кам та пулин, тасаскер, пӑру кӗлне пуҫтарса илтӗр те ӑна тапӑр тулашне таса ҫӗре хутӑр, ҫав кӗл Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ валли упрантӑр, вӑл тасатакан шыв тума кирлӗ: ку — ҫылӑх парни;
пӑру кӗлне пуҫтарнӑ ҫын та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ. Ҫак йӗрке Израиль ывӑлӗсемшӗн тата ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакан ҫынсемшӗн ӗмӗрлӗхе пултӑр.
виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать;
кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.
Саккун ҫакӑн пек: чатӑрта ҫын вилес пулсассӑн, кайран чатӑра кам та пулин кӗрес пулсассӑн, ҫавӑ та, чатӑрти пур япала та ҫичӗ кун хушши таса мар пулать;
кам та пулин, тасаскер, иссоп илтӗр те ӑна ҫав шывпа йӗпеттӗр, кайран чатӑра, унти пӗтӗм ҫынна, савӑт-сапана сирпӗтсе тухтӑр, [этем] шӑммине е вӗлернӗ ҫынна, е ахаль вилене, е тупӑка сӗртӗннӗ ҫынна та сирпӗттӗр;
таса этем таса маррине виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне пӗрӗхтӗр, вара ӑна ҫиччӗмӗш кунӗнче тасатса ҫитерӗ; кайран вӑл хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, [ӳтне те] шывпа ҫутӑр, вара каҫ тӗлне таса пулӗ.
Кам та кам таса мар пулсассӑн, вӑл хӑйне тасатмасть пулсассӑн, ҫав ҫынна халӑх хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлентернӗ; ӑна тасатакан шывпа сирпӗтмен, вӑл таса мар.
Ҫак йӑла-йӗрке вӗсене ӗмӗрлӗхе пултӑр. Тасатакан шывпа сирпӗтекенни те хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр; тасатакан шыва тӗкӗннӗ ҫын та каҫчен таса мар пулӗ.