БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ионӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ: |
| 2 |
| тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, Эпӗ сана мӗн калама хушнине ҫавӑнта вӗрентсе ҫӳре, тенӗ. |
| 3 |
| Иона тӑнӑ та, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе, Ниневие кайнӑ: Ниневи вӑл Турӑ умӗнче аслӑ, виҫӗ кун утмалӑх хула пулнӑ. |
| 4 |
| Вара Иона хулара кун каҫиччен мӗн чухлӗ утма май килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫӳренӗ, вӑл ҫапла вӗрентсе каланӑ: тата хӗрӗх кун юлчӗ, унтан Ниневи арканать! тенӗ. |
| 5 |
| Ниневи ҫыннисем Турӑ каланине ӗненнӗ, вара типӗ тытма йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ ватти-вӗтти таранах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ. |
| 6 |
| Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ, |
| 7 |
| патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр, |
| 8 |
| ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр. |
| 9 |
| Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ. |
| 10 |
| Турӑ вӗсен ӗҫӗсене, вӗсем хӑйсен усал ҫулӗнчен пӑрӑннине курнӑ та, хӗрхенсе, вӗсем ҫине яма пулнӑ асапа яман вара. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/jonah/003.mp3
4
3