|
| 1 |
|
| Эй, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине итлӗр: тӑр, тусем умӗнче сутлаш, санӑн сассуна сӑртсем те илтчӗр! |
|
| 2 |
|
| Эй тусем, Ҫӳлхуҫа сут тунине итлӗр; эй эсир те, ҫӗрӗн ҫирӗп никӗсӗсем, итлӗр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗпе сута тӑнӑ, Вӑл Израильпе тупӑшать. |
|
| 3 |
|
| Эй халӑхӑм! Эпӗ сана мӗн турӑм, пурӑнӑҫна мӗн туса йывӑрлатрӑм? кала Мана. |
|
| 4 |
|
| Эпӗ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм, чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтартӑм, сан умӑнтан Моисее, Аарона, Мариама ятӑм. |
|
| 5 |
|
| Эй халӑхӑм! Моав патши Валак мӗн шухӑш тытнине, Веор ывӑлӗ Валаам ӑна мӗн каланине, Ҫӳлхуҫанӑн тӳрӗ ӗҫӗсене пӗлмелле пултӑр тесе, Ситтимран пуҫласа Галгала ҫитиччен мӗн-мӗн пулса иртнине аса ил-ха. |
|
| 6 |
|
| «Ҫӳлхуҫа умне манӑн мӗнпе тӑрас, Ҫӳлти Турӑ умне мӗнпе чӗркуҫленсе ларас? Ун умне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе, ҫулталӑкри пӑрусемпе, тӑрас-и? |
|
| 7 |
|
| Анчах Ҫӳлхуҫана пин-пин такапа е вӗҫсӗр юхакан йывӑҫ ҫӑвӗпе юрама пулать-ши вара? Е Ӑна хамӑн усал ӗҫӗмшӗн — малтан ҫуралнӑ ывӑлӑма, чунӑм ҫылӑха кӗнӗшӗн — хамӑн варӑмран ҫуралнӑскере парӑпин ҫеҫ?» |
|
| 8 |
|
| Эй этем! мӗн ырри иккенне, Ҫӳлхуҫа санран мӗн ыйтнине каланӑ-ҫке сана: ялан тӳрӗ пулмалла, ырӑ ӗҫ тума юратмалла, хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле. |
|
| 9 |
|
| Ҫӳлхуҫа хулана чӗнсе калать, ӑслӑлӑх Санӑн яту умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑрать: эй, итлӗр туяна, итлӗр ӑна тӑрӑнтарса Лартакана. |
|
| 10 |
|
| Йӗркесӗр ҫыннӑн килӗнче халӗ те йӗркесӗрлӗх мулӗ ҫук-и-ха, ҫав килтех чакарса кӑтартакан, йӗрӗнтерекен виҫе ҫук-и-ха? |
|
| 11 |
|
| Тӗрӗс мар виҫекен тарасапа, хутаҫӑмри ултавлӑ тараса пуканӗсемпе таса ҫын пулайӑп-и эпӗ? |
|
| 12 |
|
| Хула пуянӗсем тӗрӗсмарлӑх ӑшне путнӑ та, унта пурӑнакансем те ултавлӑ калаҫаҫҫӗ, калаҫма та вӗсем суя чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, |
|
| 13 |
|
| апла Эпӗ те сана, хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн тустарса хӑварса, тӳрленейми пӗтерсе лартӑп. |
|
| 14 |
|
| Эсӗ ҫийӗн те — тутӑ пулаймӑн; сан ӑшунта пуш-пушӑ пулӗ; упраса усрӑн, анчах упраса ҫитереймӗн, мӗн упраса хӑварнине те хӗҫ айне тӑвӑп. |
|
| 15 |
|
| Акӑн — анчах выраймӑн; ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пусарса ҫу юхтарӑн та — ҫӑвӗпе сӗрӗнеймӗн; иҫӗм ҫырли сӗткенне пӑчӑртаса кӑларӑн, анчах эрехне ӗҫеймӗн. |
|
| 16 |
|
| Сирӗн Амврий йӑли-йӗркипе Ахав килӗн мӗнпур ӗҫӗ сыхланса юлнӑ, эсир вӗсенӗн канашӗсемпе пурӑнатӑр; Эпӗ сана ҫаратса хӑвармалла тӑвӑп, ҫыннусенчен култарӑп, Манӑн халӑхӑм мӑшкӑлне сирӗн курмалла пулӗ. |
|
|
|
|