БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пурте Иисуса вӗлерттерес тесе канаш тунӑ; |
| 2 |
| вара Ӑна ҫыхнӑ та Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ. |
| 3 |
| Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме сут тунине пӗлсессӗн, ӳкӗнсе, вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсене каялла тавӑрса панӑ: |
| 4 |
| айӑпсӑр юна сутса ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, тенӗ. Лешӗсем вара ӑна: пире мӗн? хӑвӑнне ху пӗл, тенӗ. |
| 5 |
| Вӑл вара кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртне пӑрахнӑ та, тухса кайса, ҫакӑнса вилнӗ. |
| 6 |
| Аслӑ священниксем ҫав кӗмӗл укҫасене илсе каланӑ: ку — юн укҫи, ӑна Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хума юрамасть, тенӗ. |
| 7 |
| Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем, ют халӑх ҫыннисем вилсен пытармашкӑн тесе, ҫав укҫапа чӳлмекҫӗ хирне туяннӑ; |
| 8 |
| ҫавӑнпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ. |
| 9 |
| Ӗнтӗ Иеремия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: «хак Хунӑскершӗн вӑтӑр кӗмӗл укҫа илчӗҫ, Ӑна Израиль ывӑлӗсем ҫапла хак хучӗҫ, |
| 10 |
| Ҫӳлхуҫа мана каланӑ пек, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ» тенӗ. |
| 11 |
| Иисуса пуҫлӑх умне тӑратнӑ. Пуҫлӑх Унран ҫапла ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-им? Иисус ӑна: эсӗ хӑв каларӑн, тенӗ. |
| 12 |
| Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем Хӑйне айӑпласа калаҫнӑ чухне Вӑл нимӗн те чӗнмен. |
| 13 |
| Вара Пилат Ӑна ҫапла калать: илтместӗн-им, мӗн чухлӗн Сана хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ? тет. |
| 14 |
| Иисус унӑн пӗр сӑмахне те хуравламан, ҫавӑнпа пуҫлӑх питӗ тӗлӗннӗ. |
| 15 |
| Пасха уявӗнче пуҫлӑхӑн тӗрмере ларакансенчен пӗр ҫынна халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ. |
| 16 |
| Ҫавӑн чухне вӗсен тӗрмере Варавва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ; |
| 17 |
| ҫынсем пухӑнсан, Пилат каланӑ вӗсене: эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна-и е Христос теекен Иисуса-и? тенӗ; |
| 18 |
| вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ. |
| 19 |
| Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ. |
| 20 |
| Ҫав хушӑра аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем халӑха Вараввӑна ирӗке кӑларттарма, Иисуса вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ. |
| 21 |
| Пуҫлӑх вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: эсир мана иккӗшӗнчен хӑшне кӑларма ыйтатӑр? тенӗ. Вӗсем: Вараввӑна, тенӗ. |
| 22 |
| Пилат вӗсене калать: Христос теекен Иисуса мӗн тӑвас вара манӑн? тет. Вӗсем пурте: пӑталаттармалла! теҫҫӗ. |
| 23 |
| Пуҫлӑх: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ. Анчах лешӗсем тата хытӑрах: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ. |
| 24 |
| Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илнӗ те халӑх умӗнче аллине ҫуса каланӑ: Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ айӑплӑ мар; хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр, тенӗ. |
| 25 |
| Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх ҫапла хуравланӑ: Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр, тенӗ. |
| 26 |
| Вара Пилат вӗсемшӗн тӗрмерен Вараввӑна кӑларнӑ, Иисуса хӗнеттерсе хӗрес ҫумне пӑталама хушнӑ. |
| 27 |
| Ҫавӑн чухне пуҫлӑх салтакӗсем Иисуса преторие илсе килнӗ, Ун тавра пысӑк ҫар ушкӑнӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ; |
| 28 |
| Ӑна, салтӑнтарса, хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ; |
| 29 |
| Ун пуҫне йӗплӗ хулӑран явнӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ; унтан Ун умне чӗркуҫленсе ларса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе мӑшкӑлласа кулнӑ; |
| 30 |
| Ун ҫине сурнӑ, туйине туртса илсе, Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ. |
| 31 |
| Мӑшкӑлласа тӑрансан Ун ҫинчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ. |
| 32 |
| Тухнӑ чухне вӗсем Киринея ҫыннине, Симон ятлӑскерне, тӗл пулнӑ; ҫавна Иисус хӗресне йӑтса пыма хушнӑ. |
| 33 |
| Голгофа ятлӑ вырӑна — «Пуҫ тӳпи» тенине пӗлтерекен вырӑна — ҫитсессӗн, |
| 34 |
| Ӑна ватпа хутӑштарнӑ сӗрхе ӗҫме панӑ; тутанса пӑхсассӑн Вӑл ӑна ӗҫесшӗн пулман. |
| 35 |
| Ӑна пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ те |
| 36 |
| ҫавӑнта Ӑна хуралласа ларнӑ. |
| 37 |
| Унӑн пуҫӗ тӗлне Унӑн айӑпне кӑтартса «Ҫакӑ — Иисус, Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапса хунӑ. |
| 38 |
| Ҫавӑн чухне Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха: пӗрне — сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ. |
| 39 |
| Иртен-ҫӳрен пуҫне сулла-сулла Ӑна хурланӑ: |
| 40 |
| эй Турӑ Ҫуртне Аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче Ҫӗнӗрен Туса Лартакан! Хӑвна Ху ҫӑл. Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ. |
| 41 |
| Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те, халӑх пуҫлӑхӗсемпе фарисейсем те ҫаплах мӑшкӑлласа каланӑ: |
| 42 |
| ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть. Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, вара ӗненӗпӗр Ӑна; |
| 43 |
| Турра шанатчӗ, Вӑл Турра юрӑхлӑ пулсан, эппин, Турӑ хӑтартӑр Ӑна. Вӑл: «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тесеччӗ, тенӗ. |
| 44 |
| Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Ӑна мӑшкӑлласа хурланӑ. |
| 45 |
| Ултӑ сехетре пӗтӗм ҫӗре сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ, тӑхӑр сехет ҫитиччен сӗм тӗттӗм тӑнӑ; |
| 46 |
| тӑххӑрмӗш сехет тӗлнелле Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Или?, Или?! лама? савахфани?? тенӗ; ку: «эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать. |
| 47 |
| Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна илтсен каланӑ: Илияна чӗнет Вӑл, тенӗ; |
| 48 |
| вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ; |
| 49 |
| ыттисем каланӑ: ан чӑрман; курар-ха: Илия Ӑна ҫӑлма килет-и, тенӗ. |
| 50 |
| Иисус каллех хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та сывлӑшӗ тухнӑ Унӑн. |
| 51 |
| Ҫав самантра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ; ҫӗр чӗтреннӗ; чулсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ; |
| 52 |
| тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ; вилнӗ сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ; |
| 53 |
| Иисус чӗрӗлсе тӑрсан, вӗсем тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ хулана кӗрсе нумайӑшне курӑннӑ. |
| 54 |
| Ҫӗрпӳ тата унпа пӗрле Иисуса хурал тӑракансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсассӑн сехӗрленсех ӳкнӗ те: Вӑл чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ. |
| 55 |
| Унта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсем те нумайӑшӗ пулнӑ, вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ; |
| 56 |
| вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосиф амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ пулнӑ. |
| 57 |
| Каҫ пулсан унта Аримафея ҫынни, Иосиф ятлӑ пуян ҫын, Иисус вӗренекенӗ пулнӑскер, пынӑ; |
| 58 |
| вӑл, Пилат патне пырса, Иисус ӳтне ыйтнӑ. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ; |
| 59 |
| Иосиф ӗнтӗ Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те |
| 60 |
| ӑна чул тӑва касса кӗрсе тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ; тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварнӑ та кайнӑ. |
| 61 |
| Ҫавӑнта Мария Магдалинӑпа тата тепӗр Мария пулнӑ, вӗсем тупӑклӑха хирӗҫех ларнӑ. |
| 62 |
| Эрнекун иртсен тепӗр куннех аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ та |
| 63 |
| каланӑ: хуҫамӑр! хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: «виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп» тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире; |
| 64 |
| ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: «Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ» тесе ан калаччӑр. Вара кайранхи ултавӗ малтанхинчен те усалтарах пулӗ, тенӗ. |
| 65 |
| Пилат вӗсене каланӑ: сирӗн хуралҫӑрсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр, тенӗ. |
| 66 |
| Вӗсем вара кайнӑ та, тупӑклӑх умне хурал тӑратса, чулӗ ҫине пичет пуссах хӑварнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/matthew/027.mp3
28
27