БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: |
| 2 |
| Моисей вырӑнне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ларнӑ; |
| 3 |
| ҫавӑнпа вӗсем мӗн каланине итлӗр, мӗн хушнине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрӑр; анчах та вӗсем пек ан тӑвӑр: вӗсем каласса калаҫҫӗ, хӑйсем тумаҫҫӗ. |
| 4 |
| Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар; |
| 5 |
| вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ; |
| 6 |
| ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, |
| 7 |
| халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ. |
| 8 |
| Сире вара «вӗрентекен» тесе ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентекенӗр пӗртен-пӗрре — Христос, эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр; |
| 9 |
| ҫӗр ҫинче никама та «атте» тесе те ан калӑр: сирӗн Аҫӑр пӗртен-пӗрре, Вӑл — тӳпере; |
| 10 |
| сире «вӗрентӳҫӗ» тесе те ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентӳҫӗр — пӗртен-пӗр Христос. |
| 11 |
| Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр: |
| 12 |
| хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ. |
| 13 |
| Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес теекенсене те чаратӑр. |
| 14 |
| Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр, ҫав хушӑрах хӑвӑр икӗпитленсе нумайччен кӗлтӑватӑр: ҫавӑншӑн эсир пысӑк айӑпа юлатӑр. |
| 15 |
| Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи тӑватӑр. |
| 16 |
| Эй суккӑр ертӳҫӗсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир ҫапла калатӑр: «Турӑ Ҫурчӗпе тупа туни — нимех те мар; Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине пурӑнӑҫламалла» тетӗр. |
| 17 |
| Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: ылтӑн-и е ылтӑна тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Турӑ Ҫурчӗ-и? |
| 18 |
| Тата ҫапла калатӑр: «парне вырӑнӗпе тупа туни — нимех те мар; ун ҫинчи парнепе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине пурӑнӑҫламалла» тетӗр. |
| 19 |
| Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: парне-и е парнене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен вырӑн-и? |
| 20 |
| Ҫапла ӗнтӗ, парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинче мӗн пуррипе те тупа тӑвать; |
| 21 |
| Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать; тӳпепе тупа тӑвакан Туррӑн аслӑ пуканӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать. |
| 22 |
| 23 |
| Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗтнӗкрен, энӗҫрен, калемпӗртен вуннӑмӗш пайне паратӑр, саккунри чи кирлине — тӳрӗ сут тӑвассине, хӗрхенессине, шанчӑклӑ пулассине — мантӑр; ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ. |
| 24 |
| Эй суккӑр ҫулпуҫсем, эсир вӑрӑмтунана сӗрсе хӑваратӑр, тӗвене ҫӑтса яратӑр! |
| 25 |
| Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, ӑшне вара вӑрласа тунипе, улталаса илнипе тултаратӑр. |
| 26 |
| Эй суккӑр фарисей! чашӑк-тирӗкӗн тулашӗ те таса пултӑр тесен, малтан ӑшне тасат. |
| 27 |
| Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир сӑрланӑ тупӑксем евӗрлӗ: вӗсем тулашӗнчен илемлӗн курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара туп-тулли вилнӗ ҫын шӑмми те тӗрлӗ ирсӗр япала; |
| 28 |
| эсир те ҫавнашкал: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр-чиккӗр вара ултавпа та йӗркесӗр ӗҫпе тулса ларнӑ. |
| 29 |
| Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, сӑваплӑ ҫынсен палӑкӗсене илемлететӗр, |
| 30 |
| тата ҫапла калатӑр: «эпир аттемӗрсен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсем пророксенӗн юнне тӑкнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр» тетӗр; |
| 31 |
| ҫапла эсир хӑвӑра хирӗҫ хӑвӑрах кӳнтелетӗр — хӑвӑр пророксене вӗлерекенсенӗн ачисем иккенне пӗлтеретӗр; |
| 32 |
| аҫӑрсен виҫине тултарӑр ӗнтӗ. |
| 33 |
| Эй ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! хӑвӑра тамӑк вутне кӗме сут тӑвасран епле хӑтӑлӑр эсир? |
| 34 |
| Ҫавӑнпа акӑ Эпӗ сирӗн патӑра пророксем, ӑсчахсем, кӗнекеҫӗсем яратӑп; эсир ӗнтӗ вӗсене хӑшне вӗлеретӗр, хӑшне хӗрес ҫумне пӑталатӑр, хӑшне хӑвӑр синагогӑрсенче хӗнесе-ватса пӗтеретӗр, хуларан хулана хӑвалатӑр; |
| 35 |
| сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пӗтӗм юнӗ — таса Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах — ҫиттӗр сире. |
| 36 |
| Чӑн калатӑп сире: ҫавӑ пурте ҫак ӑрӑва ҫитӗ. |
| 37 |
| Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! |
| 38 |
| Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. |
| 39 |
| Калатӑп сире: хӑвӑр: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе кӑшкӑрас кун ҫитиччен текех Мана кураймӑр, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/matthew/023.mp3
28
23