|
| 1 |
|
| Каларӑм вара эпӗ: итлӗр-ха, Иаков йӑхӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем: сирӗн тӗрӗссине пӗлмелле марччӗ-и? терӗм. |
|
| 2 |
|
| Эсир вара ыррине кураймастӑр, усаллине юрататӑр; ҫынсенчен вӗсенӗн тирне сӳсе илетӗр, вӗсенӗн шӑмми ҫумӗнчен ӳтне сӗветӗр, |
|
| 3 |
|
| Ман халӑхӑмӑн ӳтне ҫиетӗр, тирне сӗветӗр, шӑммисене вататӑр, чӳлмеке янӑ пек тӗпрететӗр, ӳтне хурана янӑ пек ваклатӑр, терӗм. |
|
| 4 |
|
| Вӗсем Ҫӳлхуҫана тархаслӗҫ, анчах Вӑл вӗсене илтмӗ, вӗсем усал ӗҫ тунӑ вӑхӑтра вӗсенчен Хӑйӗн сӑнне те пытарӗ. |
|
| 5 |
|
| Ман халӑхӑма аташтаракан пророксем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем шӑлӗпе кӑшлаҫҫӗ — канӑҫлӑх ҫинчен вӗрентеҫҫӗ, кам вӗсен ҫӑварне нимӗн те хумасть, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫараҫҫӗ. |
|
| 6 |
|
| Ҫавӑнпа Турӑ кӑтартни вырӑнне сирӗншӗн тӗттӗм каҫ пулӗ, малашнехине пӗлтерни вырӑнне сӗмлӗх пулӗ; пророксем тӗлӗнче хӗвел анса ларӗ те, вӗсен тӗлӗнче кун тӗттӗмленӗ. |
|
| 7 |
|
| Витӗркурансем намӑсланӗҫ, юм юмлакансем намӑса юлӗҫ, вара вӗсен пурин те ҫӑварӗ хупӑнӗ, мӗншӗн тесен Турӑран хурав пулмӗ. |
|
| 8 |
|
| Эпӗ вара Иакова хӑйӗн усал ӗҫне, Израиле хӑйӗн ҫылӑхне пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗн хӑвачӗпе, тӗрӗслӗхпе тата ҫирӗплӗхпе тӗреклӗлентӗм. |
|
| 9 |
|
| Апла итлӗр ҫакна, Иаков килӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем, тӗрӗс сутран йӗрӗнекенсем, пур тӳрӗ ӗҫе те кукӑртса яракансем, |
|
| 10 |
|
| Сиона юнран, Иерусалима тӗрӗсмарлӑхран тӑвакансем! |
|
| 11 |
|
| Унӑн пуҫлӑхӗсем сут тунӑшӑн парне илеҫҫӗ, унӑн священникӗсем тӳлевлӗ вӗрентеҫҫӗ, унӑн пророкӗсем малашлӑха укҫалла пӗлтереҫҫӗ, ҫав хушӑрах Ҫӳлхуҫана шанаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн хушшӑмӑрта мар-и-ха? Пире инкек ҫитес ҫук!» тееҫҫӗ. |
|
| 12 |
|
| Ҫавӑнпа сире пула Сиона хир пек сухаласа пӑрахӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫуртӑн тӑвӗ вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ. |
|
|
|
|