БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
| 2 |
| халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; |
| 3 |
| икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: |
| 4 |
| пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; |
| 5 |
| хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; |
| 6 |
| хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; |
| 7 |
| пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; |
| 8 |
| трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; |
| 9 |
| хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; |
| 10 |
| хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ. |
| 11 |
| Иккӗмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче пӗлӗт Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫийӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ; |
| 12 |
| Израиль ывӑлӗсем вара тапӑрӑн-тапӑрӑн Синай пушхирӗнчен хускалса тухнӑ; пӗлӗт Фаран пушхирне ҫитсе чарӑннӑ. |
| 13 |
| Ҫапла вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе малтанхи хут тапранса тухнӑ. |
| 14 |
| Чи малтан Иуда ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ; |
| 15 |
| Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ; |
| 16 |
| Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ. |
| 17 |
| Кӗлӗ чатӑрне сӳтсе илнӗ те ӑна ҫӗклесе пыракан Гирсон ывӑлӗсемпе Мерари ывӑлӗсем хускалса кайнӑ. |
| 18 |
| Унтан Рувим тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ, унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; унӑн ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ; |
| 19 |
| Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; |
| 20 |
| Гад ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ. |
| 21 |
| Унтан сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе пыракан Кааф ывӑлӗсем хускалса кайнӑ; кӗлӗ чатӑрне вӗсем ҫитичченех лартса хунӑ. |
| 22 |
| Унтан Ефрем ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; |
| 23 |
| Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; |
| 24 |
| Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, пулнӑ. |
| 25 |
| Пур тапӑртан кайран Дан ывӑлӗсен элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ; |
| 26 |
| Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ; |
| 27 |
| Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ. |
| 28 |
| Израиль ывӑлӗсем ҫарӑн-ҫарӑн каймалли йӗрке акӑ ҫакӑ ӗнтӗ. Вӗсем вара ҫула тухнӑ. |
| 29 |
| Моисей Ховава — Рагуил ывӑлне, мадиан ҫыннине, хӑйӗн хурӑнташне — каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫамӑр «сире ҫак ҫӗре парӑп» тенӗ вырӑна каятпӑр; атя пирӗнпе пӗрле, эпир сана ырӑлӑх кӑтартӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ҫинчен Ҫӳлхуҫа ырӑ каланӑ, тенӗ. |
| 30 |
| Анчах Ховав ӑна: пымастӑп; эпӗ хамӑн ҫӗрӗме, хамӑн ҫуралнӑ ҫӗршывӑма каятӑп, тенӗ. |
| 31 |
| Моисей вара каланӑ: ан пӑрахсам пире, мӗншӗн тесессӗн эпир пушхирте епле тапӑрӑн вырӑнаҫса тухнине эсӗ пӗлетӗн, эсӗ пирӗншӗн куҫ пулӑттӑн; |
| 32 |
| пирӗнпе пӗрле пырсассӑн, хамӑра Ҫӳлхуҫа кӑтартас ырӑлӑха эпир сана та кӑтартӑпӑр, тенӗ. |
| 33 |
| Вара вӗсем Ҫӳлхуҫа тӑвӗ патӗнчен виҫӗ кун каймалли ҫула хускалса тухнӑ, ӑҫта чарӑнса тӑмалли вырӑна палӑртса, Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи те виҫӗ кун вӗсен умӗнчен пынӑ. |
| 34 |
| Тапӑртан хускалса тухсассӑн, кӑнтӑрла вӗсен тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ пынӑ. |
| 35 |
| Ҫула тухма саккун арчине ҫӗкленӗ чухне Моисей каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, Санӑн тӑшманусем саланччӑр, Сана курайманнисем Санӑн умӑнтан тарса ҫухалччӑр! тенӗ. |
| 36 |
| Саккун арчи чарӑнса тӑнӑ чухне вӑл: эй Ҫӳлхуҫа, Израилӗн пиншер-пиншер ҫынни патне, вуншар-вуншар пинӗ патне таврӑн! тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/numbers/010.mp3
36
10