БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр шӑматкун Иисус тырӑ пуссипе иртсе пынӑ; Унӑн вӗренекенӗсенӗн ҫиесси килнӗ те вӗсем пучах тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫие пуҫланӑ. |
| 2 |
| Фарисейсем ҫакна курнӑ та каланӑ Ӑна: акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ. |
| 3 |
| Вӑл вара вӗсене ҫапла каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те выҫӑпа аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир? |
| 4 |
| Епле вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе парне ҫӑкӑрӗсене ҫинӗ: ҫав ҫӑкӑрсене унӑн та, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсен те ҫиме юраман-ҫке, вӗсене священниксем ҫеҫ ҫиме пултарнӑ. |
| 5 |
| Тата эсир саккунра: шӑматкунсенче священниксем Турӑ Ҫуртӗнче шӑматкун тума хушманнине тӑваҫҫӗ, ҫапах та вӗсем айӑплӑ мар тенине вуламан-им? |
| 6 |
| Анчах сире ҫакна калатӑп: кунта Турӑ Ҫуртӗнчен те Асли пур. |
| 7 |
| Эхер те эсир: «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине пӗлнӗ пулсассӑн, айӑпсӑррисене айӑпламӑттӑр: |
| 8 |
| Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи те, тенӗ. |
| 9 |
| Унтан кайсассӑн Вӑл вӗсенӗн синагогине пынӑ. |
| 10 |
| Унта хӑрнӑ алӑллӑ пӗр ҫын пулнӑ. Иисуса айӑпласшӑн Унран ҫапла ыйтнӑ: шӑматкун чиртен сыватма юрать-и? тенӗ. |
| 11 |
| Вӑл каланӑ вӗсене: хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑматкун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ? |
| 12 |
| Этем сурӑхран хаклӑрах мар-и? Эппин, шӑматкун ырӑ ӗҫ тума юрать, тенӗ. |
| 13 |
| Унтан ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тет; лешӗ тӑснӑ та — алли вара тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ. |
| 14 |
| Фарисейсем ӗнтӗ синагогӑран тухсанах Ӑна епле пӗтерес пирки канаш тунӑ; ҫакна пӗлсессӗн Иисус унтан кайнӑ. |
| 15 |
| Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Вӑл вӗсене пурне те сыватнӑ, |
| 16 |
| анчах вӗсене Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман. |
| 17 |
| Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: |
| 18 |
| «Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; |
| 19 |
| Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; |
| 20 |
| тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; |
| 21 |
| халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ. |
| 22 |
| Ҫавӑн чухне Ун патне усал ернӗ суккӑр, чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ; Вӑл ӑна сыватнӑ: суккӑр, чӗлхесӗр ҫын калаҫакан та, куракан та пулнӑ. |
| 23 |
| Пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе тӑнӑ: Давид Ывӑлӗ Христос мар-ши Вӑл? тенӗ. |
| 24 |
| Ҫакна илтсен фарисейсем каланӑ: усалсене Вӑл урӑх нимӗнле те мар, усалсен пуҫлӑхӗн веельзевулӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ. |
| 25 |
| Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус каланӑ вӗсене: кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, пушхир пулса тӑрать; кирек мӗнле хула та е кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть. |
| 26 |
| Эхер те шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, апла вӑл хӑйӗнчен хӑй уйӑрӑлни пулать: ӗнтӗ унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? |
| 27 |
| Эпӗ усалсене веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, сирӗн ывӑлӑрсем, эппин, кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ вӗсене? Ҫавӑнпа вӗсемех сире айӑплакансем пулӗҫ. |
| 28 |
| Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ. |
| 29 |
| Е тата вӑйламас ҫынна малтан хӑйне ҫыхса пӑрахмасӑр кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ? ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратса тухӗ. |
| 30 |
| Кам Манпа пӗрле мар, ҫавӑ Мана хирӗҫ; кам Манпа пӗрле пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет. |
| 31 |
| Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, вӗсем кирек мӗнле хурлани те каҫарӑнӗ; Таса Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ; |
| 32 |
| Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хирӗҫ калакана ку тӗнчере те, леш тӗнчере те каҫармӗҫ. |
| 33 |
| Йывӑҫне аван тесен, унӑн ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тесен, унӑн ҫимӗҫне те начар тейӗр: йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. |
| 34 |
| Эй ҫӗлен ҫурисем! эсир, усалскерсем, мӗнле ырри калама пултарӑр? Чӗлхе-ҫӑвар вӑл кӑмӑл тулли пулнӑран калаҫать. |
| 35 |
| Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ырри нумайран ыррине кӑларать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усалли нумайран усаллине кӑларать. |
| 36 |
| Ҫавӑнпа калатӑп та сире: ҫынсен вырӑнсӑр каланӑ кашни сӑмахӗшӗн сут кунӗнче явап тытмалла пулӗ: |
| 37 |
| сӑмахна пула тӳрре тухӑн, сӑмахна пула айӑпа юлӑн, тенӗ. |
| 38 |
| Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем каланӑ: Вӗрентекен! эпир Санран хӑват курасшӑн, тенӗ. |
| 39 |
| Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: усал та аскӑн ӑру хӑват шырать; Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑх хӑват пулмӗ; |
| 40 |
| Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ. |
| 41 |
| Сут Кунӗнче Ниневи ҫыннисем тӑрӗҫ те ҫак ӑрӑва айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ; кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур. |
| 42 |
| Сут Кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑрӑва айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур. |
| 43 |
| Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет те — тупаймасть; |
| 44 |
| вара вӑл: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет. Таврӑнсассӑн ҫурчӗ пушӑ, таса, тирпейлӗ тӑнине курать. |
| 45 |
| Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ, тенӗ. |
| 46 |
| Вӑл халӑха ҫапла каланӑ хушӑра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем тулта Унпа калаҫасшӑн кӗтсе тӑнӑ. |
| 47 |
| Пӗр ҫын каланӑ Ӑна: акӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ. |
| 48 |
| Ҫапла калакана хуравласа Вӑл: кам Манӑн аннем? камсем Манӑн тӑванӑмсем? тенӗ. |
| 49 |
| Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе кӑтартса каланӑ: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем: |
| 50 |
| кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/matthew/012.mp3
28
12