ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир? Сирӗн куҫӑр умӗнче вӑл нимӗн те мар пек туйӑнмасть-и?
кам та пулин кӗлтуса тасатнӑ аша хӑйӗн тумтирӗн аркипе йӑтса пынӑ чухне унӑн арки ҫӑкӑра е пӗҫернӗ ҫимӗҫе, е эрехе, е йывӑҫ ҫӑвне, е мӗнле те пулин апата сӗртӗнчӗ пулсан, таса пулӗ-и вӑл? Священниксем хуравласа каланӑ: ҫук, тенӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Аггей каланӑ: эхер те ҫакӑн ҫумне вилене сӗртӗнсе хӑйне ирсӗрлетнӗ пӗр-пӗр ҫын пырса тӗкӗнсен, вӗсем вара таса мар пулса тӑраҫҫӗ-и? тенӗ. Священниксем хуравласа каланӑ: таса мар пулса тӑраҫҫӗ, тенӗ.
Вара Аггей хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа калать: ҫак халӑх, ҫак йӑх Ман умӑмра ҫавӑн пек, вӗсен алли тунӑ мӗнпур ӗҫ те ҫавӑн пекех! Вӗсем унта мӗн кӑна илсе ан килччӗр, пурте таса мар.
Ҫирӗм виҫе пама пултаракан ҫӗмел патне пыратчӗҫ те, вуннӑ кӑна пулатчӗ; иҫӗм сӗткенӗ юхтаракан вырӑна аллӑ виҫе ӑсса илме пыратчӗҫ те, ҫирӗм виҫе кӑна пулатчӗ.
кӗлетре тата вӑрлӑх пур-и? Халиччен иҫӗм йывӑҫӗ те, смоква йывӑҫӗ те, нар йывӑҫӗ те, ҫу йывӑҫӗ те ҫимӗҫ паманччӗ; паянтан пуҫласа вара Эпӗ вӗсене пиллӗп.