|
| 1 |
|
| Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче |
|
| 2 |
|
| ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ; |
|
| 3 |
|
| вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет; |
|
| 4 |
|
| Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ. |
|
| 5 |
|
| Моисей вара, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсене ҫапла тума хушнӑ: Иосиф ывӑлӗсен йӑхӗ тӗрӗс калать. |
|
| 6 |
|
| Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла, |
|
| 7 |
|
| Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; |
|
| 8 |
|
| Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ; |
|
| 9 |
|
| еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Салпаад хӗрӗсем ҫапла тунӑ та. |
|
| 11 |
|
| Салпаад хӗрӗсем Махла, Фирца, Хогла, Милка тата Ноа хӑйсен ашшӗ тӑванӗсен ывӑлӗсене качча тухнӑ; |
|
| 12 |
|
| вӗсем Иосиф ывӑлӗ Манассия ӑрӑвӗн ывӑлӗсене качча тухнӑ, вара вӗсен еткер ҫӗрӗ ашшӗ йӑхӗнчех юлнӑ. |
|
| 13 |
|
| Моав тӳремлӗхӗнче, Иордан хӗрринче, Иерихон тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсене Моисей урлӑ ҫакӑн пек ӳкӗтсемпе йӗркесем панӑ та ӗнтӗ. |
|
|
|
|