БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
| 2 |
| Израиль ывӑлӗсене кала: хӗрарӑм йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратсассӑн, вӑл ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; уйӑх хушши вӑхӑтӗнче тасалса асапланнӑ кунсенчи пек, вӑл таса мар пулӗ; |
| 3 |
| саккӑрмӗш кунне ачийӗн хӗрринчи ӳтне касӗҫ; |
| 4 |
| амӑшӗн вӑтӑр виҫӗ кун хӑй юнӗнчен тасалса килте лармалла; тасалмалли кунӗсем иртмесӗр нимӗнле сӑваплӑ япалана та сӗртӗнмелле мар, кӗлӗ чатӑрӗ патне те пымалла мар. |
| 5 |
| Хӗрача ҫуратсассӑн, вӑл хӑй тасалнӑ хушӑра икӗ эрне хушши таса мар пулӗ, юнӗнчен тасалма вара утмӑл ултӑ кун хушши килте лармалла. |
| 6 |
| Ывӑл ачишӗн е хӗрачишӗн тасалма хунӑ кунӗсем иртсессӗн, унӑн пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре, священник патне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи путек илсе пымалла, ҫылӑх парни кӳме ҫамрӑк кӑвакарчӑн е улатӑпа илсе пымалла; |
| 7 |
| священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умне кӳрӗ те арӑма тасатӗ, вӑл вара юнӗ юхнинчен тасалӗ. Ывӑл ача е хӗрача ҫуратнӑ хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун — ҫакӑ. |
| 8 |
| Унӑн путек памашкӑн халӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — пӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме, тепӗрне ҫылӑх парни кӳме — илсе пытӑр, вара священник арӑма тасатӗ те, вӑл таса пулӗ, тенӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/leviticus/012.mp3
27
12