Унччен, ҫав кунсем умӗн, ҫыншӑн тӳлени, выльӑх ӗҫӗшӗн те тӳлени пулман; каяканнине те, килекеннине те тӑшман канӑҫ паман; кашнийӗ пӗри тепӗрине кураймасӑр пурӑннӑ — Эпӗ ун пек тума чарман.
Ӗнтӗ мӗн акса хӑварни тӑнӑҫлӑ пулӗ; иҫӗм йывӑҫӗн аври те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ, ҫӗр те хӑй ӳстернине парӗ, пӗлӗтсем те хӑйсен сывлӑмне парса тӑрӗҫ, ҫакна пурне те Эпӗ ҫак чӗрӗ юлнӑ халӑх аллине парӑп.
Сирӗнтен пӗри те хӑйӗн ӑшӗнче ҫывӑх ҫыннине хирӗҫ усал ан шухӑшлатӑр, улталаса тупа тунине ан кӑмӑллатӑр, мӗншӗн тесен ҫакна пурне те Эпӗ кураймастӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑваттӑмӗш уйӑхра типӗ тытни те, пиллӗкмӗшӗнче типӗ тытни те, ҫиччӗмӗшӗнче типӗ тытни те, вуннӑмӗшӗнче типӗ тытни те Иуда килӗшӗн савӑнӑҫпа хаваслӑ уяв пулса тӑрӗ; анчах та чӑнлӑхпа татулӑха юратӑр.
пӗр хулара пурӑнакансем тепӗр хулара пурӑнакансем патне пырӗҫ те калӗҫ: «Ҫӳлхуҫамӑра кайса кӗлтӑвар, Саваоф Ҫӳлхуҫана шырар»; вара кашниех: «эпӗ те каятӑп» тейӗ.