БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Вӑл вара мана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ умӗнче тӑракан Иисуса, аслӑ иерее, тата ӑна хирӗҫлес тесе унӑн сылтӑм енче тӑракан шуйттана кӑтартрӗ. |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫа шуйттана каларӗ: эй шуйттан, Ҫӳлхуҫа чартӑр сана, Иерусалима суйласа илнӗ Ҫӳлхуҫа чартӑр сана! вут-ҫулӑмран туртса кӑларнӑ вутпуҫҫи мар-и вӑл? терӗ. |
| 3 |
| Иисус вара вараланнӑ тумтирпеччӗ, вӑл Ангел умӗнче тӑратчӗ, |
| 4 |
| Ангел хӑйӗн умӗнче тӑракансене ҫапла хуравласа каларӗ: ун ҫийӗнчен вараланнӑ тумтирне хывӑр, терӗ. Ӑна хӑйне вара ҫапла каларӗ: курсам, Эпӗ санӑн айӑпна каҫартӑм, сана таса тумтир тӑхӑнтартатӑп, терӗ. |
| 5 |
| Унтан каларӗ: унӑн пуҫне таса кидар тӑхӑнтартӑр, терӗ. Вара унӑн пуҫне таса кидар тӑхӑнтартрӗҫ, ӑна тумлантарчӗҫ; Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ура ҫинче тӑратчӗ. |
| 6 |
| Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫирӗплетсе парса Иисуса каланӑ: |
| 7 |
| Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ Манӑн ҫулпа ҫӳрес пулсан, Манӑн хуралӑмра тӑрас пулсан, эсӗ Манӑн Ҫуртӑма сут тӑвӑн, Манӑн картишсене астуса тӑрӑн. Эпӗ сана ҫакӑнта тӑраканскерсем хушшинче ҫӳреме ирӗк парӑп. |
| 8 |
| Эй Иисус, аслӑ иерей, эсӗ хӑв та, сан умӑнта ларакан юлташусем те, паллӑ ҫынсем, итлесе пӗтерӗр-ха: акӑ Эпӗ Хамӑн чурана, ХУНАВА, илсе килӗп. |
| 9 |
| Ӗнтӗ Эпӗ Иисус умне хуракан чул акӑ вӑл; ҫакӑ пӗр чул ҫинче ҫичӗ куҫ; акӑ Эпӗ ун ҫине унӑн паллине касса кӑларӑп, вара ҫак ҫӗрӗн ҫылӑхне пӗр кун хушшинче пӑрахӑҫлӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. |
| 10 |
| Ҫав кун вара эсир пӗрне-пӗри иҫӗм йывӑҫӗ айне, смоква йывӑҫӗ айне йыхравлатӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/zechariah/003.mp3
14
3