БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Самари пушанса юлӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн Туррине хирӗҫ тӑчӗ; вӗсем хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ; вӗсенӗн кӑкӑр ачисене ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, йывӑр ҫын пулнӑ арӑмӗсене касса ваклӗҫ. |
| 2 |
| Израиль, хӑвӑн Турру енне ҫаврӑн: эсӗ хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пула ӳкрӗн. |
| 3 |
| Хӑвӑрпа пӗрле кӗлӗ сӑмахӗсене илӗр те Турӑ енне ҫаврӑнса калӑр: «пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн. |
| 4 |
| Ассур текех ҫӑлас ҫук пире; ут утланмӑпӑр, аллӑмӑрпа тунӑ япаласене урӑх «пирӗн турӑсем кусем» тесе каламӑпӑр, мӗншӗн тесен Эсӗ тӑлӑхсене хӗрхенетӗн» тейӗр. |
| 5 |
| Хамран татӑлса ӳкнисене эмеллӗп, вӗсене кӑмӑлӑм пур таран юратӑп: ӗнтӗ Манӑн вӗсене ҫилленни иртсе кайрӗ. |
| 6 |
| Израильшӗн Эпӗ сывлӑм пулӑп; вӑл сарана пек чечекленӗ, Ливан пек тымар ярса ҫирӗпленӗ. |
| 7 |
| Турачӗсем сарӑлӗҫ те — вӑл ҫу йывӑҫӗ пекех илемлӗ пулӗ, вӑл, Ливан пек, ырӑ шӑршӑ сарӗ. |
| 8 |
| Унӑн сулхӑнӗнче ларнисем каялла таврӑнӗҫ, вӗсен ҫӑкӑрӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулӗ, вӗсем ӗнтӗ иҫӗм авӑрӗ пек чечекленӗҫ, Ливан эрехӗ пек чаплӑ пулӗҫ. |
| 9 |
| «Йӗрӗхсем ҫумӗнче манӑн мӗн ӗҫ пур?» тейӗ Ефрем. Эпӗ ӑна илтӗп те ун ҫине пӑхӑп; Эпӗ ешерекен кипарис пек пулӑп; Манран сана ҫимӗҫ пулӗ. |
| 10 |
| Ҫакна ӑнланма камӑн ӑсӗ ҫитейӗ? ҫакна пӗлме камӑн тӑнӗ ҫитейӗ? Ҫӳлхуҫа ҫулӗсем тӗрӗс, Унӑн ҫулӗпе сӑваплӑ ҫынсем ҫӳреҫҫӗ, йӗркесӗр ҫынсем ун ҫине ӳкеҫҫӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/hosea/014.mp3
14
14