×

БИБЛИ 2009

Захария 2

1
Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ ар тӑрать, ун аллинче — ҫӗр виҫмелли вӗрен.
2
Эпӗ: ӑҫта каятӑн эсӗ? терӗм, вӑл мана каларӗ: Иерусалима виҫме, унӑн анлӑшӗпе унӑн тӑршшӗ мӗнлине курма, терӗ.
3
Акӑ манпа калаҫакан Ангел каять, тепӗр Ангелӗ ӑна хирӗҫ килет,
4
лешӗ вара ҫакна каларӗ: хӑвӑртрах кил, ҫак яш ачана кала: Иерусалим питӗ пысӑк, ӑна виҫсе тухма ҫук; унта халӑхӗ те, выльӑх-чӗрлӗхӗ те шутсӑр нумай, ҫавӑнпа вӑл хӳмесӗр хула пулӗ те.
5
Эпӗ вара, тет Ҫӳлхуҫа, уншӑн ун тавра вут хӳме пулӑп та ун варринче мухтава тухӑп.
6
Эй, эй! ҫурҫӗрти ҫӗршывран тарса килӗр, тет Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сире тӗнченӗн тӑватӑ енне салатса янӑччӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
7
Эй Вавилон хӗрӗ патӗнче пурӑнакан Сион, ҫӑлӑн.
8
Ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Мана Вӑл хӑвӑра ҫаратнӑ халӑхсем патне мухтавшӑн ячӗ, мӗншӗн тесен сире тӗкӗнекен Унӑн куҫ шӑрҫине те тӗкӗнет, тет.
9
Акӑ ӗнтӗ Эпӗ аллӑма вӗсем ҫине ҫӗклӗп, вӗсем хӑйсен чурисен тупӑшӗ пулса тӑрӗҫ, ун чухне Мана Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗр вара.
10
Эй Сион хӗрӗ, савӑн та хӗпӗрте! Мӗншӗн тесен акӑ Эпӗ пырӑп та сан хушшуна вырӑнаҫӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
11
Ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа умне тӗрлӗ халӑх пырса тӑрӗ, вӗсем Манӑн халӑх пулӗҫ; Эпӗ сан хушшуна вырӑнаҫӑп, Мана сан патна Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗн вара.
12
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иудӑна, сӑваплӑ ҫӗр ҫинчи Хӑйӗн еткерлӗхне, Хӑйӗн аллине илӗ, каллех Иерусалима суйласа илӗ.
13
Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗм чӗрӗ чун шӑп тӑтӑр! Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнчен ҫӗкленет.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки