|
| 1 |
|
| Мариампа Аарон ӗнтӗ Моисее арӑмӗшӗн, Эфиопи хӗрӗшӗн, ӳпкеленӗ, мӗншӗн тесессӗн Моисей Эфиопи хӗрне качча илнӗ; |
|
| 2 |
|
| вӗсем: Ҫӳлхуҫа пӗр Моисее ҫеҫ каланӑ-им? Вӑл пире те каламан-им? тенӗ. Ҫакна Ҫӳлхуҫа илтнӗ. |
|
| 3 |
|
| Моисей ҫӗр ҫинчи пур ҫынран та йӑвашрах пулнӑ. |
|
| 4 |
|
| Ҫӳлхуҫа сасартӑк Моисее, Аарона тата Мариама: эсир виҫсӗр те пуху чатӑрӗ патне тухӑр, тенӗ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те тухнӑ. |
|
| 5 |
|
| Ҫӳлхуҫа пӗлӗт юпа ӑшӗнче аннӑ та кӗлӗ чатӑрӗ умне тӑнӑ, Вӑл Ааронпа Мариама чӗннӗ, вӗсем иккӗшӗ те тухса тӑнӑ. |
|
| 6 |
|
| Ҫӳлхуҫа каланӑ: Манӑн сӑмахсене итлӗр-ха: сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулсассӑн, Эпӗ ӑна палӑрса курӑнатӑп, унпа тӗлӗкӗнче калаҫатӑп; |
|
| 7 |
|
| Хамӑн Моисей чурампа апла мар, вӑл Манӑн кил-ҫуртӑмра пур тӗлӗшпе те тӗрӗс тӑрать: |
|
| 8 |
|
| Эпӗ унпа куҫа-куҫӑн калаҫатӑп, ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑп, вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑнне курса тӑрать; Манӑн чурама, Моисее, ӳпкелеме мӗнле хӑрамарӑр эсир? тенӗ. |
|
| 9 |
|
| Вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл кайнӑ. |
|
| 10 |
|
| Пӗлӗт те кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен кайнӑ, акӑ Мариама тилҫе юр пек хупласа илнӗ. Аарон ун ҫине пӑхнӑ та, акӑ Мариам тилҫеллӗ ӗнтӗ. |
|
| 11 |
|
| Вара Аарон Моисее каланӑ: эй хуҫамӑм! эпир ӑссӑр хӑтланнине, ҫылӑха кӗнине ҫылӑх вырӑнне ан хурсам; |
|
| 12 |
|
| Мариама вилӗ ҫуралнӑ ача пек пулма ан парсам: вилӗ ҫуралнӑ ачан ӳчӗ амӑшӗ варӗнченех ҫурри ҫӗрсе тухать, тенӗ. |
|
| 13 |
|
| Моисей вара Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эй Турӑҫӑм, чӗртсем ӑна! тенӗ. |
|
| 14 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: хӑйӗн ашшӗ унӑн пичӗ ҫине сурсассӑн, вӑл ҫичӗ кунччен вӑтанса ҫӳремӗччӗ-и? апла ӑна тапӑр тулашне ҫичӗ куна хупса хурӑр, кайран каялла таврӑнӗ, тенӗ. |
|
| 15 |
|
| Тапӑр тулашӗнче Мариам ҫичӗ кун хупӑнса тӑнӑ, Мариам каялла таврӑниччен халӑх ҫула тухман. |
|
|
|
|