БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
| 2 |
| ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр; |
| 3 |
| Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; |
| 4 |
| ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн, |
| 5 |
| Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп. |
| 6 |
| Пӗр-пӗр чун вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне, асамҫӑсем патне кайсассӑн, вӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳресессӗн, Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав чун енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп. |
| 7 |
| Хӑвӑра тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, вара сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, [сӑваплӑ]. |
| 8 |
| Эпӗ хунӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр: Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа. |
| 9 |
| Кам хӑйӗн ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калать, ӑна вӗлерме тытса паччӑр; вӑл хӑйӗн ашшӗне, хӑйӗн амӑшне усал сӑмах каланӑ: унӑн юнӗ хӑй ҫинче. |
| 10 |
| Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа ясар тӑвать пулсассӑн, кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин арӑмӗпе ясар тӑвать пулсассӑн, ясар тӑвакан арҫыннине те, хӗрарӑмне те вӗлерме тытса паччӑр. |
| 11 |
| Кам хӑй ашшӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑй ашшӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче. |
| 12 |
| Кам та пулин хӑйӗн кинӗпе выртсассӑн, вӗсене иккӗшне те вӗлерме тытса паччӑр: вӗсем йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче. |
| 13 |
| Кам та пулин арҫынпа хӗрарӑмпа выртнӑ пек выртсассӑн, вӗсем иккӗшӗ те йӗрӗнчӗк ӗҫ тунӑ: вӗсене вӗлерме тытса паччӑр, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче. |
| 14 |
| Кам та пулин хӑй валли арӑм илсе унӑн амӑшне те илсессӗн, ку йӗркесӗр ӗҫ пулать; сирӗн хушшӑрта йӗркесӗр ӗҫ ан пултӑр тесе, ӑна хӑйне те, арӑмӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла. |
| 15 |
| Кам выльӑхпа хутшӑнать, ӑна вӗлерме тытса памалла, выльӑхне те вӗлерӗр. |
| 16 |
| Хӗрарӑм пӗр-пӗр выльӑх патне унпа пӗтӗҫме кайсассӑн, хӗрарӑмне те, выльӑхне те вӗлермелле: вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче. |
| 17 |
| Кам та пулин хӑйӗн аппӑшне е йӑмӑкне — хӑй ашшӗн хӗрне е амӑшӗн хӗрне — илсе унӑн ҫарамасне курсассӑн, хӗрӗ те унӑн ҫарамасне курсассӑн — ку намӑс ӗҫ, вӗсене хӑйсен халӑхӗн ывӑлӗсем умӗнче пӗтерччӗр; вӑл хӑйӗн аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне уҫнӑ: вӑл хӑйӗн ҫылӑхне хӑех ҫӗклӗ. |
| 18 |
| Кам та пулин арӑмӗ юн юхса тасалнӑ вӑхӑтра унпа выртсассӑн, унӑн ҫарамасне уҫсассӑн, вӑл унӑн юхнине уҫса хунӑ пулать, арӑмӗ те хӑйӗн юнӗ юхнине уҫса кӑтартнӑ пулать: вӗсене иккӗшне те хӑйсен халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр. |
| 19 |
| Аннӳ аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне, аҫу аппӑшӗн е йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, ун пек ҫын хӑйӗн ӳтне уҫать: вӗсем хӑйсен ҫылӑхне хӑйсем ҫӗклӗҫ. |
| 20 |
| Кам хӑйӗн ашшӗпе пӗртӑванӗн е амӑшӗпе пӗртӑванӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑйӗн ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗн е куккӑшӗн ҫарамасне уҫнӑ пулать; вӗсем хӑйсен ҫылӑхне хӑйсем ҫӗклӗҫ, ача-пӑча курмасӑрах вилӗҫ. |
| 21 |
| Кам та пулин хӑйӗн пиччӗшӗн е шӑллӗн арӑмне илсессӗн, ку ирсӗр; вӑл хӑй тӑванӗн ҫарамасне уҫнӑ, вӗсем ача-пӑчасӑр пулӗҫ. |
| 22 |
| Манӑн мӗнпур йӗркеме, мӗнпур саккунӑма астуса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, вара Эпӗ сире пурӑнма парас ҫӗр сире хӑй ҫийӗнчен сирсе ывӑтмӗ. |
| 23 |
| Эпӗ сирӗн патӑртан хӑваласа яракан халӑх йӑлисем тӑрӑх ан пурӑнӑр; вӗсем ҫаксене пурне те туса тӑчӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене ҫилленсе ҫитрӗм, |
| 24 |
| вара Эпӗ сире каларӑм: вӗсен ҫӗрне эсир тытса тӑрӑр, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре ӗмӗрлӗхе сире паратӑп, терӗм. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, Эпӗ сире халӑхсем хушшинчен уйӑрса илтӗм. |
| 25 |
| Таса выльӑха тасамарринчен уйӑрма, таса вӗҫен кайӑка тасамарринчен уйӑрма пӗлӗр; Эпӗ таса мар тесе уйӑрнӑ выльӑхпа, вӗҫен кайӑкпа, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунпа хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлентерӗр. |
| 26 |
| Манӑн умӑмра сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, [сирӗн Туррӑр,] сӑваплӑ, Эпӗ сире Хамӑннисем тумашкӑн сире ытти халӑхсенчен уйӑрса илтӗм. |
| 27 |
| Арҫын-и, хӗрарӑм-и — вӗсем вилнӗ ҫынсене чӗнес пулсассӑн е юм юмласассӑн, вӗсене вӗлерме тытса паччӑр: вӗсене чулпа персе вӗлермелле, вӗсен юнӗ хӑйсем ҫинче, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/leviticus/020.mp3
27
20