|
| 1 |
|
| Пуху чатӑрне кӗмелли тӗле, Моисейпе Елеазар священник умне, пуҫлӑхсем умне, пӗтӗм халӑх умне Салпаад хӗрӗсем пырса тӑнӑ. Салпаад вӑл Иосиф йӑхӗнчен, Манассия ӑрӑвӗнчен тухнӑ: унӑн ашшӗ Хефер пулнӑ, Хефер ашшӗ — Галаад, Галаад ашшӗ — Махир, Махир ашшӗ — Манассия, Манассия ашшӗ Иосиф пулнӑ; Салпаад хӗрӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца; вӗсем каланӑ: |
|
| 2 |
|
|
|
| 3 |
|
| пирӗн атте пушхирте вилсе юлчӗ, вӑл Корей эшкерӗпе пӗрле Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ каварҫӑсемпе ҫыхланман, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилнӗ, пирӗн аттен ывӑл пулман; |
|
| 4 |
|
| унӑн ывӑл ҫуккишӗн халӗ пирӗн аттен ячӗ хӑй ӑрӑвӗнчен тухса ӳкмелле-им? пире атте тӑванӗсем хушшинче еткер ҫӗр пар, тенӗ. |
|
| 5 |
|
| Моисей ку ӗҫе татса пама Ҫӳлхуҫаран ыйтнӑ. |
|
| 6 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: |
|
| 7 |
|
| Салпаад хӗрӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ; вӗсене ашшӗ тӑванӗсем хушшинче еткерлӗх уйӑрса пар, вӗсене ашшӗн еткер ҫӗрне пар, тенӗ; |
|
| 8 |
|
| Израиль ывӑлӗсене те пӗлтер, кала: ывӑлсӑр ҫын вилсессӗн, унӑн еткер ҫӗрне унӑн хӗрне парӑр; |
|
| 9 |
|
| ҫав ҫыннӑн хӗрӗ те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; |
|
| 10 |
|
| унӑн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; |
|
| 11 |
|
| ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне хӑйӗн ӑрӑвӗнчи ҫывӑх тӑванне еткерлӗхе парӑр; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушни Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫирӗп йӗрке пултӑр, тенӗ. |
|
| 12 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Иордан шывӗ ку енчи] ҫакӑ Аварим тӑвӗ ҫине, [ҫакӑ Нево тӑвӗ ҫине,] хӑпар та Эпӗ Израиль халӑхне [еткерлӗхе] паракан [Ханаан] ҫӗрӗ ҫине пӑх; |
|
| 13 |
|
| ун ҫине пӑхса илсессӗн, Аарон пиччӳ [Ор тӑвӗ ҫинче] канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те халӑхупа пӗрлеш, |
|
| 14 |
|
| мӗншӗн тесессӗн Син пушхирӗнче халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра эсир Мана итлемерӗр, итленӗ пулсассӑн шыв хӗрринче пӗтӗм халӑха Манӑн сӑваплӑхӑм курӑнатчӗ. [Ку вӑл Син пушхирӗнчи Кадес ҫывӑхӗнчи Мерива шывӗ пулнӑ.] |
|
| 15 |
|
| Моисей вара Ҫӳлхуҫана ҫапла тесе каланӑ: |
|
| 16 |
|
| Ҫӳлхуҫа, кашни ӳтри чӗм Турри, ҫак халӑха ҫын суйласа патӑрччӗ, |
|
| 17 |
|
| ҫав ҫын халӑх умӗнче ҫӳрекенӗ, ӑна ҫул кӑтартаканӗ, ертсе каяканӗ, ертсе килекенӗ пултӑр, Ҫӳлхуҫа халӑхӗ кӗтӳҫӗсӗр тӑрса юлнӑ сурӑхсем пек ан пултӑр, тенӗ. |
|
| 18 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур, |
|
| 19 |
|
| унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар, |
|
| 20 |
|
| Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар; |
|
| 21 |
|
| вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ. |
|
| 22 |
|
| Моисей вара хӑйне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хушнӑ пек тунӑ, Иисуса Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратнӑ та, |
|
| 23 |
|
| икӗ аллине унӑн пуҫӗ ҫине хурса, Ҫӳлхуҫа хӑйне каланӑ пек, ӑс панӑ. |
|
|
|
|