БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Хуйхӑ ҫитсен вӗсем ирхине ирех Мана шырама пуҫлӗҫ: «каяр, Ҫӳлхуҫа патнех таврӑнар! Вӑл сусӑрланӑ — Вӑлах сиплӗ пире, Вӑл амантнӑ — Вӑлах суранӑмӑрсене ҫыхса ярӗ. |
| 2 |
| Пире икӗ кунран чӗртӗ те виҫҫӗмӗш кунхине ура ҫине тӑратӗ, вара Унӑн сӑнӗ умӗнче пурӑнӑпӑр. |
| 3 |
| Пӗлӗпӗр ҫапла, Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑпӑр; Вӑл курӑнни — ирхи шуҫӑм пекех. Вӑл пирӗн патӑмӑра ҫумӑр пек килӗ, ҫӗре кайранхи ҫумӑр пек шӑварӗ» тейӗҫ. |
| 4 |
| Мӗн тӑвам сана, Ефрем? Мӗн тӑвам сана, Иуда? сирӗн сӑваплӑхӑр — ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек. |
| 5 |
| Ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене пророксем урлӑ чутларӑм, Хамӑн сӑмахӑмпа питлерӗм, сутӑм вара Манӑн — ҫӗкленекен ҫутӑ пекех. |
| 6 |
| Мана парне кирлӗ мар, эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнинчен ытларах Турра пӗлни кирлӗ. |
| 7 |
| Вӗсем вара, Адам пек, халалӑма пӑсрӗҫ, унта Мана улталарӗҫ. |
| 8 |
| Галаад — йӗркесӗр ҫынсенӗн хули, вӑл юнпа вараланнӑ. |
| 9 |
| Вӑрӑ-хурах ҫынна сыхласа тӑнӑ пек, священниксен эшкерӗ Сихем ҫулӗ ҫинче ҫын вӗлерет, ирсӗр ӗҫ тӑвать. |
| 10 |
| Израиль килӗнче Эпӗ тискер ӗҫ куратӑп; унта Ефрем асса пурӑнать, Израиль ирсӗрленнӗ. |
| 11 |
| Эпӗ Хамӑн халӑхӑма тыткӑнран тавӑрсан, Иуда, саншӑн та вырас вӑхӑт ҫитӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/hosea/006.mp3
14
6