БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: священниксене, Аарон ывӑлӗсене, пӗлтер, вӗсене кала: хӑйсен халӑхӗ хушшинче вилнӗ ҫынна сӗртӗнсе хӑйсене хӑйсем ан ирсӗрлетчӗр; |
| 2 |
| ҫывӑх тӑванне ҫеҫ сӗртӗнме юрать, хӑйӗн амӑшне, ашшӗне, ывӑлне, хӗрне, хӑйӗнпе пӗртӑван пиччӗшне-шӑллӗне, |
| 3 |
| качча каймасӑр ун патӗнче пурӑнакан аппӑшне-йӑмӑкне сӗртӗннипе вӑл ирсӗрленмест; |
| 4 |
| вӑл хӑйӗн халӑхӗ хушшинче кама та пулсан сӗртӗнсе хӑйне хӑй ан ирсӗрлеттӗр, таса мар ан пултӑр. |
| 5 |
| Вӗсен хӑйсен ҫӳҫне хырмалла мар, сухал вӗҫне касса тикӗслемелле мар, хӑйсен ӳтне каскаласа пӗтермелле мар. |
| 6 |
| Вӗсен хӑйсен Турришӗн таса пулмалла, хӑйсен Туррийӗн ятне хисепрен кӑлармалла мар: вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑраҫҫӗ, хӑйсен Туррине ҫӑкӑр кӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем таса пулмалла. |
| 7 |
| Вӗсен аскӑн хӗрарӑма, ячӗ пӑсӑлнӑ хӗрарӑма качча илмелле мар, упӑшки уйӑрса янӑ арӑма та илмелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен [Ҫӳлхуҫа] Турришӗн таса пулмалла. |
| 8 |
| Ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӑл санӑн [Ҫӳлхуҫа] Турруна ҫӑкӑр кӳрет: вӑл сӑваплӑ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, сире тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, сӑваплӑ. |
| 9 |
| Священник хӗрӗ хӑйне хӑй аскӑн ӗҫпе ирсӗрлетсессӗн, вӑл хӑй ашшӗне хисепрен кӑларать; ӑна вутпа ҫунтарса ямалла. |
| 10 |
| Хӑй тӑванӗсем хушшинче асли пулса тӑракан священникӑн ҫара пуҫӑн ҫӳремелле мар, хӑйӗн тумтирне ҫуркаламалла мар: унӑн пуҫӗ ҫине сӗрмелли ҫу юхтарнӑ, таса тумтир тӑхӑнмашкӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; |
| 11 |
| унӑн нимӗнле вилнӗ ҫын ҫывӑхне те пымалла мар: вилнӗ ашшӗпе амӑшӗ ҫумне сӗртӗнсе те хӑйне хӑй ирсӗрлетмелле мар. |
| 12 |
| Унӑн сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каймалла мар, хӑй Туррийӗн сӑваплӑ вырӑнне хисепрен кӑлармалла мар: хӑй Туррийӗн сӗрмелли ҫӑвӗпе сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳни ун ҫинче. Эпӗ Ҫӳлхуҫа. |
| 13 |
| Арӑмне унӑн [хӑй халӑхӗн] хӗрне илмелле; |
| 14 |
| унӑн тӑлӑх арӑма е упӑшки уйӑрнӑ арӑма, е ячӗ пӑсӑлнине, [е] аскӑн хӗрарӑма илмелле мар, арӑмне унӑн хӑй халӑхӗн хӗрне илмелле; |
| 15 |
| хӑй халӑхӗ хушшинче унӑн хӑй йӑхне ҫӗртмелле мар: Эпӗ — ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа [Турӑ], тенӗ. |
| 16 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
| 17 |
| Аарона кала: сан йӑхӑнтан тухнӑ ҫыннӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче пӗр-пӗр кӑлтӑк пулсассӑн, ун пек ҫыннӑн нихӑшӗн те нихӑҫан та хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; |
| 18 |
| ӳт-пӗвӗ ҫинче камӑн кӑлтӑк пур, ҫавӑн пек ҫын никам та пыма тивӗҫлӗ мар: суккӑрри те, уксаххи те, чӑлаххи те, |
| 19 |
| ури хуҫӑлса е алли хуҫӑлса аманни те, |
| 20 |
| асат хуҫни те, хӑрнӑ шӑмӑлли те, куҫне шурӑ илни те, кӗсен-ҫӑпанли те, кукшалли те, сиенленнӗ ҫӑмарталли те; |
| 21 |
| Аарон священник йӑхӗнчен тухнӑ ҫын, унӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑлтӑк пулсассӑн, пӗри те Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла мар; ун ҫинче [кӑлтӑк] пур, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; |
| 22 |
| унӑн аслӑ сӑваплӑ парнесенчен, сӑваплӑ парнесенчен хӑйӗн Туррийӗн ҫӑкӑрне ҫиме юрать, |
| 23 |
| анчах унӑн чаршав патне пымалла мар, парне вырӑнӗ патне те ҫывӑхармалла мар, мӗншӗн тесессӗн ун ҫинче кӑлтӑк пур: Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма унӑн хисепрен кӑлармалла мар: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ. |
| 24 |
| Моисей ҫакна Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне каласа пӗлтернӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/leviticus/021.mp3
27
21