БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Пӗрремӗш уйӑхра Израиль ывӑлӗсем, пӗтӗм халӑх, Син пушхирне ҫитнӗ, халӑх Кадес хулинче чарӑнса тӑнӑ, ҫавӑнта Мариам вилнӗ, ӑна унтах пытарнӑ. |
| 2 |
| Унта халӑх валли шыв пулман, ҫавӑнпа вӗсем Моисейпе Аарона хирӗҫ тӑнӑ; |
| 3 |
| халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: ах, ҫавӑн чухне, тӑванӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа умӗнче вилсе выртнӑ чухне, пирӗн те вилмеллеччӗ! |
| 4 |
| мӗншӗн эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне ҫак пушхире илсе килтӗр, пирӗн тата хамӑр выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫакӑнта пӗтмелле-и? |
| 5 |
| мӗншӗн эсир пире Египетран ертсе тухрӑр, ҫак юрӑхсӑр вырӑна илсе килме-и? кунта акма юрӑхлӑ ҫӗр те ҫук, кунта смоква йывӑҫӗ те, иҫӗм ҫырли те, нар улми те ҫук, ӗҫмелли шывӗ те пулин ҫук! тенӗ. |
| 6 |
| Моисейпе Аарон халӑхран уйӑрӑлнӑ та, пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне пырса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, вара вӗсене Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ. |
| 7 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: |
| 8 |
| туюна тыт та халӑха пух, эсӗ тата Аарон пиччӳ вӗсенӗн куҫӗ умӗнче чул хысакне калӑр, вара чулран шыв тапса тухӗ: ҫапла чулран шыв кӑларса халӑха та, выльӑх-чӗрлӗхе те ӗҫтерӗн, тенӗ. |
| 9 |
| Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей Ҫӳлхуҫа умӗнче туйине тытнӑ. |
| 10 |
| Вара Моисейпе Аарон пӗтӗм халӑха чул хысакӗ патне пухнӑ та, Моисей ҫапла каланӑ: итлӗр, пӑлхавҫӑсем, тен, пирӗн сире валли ҫак чулран шыв кӑларас? |
| 11 |
| Моисей аллине ҫӗкленӗ те туйипе икӗ хутчен чула ҫапнӑ, вара тулӑх шыв юхса тухнӑ, ӑна халӑх та, выльӑх-чӗрлӗх те ӗҫнӗ. |
| 12 |
| Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона каланӑ: эсир Мана ӗненмерӗр, Манӑн сӑваплӑхӑма Израиль ывӑлӗсем умӗнче кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн эсир ку халӑха Эпӗ ӑна паракан ҫӗршыва илсе кӗреймӗр, тенӗ. |
| 13 |
| Ку Мерива шывӗ патӗнче пулса иртнӗ, ҫавӑнта Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫапа хирӗҫнӗ, Вӑл вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑхне кӑтартнӑ. |
| 14 |
| Моисей хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Кадесран, Эдом патши патне элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла [пӗлтерме] хушнӑ: санӑн Израиль тӑвану ҫапла калать: эпир тӳснӗ мӗнпур хӗн-терте эсӗ пӗлетӗн; |
| 15 |
| пирӗн асаттесем Египета куҫса кайнӑччӗ, эпир Египетра нумайччен пурӑнтӑмӑр, Египет ҫыннисем пире, пирӗн аттесене нумай асап кӑтартрӗҫ; |
| 16 |
| вара эпир Ҫӳлхуҫана тархасларӑмӑр, Вӑл пирӗн сассӑмӑра илтрӗ, пирӗн патӑмӑра Ангел ячӗ, пире Египетран илсе тухрӗ; эпир халӗ Кадесра, санӑн ҫӗрӳ чиккинчех ларакан хулара, тӑратпӑр; |
| 17 |
| пире хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ: эпир уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр; патша ҫулӗпе кайӑпӑр, санӑн ҫӗршывунтан тухиччен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр. |
| 18 |
| Анчах Эдом ӑна: манӑн ҫӗрӗм урлӑ ан кай, апла тумасассӑн эпӗ сана хирӗҫ хӗҫпе тухӑп, тенӗ. |
| 19 |
| Израиль ывӑлӗсем ӑна каланӑ: эпир аслӑ ҫулпа кайӑпӑр, эпӗ тата манӑн выльӑх-чӗрлӗх санӑн шывна ӗҫес пулсассӑн, шывшӑн тӳлӗп; эпӗ утса ҫеҫ тухӑп, уншӑн нимӗн те пулас ҫук, тенӗ. |
| 20 |
| Анчах Эдом: [манӑн ҫӗрӗм урлӑ] ан кай, тенӗ. Вара ӑна хирӗҫ Эдом йышлӑ та хӑватлӑ ҫарпа тухнӑ. |
| 21 |
| Ҫапла вара Эдом Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен, ҫавӑнпа Израиль айккинелле пӑрӑнса кайнӑ. |
| 22 |
| Израиль ывӑлӗсем Кадес хулинчен тапранса кайнӑ, пӗтӗм халӑх Ор тӑвӗ патне ҫитсе тухнӑ. |
| 23 |
| Эдом ҫӗрӗн чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: |
| 24 |
| Аарон ӗнтӗ хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлештӗр; Мерива шывӗ патӗнче эсир Эпӗ хушнине итлемерӗр, ҫавӑншӑн вӑл Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре кӗреймӗ; |
| 25 |
| Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата Елеазара, унӑн ывӑлне, илсе, вӗсене [пӗтӗм халӑх умӗнче] Ор тӑвӗ ҫине ертсе кай; |
| 26 |
| Аарон ҫинчен унӑн тумне хывса ил те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтарт, Аарон вара канӑҫтӑр, ҫавӑнта вилтӗр, тенӗ. |
| 27 |
| Моисей вара Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче Ор тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ, |
| 28 |
| Моисей Аарон ҫийӗнчен унӑн тумне хывса илнӗ те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтартнӑ; Аарон ҫавӑнта ту тӑрринче вилнӗ. Моисейпе Елеазар вара ту ҫинчен аннӑ. |
| 29 |
| Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх Аарон вилнине ӑнланса илнӗ, вӑл вилнӗшӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ вӑтӑр кун хурланса йӗнӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/numbers/020.mp3
36
20