|
| 1 |
|
| Мана хуйхӑ ҫитрӗ! маншӑн халӗ — ҫуллахи ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑнхи пекех, иҫӗм ҫырлине татса пуҫтарнӑ хыҫҫӑнхи пекех: ҫиме пӗр ҫырла та, чуна пыракан пӗр пиҫнӗ ҫимӗҫ те ҫук. |
|
| 2 |
|
| Ҫӗр ҫинче ырӑ кӑмӑллисем пӗтрӗҫ, ҫынсем хушшинче тӳрӗ пурӑнакансем юлмарӗҫ; пурте, юн юхтарас тесе, кавар тӑваҫҫӗ; кашниех хӑйӗн тӑванӗ валли таната карать. |
|
| 3 |
|
| Вӗсенӗн алли усал ӗҫ тума вӗренесшӗн, пуҫлӑх хистесе парне ыйтать, тӳре сӗрев панине кура сут тӑвать, улпутсем, хура чунӗ мӗн ыйтнине каласа, ӗҫе пӑсса яраҫҫӗ. |
|
| 4 |
|
| Вӗсенчен чи лайӑххи — кӳкен пек, тӳрӗ кӑмӑлли — йӗплӗ картаран та япӑхрах; Сан хыпарҫусенӗн кунӗ, Эсӗ килесси ҫывӑхарать; акӑ вӗсен шуйханса ӳкмелле пулӗ. |
|
| 5 |
|
| Тусӑра ан ӗненӗр, пӗлӗшӗре ан шанӑр; хӑвӑнпа юнашар выртакан хӗрарӑмран чӗлхӳ-ҫӑварна сыхла. |
|
| 6 |
|
| Ӗнтӗ ывӑлӗ ашшӗне хӑртать, хӗрӗ — амӑшне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрать; ҫыннӑн тӑшманӗсем — хӑйӗн килӗнчи тӑванӗсем. |
|
| 7 |
|
| Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫине пӑхӑп, хама ҫӑлакан Туррӑма шанса тӑрӑп: Туррӑм мана илтӗ. |
|
| 8 |
|
| Эй тӑшман хӗрарӑм! маншӑн ан хӗпӗрте, ӳкрӗм пулин те — эпӗ тӑрӑп; эпӗ сӗмлӗхре пулин те — Ҫӳлхуҫа маншӑн ҫутӑ пулӗ. |
|
| 9 |
|
| Вӑл манӑн ӗҫӗме татса париччен, мана сут тӑвиччен ман ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Ун умӗнче ҫылӑха кӗтӗм; унтан Вӑл мана ҫутта илсе тухӗ те, эпӗ Унӑн тӳрӗлӗхне курӑп. |
|
| 10 |
|
| Мана курайман тӑшман хӗрарӑм, мана: «санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ӑҫта?» теекенскер, курӗ те ҫакна, ӑна намӑс хупласа илӗ. Вара манӑн куҫӑм ӑна урамри пылчӑка таптанӑ пек таптанине курса тӑранӗ. |
|
| 11 |
|
| Ҫав кунхине, хӳмӳсене хӳнӗ кунхине, палӑртса хуни аяккарах куҫӗ. |
|
| 12 |
|
| Ҫав кун сан патна Ассирирен, Египет хулисенчен, Египетпа Евфрат шывӗ хушшинчен, тинӗспе тинӗс хушшинчен, тупа ту хушшинчен килӗҫ. |
|
| 13 |
|
| Леш ҫӗр вара унта пурӑнакансен айӑпне пула, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула пушхир пулса юлӗ. |
|
| 14 |
|
| Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн сурӑхусене, Кармил ҫинчи вӑрманта улаххӑн пурӑнакансене Хӑвӑн туюпа пӑхса усра; авалхи кунсенчи пек, вӗсем Васанпа Галаадра кӗтӳре ҫӳреччӗр! |
|
| 15 |
|
| Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ кунсенчи пек, ӑна тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӑп. |
|
| 16 |
|
| Ҫакна халӑхсем курӗҫ те, хӑйсем темле хӑватлӑ пулсан та, намӑсланӗҫ; тути-ҫӑварне алӑпа хупласа тӑрӗҫ, хӑлхисем илтми пулса ларӗҫ; |
|
| 17 |
|
| ҫӗлен пек, тӑпра ҫулӗҫ, хӑйсен хӳтлӗхӗнчен вӗсем ҫӗр ӑманӗсем пек шуса тухӗҫ; пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан сехӗрленӗҫ, Санран хӑраса ӳкӗҫ. |
|
| 18 |
|
| Йӗркесӗр ӗҫсене каҫаракан, Хӑй халӑхӗн йӑлкӑмне усал ӗҫӗсемшӗн айӑпа хуман Сан пек Турӑ кам пултӑр тата? Вӑл ӗмӗрех ҫилленсе тӑмасть, мӗншӗн тесен хӗрхенме юратать. |
|
| 19 |
|
| Вӑл каллех пире хӗрхенӗ, пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене пӑрахӑҫлӗ. Эсӗ пирӗн пӗтӗм ҫылӑха тинӗс авӑрне путарӑн. |
|
| 20 |
|
| Эсӗ Иакова Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кӑтартӑн, пирӗн аттемӗрсене малтанхи кунсенчех тупа туса пама пулнӑ ырӑлӑха Авраама кӑтартӑн. |
|
|
|
|