|
| 1 |
|
| Валаам Валака каланӑ: ман валли ҫакӑнта ҫичӗ парне вырӑнӗ ту, ман валли ҫакӑнта ҫичӗ пӑрупа ҫичӗ така хатӗрле, тенӗ. |
|
| 2 |
|
| Валак Валаам каланӑ пек тунӑ, Валакпа Валаам вара кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ. |
|
| 3 |
|
| Валаам унтан Валака каланӑ: эсӗ хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнӳ патӗнче тӑр, эпӗ каям; тен, Турӑ мана хирӗҫ тухӗ, Вӑл мана мӗн уҫса панине кайран сана пӗлтерӗп, тенӗ. Вара [Валак хӑйӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче юлнӑ, Валаам Турӑран ыйтса пӗлме] тӳпем вырӑна кайнӑ. |
|
| 4 |
|
| Турӑ Валаампа тӗл пулнӑ, Ӑна [Валаам] каланӑ: эпӗ ҫичӗ парне вырӑнӗ турӑм, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳтӗм, тенӗ. |
|
| 5 |
|
| Ҫӳлхуҫа Валаам чӗлхи-ҫӑварне Хӑйӗн сӑмахне калаттармалла тунӑ та ӑна: Валак патне таврӑн та ҫапла кала, тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Валаам каялла таврӑннӑ — акӑ Валак хӑйӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче тӑрать, Моав пуҫлӑхӗсем те пурте унпа пӗрле тӑраҫҫӗ. [Валаам ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ.] |
|
| 7 |
|
| Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валак — Моав патши — мана Месопотамирен, тухӑҫри тусем патӗнчен, чӗнсе илчӗ: «килсемччӗ, Иакова ылхансамччӗ, килсемччӗ, Израиль ҫине инкек-синкек ярсамччӗ!» терӗ. |
|
| 8 |
|
| Манӑн мӗнле ылханас? Турӑ ӑна ылханмасть. Мӗнле инкек-синкек ярас? Ҫӳлхуҫа [ун ҫине] инкек-синкек ямасть. |
|
| 9 |
|
| Эпӗ Израиле ту тӑрринчен куратӑп, ун ҫине сӑрт ҫинчен пӑхатӑп: ку халӑх авӑ уйрӑм пурӑнать, ытти халӑхсем хушшинче шутланмасть вӑл. |
|
| 10 |
|
| Хӑйӑр евӗр йышлӑ Иаков йӑхне, Израилӗн тӑваттӑмӗш пайне кам шутласа тухайӗ? Манӑн чунӑм тӳрӗ ҫынсен вилӗмӗпе вилтӗр, манӑн вилӗм вӗсенни пек пултӑр! |
|
| 11 |
|
| Валак ӗнтӗ Валаама: эсӗ мана мӗн кӑтартатӑн? эпӗ сана хамӑн тӑшманӑмсене ылханма илсе килтӗм, эсӗ вара вӗсене пиллетӗн-и? тенӗ. |
|
| 12 |
|
| Валаам хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа хама мӗн калаттарнине тӗп-тӗрӗс каламалла мар-им манӑн? тенӗ. |
|
| 13 |
|
| Валак ӑна каланӑ: манпа пӗрле тепӗр вырӑна пыр-ха, вӑл халӑха ҫавӑнтан кур-ха эсӗ, анчах ӑна йӑлтах кураймӑн, унӑн пӗр пайне ҫеҫ курӑн; ҫав вырӑнтан ылхан ӑна, тенӗ. |
|
| 14 |
|
| Вара ӑна хурал тӑракан вырӑна, Фасги тӑвӗ тӑррине, илсе кайнӑ, унта Валак ҫичӗ парне вырӑнӗ тунӑ, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ. |
|
| 15 |
|
| [Валаам] Валака каланӑ: эсӗ хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнӳ патӗнче тӑр, эпӗ [Турӑпа] тӗл пулма [каям], тенӗ. |
|
| 16 |
|
| Ҫӳлхуҫа Валаампа тӗл пулнӑ, Валаам чӗлхи-ҫӑварне Хӑйӗн сӑмахне калаттармалла тунӑ: Валак патне таврӑн та ҫапла кала, тенӗ. |
|
| 17 |
|
| Валаам каялла таврӑннӑ — акӑ Валак пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парни патӗнче тӑрать, Моав пуҫлӑхӗсем [пурте] унпа пӗрле тӑраҫҫӗ. Валак ҫапла ыйтнӑ: Ҫӳлхуҫа мӗн терӗ? тенӗ. |
|
| 18 |
|
| Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валак, тӑр та итле, Сепфор ывӑлӗ, тӑнла мана. |
|
| 19 |
|
| Суймашкӑн Турӑ этем мар, улшӑнмашкӑн этем ывӑлӗ те мар. Каланине тумасть-им Вӑл? калать те тумасть-и? |
|
| 20 |
|
| Вӑл пиллет те, эпӗ те пиллеме пуҫларӑм, эпӗ ҫакна урӑхла тӑваймастӑп. |
|
| 21 |
|
| Иакова типшар тивесси курӑнмасть, Израиле инкек-синкек ҫитесси сисӗнмест; Ҫӳлхуҫа, унӑн Турри, унпа пӗрле, патша труписен сасси те унӑнах; |
|
| 22 |
|
| Турӑ вӗсене Египетран илсе тухрӗ, вӗсем кайӑк вӑкӑр пек вичкӗн те хӑватлӑ; |
|
| 23 |
|
| Иаков ӑрӑмпа аппаланмасть, Израиль тухатламасть. Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн калӗҫ-ха Иаковпа Израиль ҫинчен: Турӑ акӑ мӗн тӑвать! тейӗҫ. |
|
| 24 |
|
| Акӑ халӑх арӑслан ами пек ура ҫине тӑрать, арӑслан аҫи пек ҫӗкленет; хӑйӗн тупӑшне ҫисе ямасӑр, вӗлернисен юнне ӗҫсе тӑранмасӑр выртас ҫук вӑл. |
|
| 25 |
|
| Валак вара Валаама: эсӗ ӑна ылханма та ан ылхан, пиллеме те ан пилле, тенӗ. |
|
| 26 |
|
| Валаам Валака хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана мӗн калать, эпӗ пӗтӗмпех ҫавна тӑватӑп темерӗм-им эпӗ сана? тенӗ. |
|
| 27 |
|
| Валак ӗнтӗ Валаама каланӑ: эпӗ сана тата тепӗр вырӑна илсе каям; тен, Турӑ хирӗҫ пулмӗ, эсӗ вара ку халӑха ҫав тӗлтен ылханӑн, тенӗ. |
|
| 28 |
|
| Валак вара Валаама пушхирелле пӑхакан Фегор тӑррине илсе кайнӑ. |
|
| 29 |
|
| Валаам Валака каланӑ: ман валли ҫакӑнта ҫичӗ парне вырӑнӗ ту, ман валли ҫакӑнта ҫичӗ пӑрупа ҫичӗ така хатӗрле, тенӗ. |
|
| 30 |
|
| Валак вара Валаам каланӑ пек тунӑ, кашни парне вырӑнӗ ҫине пӗрер пӑрупа пӗрер така парне кӳнӗ. |
|
|
|
|