, ҫылӑх шутне кӗрекенни, нимӗн те тупаймӗҫ» тет. |
| 9 |
| Эпӗ вара Египет ҫӗрӗнчен пуҫласах санӑн Ҫӳлхуҫа Турру, уяв кунӗсенчи пек, сана каллех хӳшӗсене вырӑнаҫтарӑп. |
| 10 |
| Эпӗ пророксем урлӑ каларӑм, вӗсене тӑтӑшах курӑнтӑм, пророксем урлӑ ытарлӑн каларӑм. |
| 11 |
| Галаад ӗнтӗ Авен пулса кайрӗ пулсан, вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ; Галгалра парне пама пӑрусем пусатчӗҫ, вӗсенӗн парне вырӑнӗсем ана йӑранӗсем ҫинчи чул куписем евӗрлехчӗ. |
| 12 |
| Иаков Сири хирне тарчӗ, Израиль арӑмшӑн ӗҫлесе тӑчӗ, арӑмшӑн сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ. |
| 13 |
| Пророк урлӑ Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухрӗ, пророк урлах Вӑл ӑна сыхларӗ. |
| 14 |
| Ефрем Ҫӳлхуҫана хытӑ тарӑхтарчӗ, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа унӑн юнне ун ҫинчех хӑварӗ, унӑн мӑшкӑлне ун ҫинех ҫавӑрӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/hosea/012.mp3
14
12