|
| 1 |
|
| Эй Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сут тӑвать, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче чӑнлӑх та, хӗрхенни те, Турра пӗлни те ҫук. |
|
| 2 |
|
| Ҫав тери суя тупа тӑвасси те улталасси, вӗлересси те вӑрласси, аскӑн ӗҫ тӑвасси сарӑлчӗ, юн хыҫҫӑн юн тӑкӑнать. |
|
| 3 |
|
| Ҫавӑншӑн ҫак ҫӗр макӑрса ярӗ, ун ҫинче пурӑнакансем, хирти тискер кайӑксемпе, вӗҫен кайӑксемпе пӗрле, халтан кайӗҫ, тинӗс пуллисем те пӗтӗҫ. |
|
| 4 |
|
| Анчах никам та ан тавлаштӑр, никам та тепӗрине ан питлетӗр; санӑн халӑху вара — священникпа тава кӗрекенсем пекех. |
|
| 5 |
|
| Эсӗ кӑнтӑрла ӳксе вилӗн, санпа пӗрлех ҫӗрле пророк та ӳкӗ, санӑн аннӳне те тӗп тӑвӑп. |
|
| 6 |
|
| Манӑн халӑхӑм Турра сахал пӗлнӗшӗн тӗп пулӗ: эсӗ саккуна йышӑнмарӑн, ҫавӑнпа Эпӗ те сана Хамӑн умӑмра ӗҫлесе тӑма памӑп; эсӗ хӑвӑн Туррун саккунне маннӑ пекех, Эпӗ те санӑн ачусене манӑп. |
|
| 7 |
|
| Вӗсем мӗн чухлӗ ытларах йышлӑланса пыраҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах Мана хирӗҫ ҫылӑха кӗреҫҫӗ; вӗсен чапне чапсӑрлӑха кӑларӑп. |
|
| 8 |
|
| Вӗсем Манӑн халӑхӑм ҫылӑхӗпе тӑранса пурӑнаҫҫӗ, вӗсен чунӗсем йӗркесӗрлӗх енне туртӑнаҫҫӗ. |
|
| 9 |
|
| Халӑха мӗн пулӗ, священника та ҫавах пулӗ; ӑна та хӑйӗн ҫулне кура хаса парӑп, хӑйӗн ӗҫне кура тавӑрса парӑп. |
|
| 10 |
|
| Ҫийӗҫ те — тӑранаймӗҫ; аскӑнса пурӑнӗҫ те — хунаймӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ. |
|
| 11 |
|
| Вӗсен чӗрисене аскӑнлӑх, эрех, ӗҫкӗ-ҫикӗ парӑнтарнӑ. |
|
| 12 |
|
| Ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм хӑйӗн йывӑҫӗнчен ыйтать, ӑна хӑйӗн туйи хурав парать: вӗсене аскӑнлӑх сывлӑшӗ аташтарса янӑ, аскӑнланса вӗсем хӑйсен Туррине пӑрахнӑ. |
|
| 13 |
|
| Вӗсем ту тӑррисенче парне кӳреҫҫӗ, сӑрт тӳпемӗсенче юман айӗнче, тирекпе теревинф йывӑҫӗ айӗнче тӗтӗркӗчпе тӗтӗреҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав йывӑҫсем айӗнче сулхӑнӗ лайӑх; ҫавӑнпа сирӗн хӗрӗрсем асаҫҫӗ, кинӗрсем аскӑн ӗҫ тӑваҫҫӗ. |
|
| 14 |
|
| Эпӗ сирӗн хӗрӗрсене аснӑ чухнехишӗн, кинӗрсене аскӑн ӗҫ тунӑ чухнехишӗн айӑплама пӑрахӑп, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр аскӑн арӑмсем майлӑ, аскӑнчӑксемпе пӗрле парне кӳретӗр, тӗттӗм халӑх вара пӗтсе пырать. |
|
| 15 |
|
| Израиль, эсӗ асса пурӑнатӑн пулсан, Иуда ҫылӑха ан кӗтӗрччӗ; Галгала ан ҫӳрӗр, Беф-Авена ан улӑхӑр, «Ҫӳлхуҫа пур!» тесе тупа ан тӑвӑр. |
|
| 16 |
|
| Израиль ӗнтӗ чӑхӑм тына пекех тӳрменленет; ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа халӗ вӗсене путексене ирӗклӗ ҫаранта кӗтнӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ-ши? |
|
| 17 |
|
| Ефрем йӗрӗхсене иленнӗ; пӑрах ӑна! |
|
| 18 |
|
| Вӗсем ӗҫке ерни йӗрӗнтерет, пӗтӗмпех аскӑна тухса кайрӗҫ; вӗсен улпучӗсем намӑс ӗҫе юратаҫҫӗ. |
|
| 19 |
|
| Акӑ вӗсене ҫил хӑйӗн ҫуначӗсемпе ҫавӑрса илӗ те, вӗсем хӑйсен парнисенчен хӑйсемех намӑсланӗҫ. |
|
|
|
|