БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫав вӑхӑтра Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус ҫинчен сарӑлнӑ сӑмаха илтнӗ те |
| 2 |
| хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн ку; вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑватсем тӑвать, тенӗ. |
| 3 |
| Ирод хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмне Иродиадӑна пула Иоана тӗрмене тытса хуптарнӑ пулнӑ, |
| 4 |
| мӗншӗн тесессӗн Иоанн ӑна: «сана унпа пурӑнма юрамасть» тенӗ. |
| 5 |
| Ирод ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ: халӑх Иоана пророк тесе хисепленӗ. |
| 6 |
| Акӑ Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиада хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа унӑн кӑмӑлне ҫавӑрнӑ; |
| 7 |
| ҫавӑнпа вӑл ӑна, лешӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та, ҫавна тупа тусах пама пулнӑ. |
| 8 |
| Хӗрӗ вара амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: мана Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне халех тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар, тенӗ. |
| 9 |
| Патша салхуланнӑ; анчах тупа тунӑран тата хӑнисене те пула ӑна мӗн ыйтнине пама хушнӑ, |
| 10 |
| вара Иоанн пуҫне кастарма тӗрмене ҫын янӑ. |
| 11 |
| Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе илсе пырса хӗре панӑ; лешӗ ӑна амӑшне леҫсе панӑ. |
| 12 |
| Иоанн вӗренекенӗсем ҫитнӗ те унӑн ӳтне илсе кайса пытарнӑ; кайран вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса пӗлтернӗ. |
| 13 |
| Ҫакна илтсессӗн Иисус кимӗ ҫине ларнӑ та ҫав вырӑнтан пӗчченех ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ; ҫакӑн ҫинчен илтнӗ халӑх вара, хулисенчен тухса, Ун хыҫҫӑн ҫуран утнӑ. |
| 14 |
| Ҫитсессӗн, Иисус темӗн чухлӗ халӑх тӑнине курнӑ; Вӑл, вӗсене хӗрхенсе, чирлӗ ҫыннисене сыватнӑ. |
| 15 |
| Каҫ пулсассӑн вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ, халӑха яр — вӗсем, ялсене кайса, хӑйсем валли ҫимелли туянччӑр, тенӗ. |
| 16 |
| Иисус вӗсене каланӑ: вӗсен кайма кирлӗ мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ. |
| 17 |
| Лешӗсем Ӑна калаҫҫӗ: пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ ҫеҫ, теҫҫӗ. |
| 18 |
| Вӑл: ҫавна кунта Ман патӑма илсе килӗр-ха, тенӗ. |
| 19 |
| Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ: вара пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса тав тунӑ та, пиллесе, ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе панӑ. |
| 20 |
| Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ туллиех пухнӑ; |
| 21 |
| ҫиекенӗсем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ. |
| 22 |
| Иисус ҫакӑн хыҫҫӑнах вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑй халӑха киле янӑ хушӑра Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ. |
| 23 |
| Халӑха киле ярсассӑн, Вӑл пӗччен кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ; ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ. |
| 24 |
| Кимӗ ӗнтӗ тинӗс варрине ҫитнӗ пулнӑ, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен ӑна хумсем силленӗ. |
| 25 |
| Ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал вӑхӑтӗнче вара Иисус тинӗс ҫийӗн вӗренекенӗсем патне утса пынӑ. |
| 26 |
| Вӗренекенӗсем Вӑл шыв ҫийӗн утса пынине курсассӑн шикленсе ӳкнӗ: мӗлке ку, тенӗ; хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ. |
| 27 |
| Иисус вӗсене ҫавӑнтах сасӑ парса каланӑ: лӑпланӑр, ку — Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ. |
| 28 |
| Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! ку Эсех пулсассӑн, мана Хӑвӑн патна шыв ҫийӗн пыма хуш, тенӗ. |
| 29 |
| Иисус ӑна: кил, тенӗ. Петр вара, кимӗ ҫинчен анса, шыв ҫийӗн Иисус патнелле утнӑ; |
| 30 |
| анчах та ҫил вӑйлине курса хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ, вара: Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӑлсам мана! тесе кӑшкӑрса янӑ. |
| 31 |
| Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ та: эй сахал ӗненекен! мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн? тенӗ. |
| 32 |
| Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ. |
| 33 |
| Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса пуҫҫапса каланӑ: Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ. |
| 34 |
| Тепӗр енне каҫсассӑн, вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ. |
| 35 |
| Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана пур ҫӗре те хыпар янӑ, ӗнтӗ Ун патне пӗтӗм чирлӗ ҫынна илсе пынӑ, |
| 36 |
| вӗсем Ӑна: тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем, тесе йӑлӑннӑ; сӗртӗнекеннисем сывалнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/matthew/014.mp3
28
14