БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Хӑйӗн вуникӗ вӗренекенне ҫапла ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн Иисус ҫавӑнтан вӗсенӗн хулисенче вӗрентсе ҫӳреме тухса кайнӑ. |
| 2 |
| Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чухне Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне Унран: |
| 3 |
| «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ. |
| 4 |
| Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: |
| 5 |
| суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр; |
| 6 |
| Ман тӗлӗшӗмрен улталанман ҫын телейлӗ, тенӗ. |
| 7 |
| Вӗсем кайсассӑн Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑш курма-и? |
| 8 |
| Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Ҫемҫе тумтир тӑхӑнакансем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ. |
| 9 |
| Апла мӗн курма кайрӑр-ха? пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. |
| 10 |
| Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ. |
| 11 |
| Чӑн калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран асли пулман, анчах Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни те унран аслӑ. |
| 12 |
| Шыва кӗртекен Иоанн кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха вӑйпа илесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, питех те тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ. |
| 13 |
| Пур пророк та, саккун та малашне мӗн пулассине Иоанн киличченех пӗлтерсе тӑнӑ. |
| 14 |
| Пӗлес тетӗр пулсассӑн, вӑл — килес Илия. |
| 15 |
| Илтме хӑлха пурри — илттӗр. |
| 16 |
| Кампа танлаштарам ҫак ӑрӑва? Вӑл — урамра ларакан, хӑйсен юлташӗсене |
| 17 |
| «эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр; эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ. |
| 18 |
| Акӑ Иоанн килчӗ — ӗҫмест те, ҫимест те; «унӑн ӑшӗнче усал» теҫҫӗ. |
| 19 |
| Этем Ывӑлӗ килчӗ — ӗҫет те, ҫиет те; «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» теҫҫӗ. Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ, тенӗ. |
| 20 |
| Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ: |
| 21 |
| хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; |
| 22 |
| калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. |
| 23 |
| Эсӗ те, Капернаум, хӑвна тӳпене ҫитиех ҫӗклӗҫ тетӗн-им? Ҫук, эсӗ тамӑка ҫитиех анса кайӑн. Сана кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ; |
| 24 |
| калатӑп сире: сут кунӗ Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ. |
| 25 |
| Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: эй Аттем, тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи, Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн, ӑна пӗчӗк ачасене уҫса панӑшӑн Сана мухтатӑп! |
| 26 |
| Эй Аттем! Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ. |
| 27 |
| Аттем пурне те Мана панӑ, Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест; Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет. |
| 28 |
| Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; |
| 29 |
| Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; |
| 30 |
| Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/matthew/011.mp3
28
11