БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: |
| 2 |
| эсир икӗ кунран Пасха пуласса пӗлетӗр; ӗнтӗ Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ, тенӗ. |
| 3 |
| Ҫавӑн чухне Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑнса |
| 4 |
| Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар тунӑ; |
| 5 |
| вӗсем: анчах ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар — халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ. |
| 6 |
| Иисус Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче пулнӑ чухне |
| 7 |
| Ун патне пӗр хӗрарӑм алавастӑр савӑтпа хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ та ӑна кӗрекере ларакан Иисус пуҫӗ ҫине юхтарнӑ. |
| 8 |
| Ҫакна курсассӑн вӗренекенӗсем ҫилленсе каланӑ: мӗне кирлӗччӗ кунашкал тӑккаланни? |
| 9 |
| Ку мирӑна пысӑк хакпа сутса, укҫине кӗлмӗҫсене пама пулатчӗ, тенӗ. |
| 10 |
| Иисус ҫакна асӑрхасассӑн каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ: |
| 11 |
| кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук; |
| 12 |
| ҫак мирӑна Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, вӑл Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ; |
| 13 |
| чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсе ҫӳресессӗн те, унта ку хӗрарӑма та асӑнӗҫ, вӑл мӗн тунине каласа кӑтартӗҫ, тенӗ. |
| 14 |
| Ҫавӑн чухне вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ та |
| 15 |
| каланӑ: Ӑна сире тытса парсассӑн эсир мана мӗн парӑр? тенӗ. Лешӗсем ӑна вӑтӑр кӗмӗл укҫа пама пулнӑ; |
| 16 |
| ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ самант шыранӑ. |
| 17 |
| Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та: Ху валли ӑҫта Пасха хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ. |
| 18 |
| Вӑл каланӑ: хулана пӗр ҫын патне кайӑр та калӑр ӑна: «Вӗрентекен ҫапла калать: Манӑн вӑхӑтӑм ҫывӑхарчӗ, Эпӗ сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе Пасха тӑвас тетӗп» тет, тейӗр. |
| 19 |
| Вӗренекенӗсем, Иисус хушнӑ пек туса, Пасха хатӗрлесе хунӑ. |
| 20 |
| Каҫ пулсассӑн, Вӑл вуникӗ вӗренекенӗпе пӗрле ҫиме ларнӑ; |
| 21 |
| апат ҫинӗ чухне Иисус каланӑ: чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ, тенӗ. |
| 22 |
| Вӗренекенӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ те кашниех Унран: эпӗ мар-и, Ҫӳлхуҫамӑр? тесе ыйта пуҫланӑ. |
| 23 |
| Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: аллине Манпа пӗрле тирӗке чикекенех Мана сутӗ; |
| 24 |
| Этем Ывӑлӗ пырасса Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пекех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ӑна ҫуралнинчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ. |
| 25 |
| Ӑна тытса паракан Иуда та ҫавӑн чухне: эпӗ мар-и, Равви?? тенӗ. Иисус ӑна: хӑвах каларӑн, тет. |
| 26 |
| Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ. |
| 27 |
| Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан: |
| 28 |
| ку — Манӑн Юнӑм, Ҫӗнӗ Халал Юнӗ, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм. |
| 29 |
| Калатӑп сире: паянтан вара ҫак иҫӗм ҫырли эрехне Аттем Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунччен ӗҫмӗп, тенӗ. |
| 30 |
| Вара мухтав юрри юрланӑ хыҫҫӑн вӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. |
| 31 |
| Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ; |
| 32 |
| чӗрӗлсе тӑрсассӑн вара Эпӗ Галилейӑна сирӗнтен маларах ҫитӗп. |
| 33 |
| Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан тӗлӗшрен пурте улталансан та, эпӗ нихӑҫан та улталанмӑп, тенӗ. |
| 34 |
| Иисус каланӑ ӑна: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ. |
| 35 |
| Петр Ӑна ҫапла калать: Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та, эпӗ Санран тунассӑм ҫук, тет. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ. |
| 36 |
| Унтан вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус Гефсимани теекен вырӑна ҫитет те калать вӗсене: Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтӑвам-ха, эсир унччен ҫакӑнта ларӑр, тет. |
| 37 |
| Вара Петра тата Зеведейӑн икӗ ывӑлне Хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ та унта тӗмсӗлсе, тертленсе хуйхӑра пуҫланӑ. |
| 38 |
| Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет. |
| 39 |
| Унтан кӑшт аяккарах пӑрӑннӑ та ӳпне ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: эй Аттем! юрать пулсассӑн, ҫак курка Манран иртинччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр, тенӗ. |
| 40 |
| Унтан Вӑл вӗренекенӗсем патне пырать те вӗсем ҫывӑрнине курать, вара Петра ҫапла калать: ӗнтӗ эсир Манпа пӗрле пӗр сехет те ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? |
| 41 |
| Ан ҫывӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет. |
| 42 |
| Унтан тата тепӗр хут пӑрӑннӑ та ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Аттем! Манӑн ҫак куркана ӗҫмеллех пулсан, унсӑр вӑл Манран иртсе каймасть пулсан, Санӑн ирӗкӳ пултӑр, тенӗ. |
| 43 |
| Вӗренекенӗсем патне пырсассӑн Вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнине курать: лешӗсене ӗнтӗ ыйхӑ пусса ҫитернӗ. |
| 44 |
| Вӑл вӗсене хӑварса каллех аяккалла пӑрӑннӑ та ҫав сӑмахах каласа виҫҫӗмӗш хут кӗлтунӑ. |
| 45 |
| Унтан вӗренекенӗсем патне пырать те калать вӗсене: эсир халӗ те ҫаплах ҫывӑратӑр, канатӑр; акӑ вӑхӑт ҫитрӗ, Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ; |
| 46 |
| тӑрӑр, каяр: акӑ Мана сутаканӗ ҫывӑхрах, тет. |
| 47 |
| Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ Иуда — вуниккӗшӗнчен пӗри — тата унпа пӗрле аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем янӑ, хӗҫсемпе шалчасем йӑтнӑ пысӑк ушкӑн пырса ҫитнӗ. |
| 48 |
| Ӑна сутаканӗ вӗсене ҫапла каласа паллӑ панӑ: эпӗ кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ, Ҫавна ярса тытӑр, тенӗ. |
| 49 |
| Вӑл ӗнтӗ ҫийӗнчех Иисус патне пынӑ та: Равви?, савӑн! тесе Ӑна чуптунӑ. |
| 50 |
| Иисус ӑна ҫапла каланӑ: тусӑм, мӗн тума килнине ту! тенӗ. Вара Иисуса ҫавӑрса илнӗ те ярса тытнӑ. |
| 51 |
| Акӑ Иисуспа пӗрле пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, ӑна аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ. |
| 52 |
| Иисус вара ӑна ҫапла калать: хӗҫне хӑй вырӑннех чик — хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ. |
| 53 |
| Е Эпӗ Аттемрен тархасласа ыйтсан, Вӑл тӳрех Ман патӑма вуникӗ легионран та ытла ангел ярса памӗ тесе шутлатӑн-и? |
| 54 |
| Апла вара ҫакӑн пек пулмалла тесе ҫырни епле пурӑнӑҫланӗччӗ? тенӗ. |
| 55 |
| Ҫавӑн чухне Иисус халӑха каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ; Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лараттӑм, ун чухне тытмарӑр Мана. |
| 56 |
| Ҫакӑ пӗтӗмпе пророксем ҫырни вырӑна килтӗр тесе пулса иртрӗ, тенӗ. Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем пурте Ӑна пӑрахса тарнӑ. |
| 57 |
| Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайнӑ; унта кӗнекеҫӗсемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ пулнӑ. |
| 58 |
| Петр вара аслӑ священник картишӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курасшӑн картишне кӗрсе унта тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ. |
| 59 |
| Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем тата пӗтӗм синедрион Иисуса вӗлерттерме айӑп тупмашкӑн суя кӳнтеленсем шыранӑ, |
| 60 |
| анчах тупайман; суя кӳнтеленсем пырасса нумаййӑн пынӑ, анчах айӑп тупса калайман. Юлашкинчен икӗ суя кӳнтелен пынӑ та |
| 61 |
| ҫапла каланӑ: Вӑл: «Эпӗ Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп» тетчӗ, тенӗ. |
| 62 |
| Вара аслӑ священник тӑнӑ та каланӑ Ӑна: Хӑвна айӑпланине хирӗҫ мӗншӗн Эсӗ нимӗн те каламастӑн? тенӗ. |
| 63 |
| Иисус чӗнмен. Аслӑ священник каланӑ Ӑна: чӗрӗ Турӑ ячӗпе хушатӑп Сана: тупа туса кала пире — Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос-и? тенӗ. |
| 64 |
| Иисус ӑна каланӑ: эсӗ хӑвах каларӑн; тата калатӑп сире: малашне эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ. |
| 65 |
| Вара аслӑ священник ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: Вӑл Турра хурлать! кӳнтеленсем мӗне кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине акӑ хӑвӑрах илтрӗр! |
| 66 |
| Эсир мӗн шутлатӑр? тенӗ. Вӗсем: айӑплӑ, вӗлермелле, тенӗ. |
| 67 |
| Ӑна ӗнтӗ питӗнчен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ; тепӗрисем пуҫӗнчен ҫапса: |
| 68 |
| эй Христос, кала-ха пире, Сана кам ҫапрӗ? тенӗ. |
| 69 |
| Петр вара тулта картишӗнче ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ, тенӗ. |
| 70 |
| Петр пурин умӗнче те тунса каланӑ: эсӗ мӗн калани ҫинчен пӗлместӗп, тенӗ. |
| 71 |
| Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ курнӑ та унти ҫынсене каланӑ: ку та Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ. |
| 72 |
| Петр каллех тупа тусах туннӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ. |
| 73 |
| Кӑштахран ҫавӑнта тӑракансем Петр патне пырса каланӑ: эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнченех, ҫакӑ эсӗ мӗнле калаҫнинченех паллӑ, тенӗ. |
| 74 |
| Вӑл вара Турра асӑнсах тупа тӑва пуҫланӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ. Ҫав самантрах автан авӑтса янӑ. |
| 75 |
| Петр вара хӑйне Иисус: «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн» тесе каланине аса илнӗ. Ӗнтӗ унтан тухса кайнӑ та татӑлса йӗнӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/matthew/026.mp3
28
26