БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
| 2 |
| Израиль ывӑлӗсене кала та вӗсенӗн кашни йӑхӗнчен, йӑх тӑрӑх кашни пуҫлӑхран, пӗрер туя ил, пурӗ вуникӗ туя пулӗ, кашнийӗн ятне хӑйӗн туйи ҫине ҫырса хур; |
| 3 |
| Аарон ятне Левий туйи ҫине ҫыр, мӗншӗн тесессӗн [вӗсенӗн] кашни йӑх пуҫлӑхӗнчен пӗрер туя [памалла]; |
| 4 |
| ҫав туясене эсӗ пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ хӑвӑра курӑнакан вырӑна, хур; |
| 5 |
| Эпӗ кама суйласа илӗп, ҫавӑн туйи чечеке ларӗ; Израиль ывӑлӗсем сире ӳпкелесе калакан ӳпкеве Эпӗ ҫапла пусарӑп, тенӗ. |
| 6 |
| Моисей ҫакна Израиль ывӑлӗсене пӗлтернӗ те, вӗсен пуҫлӑхӗсем пурте, кашни пуҫлӑх, ӑна пӗрер туя панӑ, йӑх тӑрӑх вуникӗ туя пухӑннӑ, вӗсем хушшинче Аарон туйи те пулнӑ. |
| 7 |
| Туйисене Моисей Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа умне хунӑ. |
| 8 |
| Тепӗр кунне Моисей [тата Аарон] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ те — акӑ Левий йӑхӗнчен тухнӑ Аарон туйи ешерсе ларать: ҫулҫӑ сарнӑ, ҫеҫке ҫурнӑ, миндаль ҫимӗҫӗ ӳстернӗ. |
| 9 |
| Моисей пур туйине те Ҫӳлхуҫа умӗнчен Израиль ывӑлӗсем патне илсе тухнӑ. Вӗсем ҫакна курнӑ та кашнийӗ хӑйӗн туйине каялла илнӗ. |
| 10 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарон туйине каялла Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне хур, вӑл ҫавӑнта упрантӑр, вӑл пӑхӑнманнисене астутарса тӑракан паллӑ пултӑр, вӗсен Мана ӳпкелесси пӗттӗр, вӗсен вилмелле ан пултӑр, тенӗ. |
| 11 |
| Моисей ҫапла тунӑ: хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек тунӑ та. |
| 12 |
| Израиль ывӑлӗсем Моисее каланӑ: акӑ эпир вилетпӗр, пӗтетпӗр, пурте вилсе пӗтетпӗр! |
| 13 |
| Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне пыракан кирек кам та вилет, эпир пурте вилсе пӗтмӗпӗр-ши? тенӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/numbers/017.mp3
36
17