БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Кӑнтӑр енче пурӑнакан Ханаан патши Арада, Израиль халӑхӗ Афарим енчен килнине илтсессӗн, израильсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, вӗсен темиҫе ҫыннине тыткӑна илнӗ. |
| 2 |
| Израиль вара, Ҫӳлхуҫана сӑмах парса, ҫапла каланӑ: ҫак халӑха манӑн аллӑма ӳкерсессӗн, эпӗ [ӑна тата] вӗсен хулисене пӗтермелле тупалӑп, тенӗ. |
| 3 |
| Ҫӳлхуҫа Израиль сассине илтнӗ те ханаансене унӑн аллине ӳкернӗ, Израиль вара вӗсене, вӗсен хулисене пӗтермелле тупаланӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Хорма ят панӑ. |
| 4 |
| Эдом ҫӗрӗнчен пӑрӑнас шутпа вӗсем Ор тӑвӗ патӗнчен Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ. Ҫул ҫинче халӑх ӳпкелешме пуҫланӑ, |
| 5 |
| халӑх Турра хирӗҫ, Моисее хирӗҫ калаҫнӑ: мӗншӗн эсир пире Египетран илсе тухрӑр, [пирӗн] пушхирте вилмелли ҫеҫ юлчӗ, кунта ҫӑкӑр та, шыв та ҫук, ку юрӑхсӑр апат пире йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ, тенӗ. |
| 6 |
| Ҫӳлхуҫа вара халӑх ҫине наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем янӑ, вӗсем халӑха сӑхнӑ, ҫавӑн чухне Израиль [ывӑлӗсем] нумайӑшӗ вилнӗ. |
| 7 |
| Халӑх Моисей патне пынӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тата сана хирӗҫ калаҫса, эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр; Ҫӳлхуҫамӑра кӗлтусамччӗ, Вӑл пире ҫӗленрен хӑтаринччӗ, тенӗ. Моисей вара халӑха хӗрхенме тархасласа [Ҫӳлхуҫана] кӗлтунӑ. |
| 8 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [пӑхӑр] ҫӗлен ту та ӑна элем шӑччи ҫине ҫак, [кама та пулин ҫӗлен сӑхас пулсассӑн,] ҫав ҫын пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхӗ те чӗрӗ юлӗ, тенӗ. |
| 9 |
| Моисей вара пӑхӑр ҫӗлен тунӑ та ӑна элем ҫине ҫакнӑ, ҫӗлен сӑхнӑ ҫын, пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхсассӑн, чӗрӗ юлнӑ. |
| 10 |
| Израиль халӑхӗ малалла кайнӑ, Овоф текен вырӑнта чарӑнса тӑнӑ; |
| 11 |
| Овофран тухса кайсассӑн, Ийе-Аварим текен вырӑнта, Моав тӗлӗнче хӗвелтухӑҫ енче выртакан пушхирте чарӑнса тӑнӑ; |
| 12 |
| унтан кайсассӑн, Заред айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ; |
| 13 |
| унтан тапранса тухсассӑн, пушхирте, Моав чикки шутланакан, Моав ҫӗрӗпе аморрей ҫӗрӗ хушшинче юхса выртакан Арнон шывӗ хӗрринче, аморрей ҫӗрӗн тулашӗнче юхакан тӗлте, чарӑнса тӑнӑ. |
| 14 |
| Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапӑҫӑвӗсен кӗнекинче каланӑ та ӗнтӗ: |
| 15 |
| Суф ҫӗрӗнчи Вагеб тата Арнон юпписем, ҫак юхӑмсен тури енӗ, Шебет-Ар патне ҫитсе, Моав чиккипе пырать, тенӗ. |
| 16 |
| Ку тӗлтен вӗсем Беэр текен вырӑна [ҫул тытнӑ]; ҫав пусӑ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее: халӑха пух, Эпӗ вӗсене шыв парӑп, тенӗ. |
| 17 |
| Ҫавӑн чухне Израиль ҫакӑ юрра юрласа янӑ: эй, шывпала тулсамччӗ, пусӑ, юрлӑр, мухтӑр ӑна; |
| 18 |
| пуҫлӑхсем алтнӑччӗ ӑна, халӗ халӑх ҫулпуҫӗсем, саккун паракан хӑйсен туйисемпе чавса кӑларчӗҫ. Пушхиртен Матанна текен вырӑна [ҫул тытнӑ], |
| 19 |
| Матаннӑран Нагалиил текен вырӑна, Нагалиилран Вамоф текен вырӑна, |
| 20 |
| Вамофран Моав ҫӗрӗнчи пушхир еннелле пӑхакан Фасги тӑвӗ тӑрринчи Гай текен вырӑна ҫитнӗ. |
| 21 |
| Израиль вара аморрейсен патши Сигон патне элчӗсем янӑ, [килӗшӳ сӗнсе,] ӑна ҫапла калама хушнӑ: |
| 22 |
| мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ; [эпир ҫулпа кайӑпӑр,] уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр, санӑн ҫӗрӳнтен тухиччен патша ҫулӗпе пырӑпӑр. |
| 23 |
| Анчах та Сигон Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен; вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Израиле хирӗҫ пушхире вӑрҫӑпа тухнӑ, Иааца патне ҫитсе, Израильпе ҫапӑҫнӑ. |
| 24 |
| Израиль ӑна хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ, унӑн Арнонпа Иавок хушшинчи ҫӗрне Аммон чикки патне ҫитичченех ярса илнӗ, Аммон чикки вара ҫирӗп тӑнӑ; |
| 25 |
| Израиль унти мӗнпур хулана туртса илнӗ, Израиль вара аморрейсен пӗтӗм хулинче, Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм хулара пурӑнма пуҫланӑ; |
| 26 |
| Есевон вӑл Сигонӑн, аморрейсен патшийӗн, хули пулнӑ, ҫак патша, унчченхи Моав патшипе ҫапӑҫса, унӑн пӗтӗм ҫӗрне Арнон таранчченех ярса илнӗ пулнӑ. |
| 27 |
| Юптаракансем ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Есевона кайӑр, Сигон хулине юсӑр, тӗреклӗлетӗр. |
| 28 |
| Мӗншӗн тесен Есевонран вут тухнӑ, Сигон хулинчен ҫулӑм тухнӑ, Ар-Моава тата Арнон сӑрчӗсене тытса тӑракансене ҫунтарса янӑ. |
| 29 |
| Хуйхӑ ҫитрӗ сана, Моав! Хамос халӑхӗ, пӗтрӗн эсӗ! Ывӑлусем тарса саланчӗҫ, хӗрӳсем аморрейсен патши Сигон аллине тыткӑна лекрӗҫ. |
| 30 |
| Вӗсене пирӗн ухӑсем тӗп турӗҫ; Есевон Дивон таранчченех пӗтрӗ, эпир вӗсене Медева ҫывӑхӗнчи Нофа патне ҫитичченех аркатса тӑкрӑмӑр. |
| 31 |
| Израиль халӑхӗ вара аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ. |
| 32 |
| Каярахпа Моисей Иазер таврашне пӑхса килме янӑ, вӗсем [ҫав хулана тата] ӑна пӑхӑнса тӑракан ялсене ярса илнӗ, унта пурӑнакан аморрейсене хӑваласа янӑ. |
| 33 |
| Унтан Васан енне пӑрӑнса кайнӑ. Ог, Васан патши, хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле вӗсене хирӗҫ Едреи хули патне вӑрҫӑпа тухнӑ. |
| 34 |
| Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: унран ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна, унӑн пӗтӗм халӑхне, пӗтӗм ҫӗрне санӑн аллуна парӑп, вара эсӗ Есевонра пурӑнакан аморрейсен патшине Сигона мӗн турӑн, кӑна та ҫавӑн пекех тӑвӑн, тенӗ. |
| 35 |
| Вара вӗсем ҫав патшапа унӑн ывӑлӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне пӗр [чӗрӗ] ҫын юлмиччен пӗтерсе тӑкнӑ, кайран унӑн ҫӗрне ярса илнӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/numbers/021.mp3
36
21