|
| 1 |
|
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Моавӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл Эдом патшин шӑмми-шаккине акшар пулса кайичченех ҫунтарчӗ. |
|
| 2 |
|
| Ҫапла Моав ҫине вут ярӑп, вӑл Кериофӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ, Моав вара аркату шавӗнче, трупа кӑшкӑртса тӑнӑ хушӑра тӗп пулӗ. |
|
| 3 |
|
| Ун хушшинчи тӳрене пӗтерӗп те унпа пӗрле мӗнпур пуҫлӑха вӗлерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа. |
|
| 4 |
|
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа саккунне йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑмарӗҫ, хӑйсенӗн ашшӗсемех пуҫҫапнӑ йӗрӗхсем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ. |
|
| 5 |
|
| Иуда ҫине вут ярӑп та, вӑл Иерусалимӑн тӗреклӗлетнӗ ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ. |
|
| 6 |
|
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израилӗн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫынна кӗмӗлле, чухӑна пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутаҫҫӗ. |
|
| 7 |
|
| Чухӑнсен пуҫӗ ҫинче ҫӗр тусанӗ пултӑр тесе хыпса ҫунаҫҫӗ, йӑваш кӑмӑллисен ҫулне пӑсаҫҫӗ; Манӑн сӑваплӑ ятӑма чыссӑра кӑларса, ашшӗпе ывӑлӗ те пӗр хӗрарӑм патнех ҫӳреҫҫӗ. |
|
| 8 |
|
| Кирек хӑш чӳк вырӑнӗ ҫумӗнче те саклат хывса илнӗ тумтир ҫинче лараҫҫӗ, айӑпа юлнисенчен шыраса илекен иҫӗм эрехне хӑйсен туррисен ҫурчӗсенче ӗҫеҫҫӗ. |
|
| 9 |
|
| Эпӗ вара вӗсем умӗнче кедр пек ҫӳллӗ, юман пек тӗреклӗ аморрее тӗп турӑм; Эпӗ ҫӳлте унӑн ҫимӗҫне, аялта унӑн тымарне пӗтертӗм. |
|
| 10 |
|
| Сире вара Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм та, аморрейсен ҫӗрне хӑвӑр валли еткерлӗхе илмелле пултӑр тесе, хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм. |
|
| 11 |
|
| Эпӗ Сирӗн ывӑлӑрсенчен пророксем, сирӗн яш ачӑрсенчен назорейсем суйласа илтӗм; ҫапла мар-и ку, Израиль ывӑлӗсем? тет Ҫӳлхуҫа. |
|
| 12 |
|
| Эсир вара назорейсене эрех ӗҫтереттӗр, пророксене: «пророк пек ан калаҫӑр» тесе чараттӑр. |
|
| 13 |
|
| Акӑ Эпӗ сире кӗлте тиенӗ урапа таптанӑ пек таптаса лапчӑтӑп та — |
|
| 14 |
|
| вичкӗннин те чупмашкӑн вӑй юлмӗ, тӗрекли те хӑйӗн тӗреклӗхне упраса хӑвараймӗ, хӑюлли те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ, |
|
| 15 |
|
| ухӑран перекенни те ури ҫинче тытӑнса тӑраймӗ, хӑвӑрт ҫӳрекенни те тараймӗ, ут ҫинче лараканни те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ. |
|
| 16 |
|
| Хӑюллисенчен чи паттӑрри те ҫав кунхине ҫарамас тарӗ, тет Ҫӳлхуҫа. |
|
|
|
|