БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тата тепре кай, аскӑнланса ҫӳрекене, анчах упӑшки юратакан хӗрарӑма, юрат, эсӗ ӑна Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене юратнӑ пек юрат, вӗсем вара урӑх турӑсем енне ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫавсенӗн иҫӗм ҫырли пашалӑвӗсене юратаҫҫӗ, терӗ. |
| 2 |
| Эпӗ ҫав хӗрарӑмпа вунпилӗк кӗмӗл укҫалла, пӗр хомер урпалла тата ҫур хомер урпалла килӗшрӗм те |
| 3 |
| каларӑм: нумай кунлӑха юл ман патӑма; ан аскӑн, урӑххипе ан пул; эпӗ те санпа ҫеҫ пулӑп, терӗм. |
| 4 |
| Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем нумай вӑхӑтлӑха патшапа тӳресӗр, парнесӗр, парне вырӑнӗсӗр, ефодпа терафимсӑр тӑрса юлӗҫ. |
| 5 |
| Ҫавӑн хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем Турӑ енне ҫаврӑнӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине тата Давида, хӑйсен патшине, шырӗҫ, юлашки кунсенче Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн ырӑлӑхӗ умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑрӗҫ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/hosea/003.mp3
14
3