БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Акӑ кӑмака пек хӗрсе ҫунакан кун килет; ҫавӑн чухне мӑнкӑмӑллисем, усал ӗҫ тӑвакансем пурте улӑм пек пулӗҫ, вӗсене килес кун ҫунтарса ярӗ, ӗнтӗ вӗсен тымарне те, пӗр туратне те хӑвармӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. |
| 2 |
| Сирӗн валли вара, Манӑн ятӑма чӗререн хисеплесе тӑракансем, тӳрӗлӗх Хӗвелӗ ҫӗкленсе тухӗ, Унӑн ҫути сиплӗх парса тӑрӗ, эсир тухатӑр та самӑр пӑру пек сиккелесе выляма пуҫлатӑр; |
| 3 |
| йӗркесӗр ҫынсене таптатӑр, Эпӗ тӑвас кун вӗсем сирӗн урӑрсем айӗнчи тусан пулса тӑрӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. |
| 4 |
| Манӑн Моисей чурамӑн саккунне асра тытӑр, ҫав саккуна Эпӗ ӑна Хорив тӑвӗ ҫинче пӗтӗм Израиль валли панӑ, ҫавӑн пекех Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене те асра тытӑр. |
| 5 |
| Акӑ Эпӗ Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ та хӑрушӑ кунӗ ҫитиччен сирӗн патӑра Илия пророка яратӑп. |
| 6 |
| Эпӗ килсессӗн ҫӗре ылханпа пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр тесе, вӑл ашшӗсен чӗрине ачисем енне, ачисенӗн чӗрине ашшӗсем енне ҫавӑрӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/malachi/004.mp3
4
4