БИБЛИ Синодальный НЗ 2009
|
| 1 |
| Тепӗр кунне тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса вӗлерттерме йышӑннӑ. |
| 2 |
| Вара Ӑна ҫыхтарнӑ та Рим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ. |
| 3 |
| Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме йышӑннине пӗлсен, ӳкӗннипе вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тавӑрса панӑ. |
| 4 |
| «Айӑпсӑр Ҫынна тытса парса ҫылӑха кӗтӗм», – тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл». |
| 5 |
| Вара Иуда кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртӗнче пӑрахнӑ та хӑй кайса ҫакӑнса вилнӗ. |
| 6 |
| Аслӑ священниксем, пӑрахнӑ укҫана пуҫтарса, ҫапла каланӑ: «Ку – юн укҫи, ҫавӑнпа ӑна Турӑ Ҫурчӗн укҫа арчине хума юрамасть». |
| 7 |
| Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем ютран килнӗ ҫул ҫӳрекенсем валли масар вырӑнӗ тума ҫав укҫапа пӗр чӳлмекҫӗрен ҫӗр илнӗ. |
| 8 |
| Ҫавӑнтанпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ. |
| 9 |
| Ҫапла вара Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Израиль ывӑлӗсем вӑтӑр кӗмӗл укҫалӑх Хакланине ҫавӑн чухлӗ укҫаллах илчӗҫ. |
| 10 |
| Хуҫа Турӑ мана пӗлтернӗ пекех, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ». |
| 11 |
| Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус. |
| 12 |
| Хӑйне аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем айӑпланӑ чухне вара Вӑл нимӗн те чӗнмен. |
| 13 |
| Унтан Пилат Ӑна ҫапла каланӑ: «Илтместӗн-им, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗн айӑп кӑтартаҫҫӗ?» |
| 14 |
| Иисус хӑйӗн пӗр сӑмахне те хирӗҫ тавӑрса каламаннине курсан Пилат питӗ тӗлӗннӗ. |
| 15 |
| Пасха уявӗ тӗлне Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тӗрмене хупнисенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ. |
| 16 |
| Ҫавӑн чухне тӗрмере пӗр Варавва ятлӑ паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ. |
| 17 |
| Хӑйӗн керменӗ умӗнче халӑх пухӑнсан Пилат ҫынсене ҫапла каланӑ: «Эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна е Турӑ Суйласа илни текен Иисуса?» |
| 18 |
| Вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен ҫапла ыйтнӑ. |
| 19 |
| Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм». |
| 20 |
| Ҫапах аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Вараввӑна кӑларма, Иисуса вӗлерме ыйтмашкӑн халӑха ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех. |
| 21 |
| «Сире иккӗшӗнчен хӑшне кӑларса памалла?» – тесе ыйтнӑ пуҫлӑх халӑхран. «Вараввӑна», – тенӗ ҫынсем. |
| 22 |
| «Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте. |
| 23 |
| «Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ пуҫлӑх. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ. |
| 24 |
| Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ. |
| 25 |
| «Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр!» – тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ пӗтӗм халӑх. |
| 26 |
| Унтан Пилат Вараввӑна кӑларса янӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ. |
| 27 |
| Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ. |
| 28 |
| Вӗсем Ӑна хывӑнтарса патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ. |
| 29 |
| Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ. Салтаксем Ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ та мӑшкӑлла-мӑшкӑлла: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе кулнӑ. |
| 30 |
| Салтаксем Ун ҫине сурнӑ, туйине илсе Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ. |
| 31 |
| Ҫапла мӑшкӑлласан-мӑшкӑлласан, хӗрлӗ тумне хывтарса, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ та Ӑна пӑталама илсе кайнӑ. |
| 32 |
| Тухнӑ чухне вӗсем Симон ятлӑ Киринея ҫыннине тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ. |
| 33 |
| Голгофа ятлӑ вырӑна ҫитсессӗн – Голгофа тени «Пуҫ купташки» тенине пӗлтерет, – |
| 34 |
| Иисуса ват йӳҫҫипе хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех панӑ, ӑна тутанса пӑхсан Иисус ӗҫесшӗн пулман. |
| 35 |
| Пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. |
| 36 |
| Унтан хайхисем пӑталанӑ Иисуса хураллама ларнӑ. |
| 37 |
| Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иисус, Иудея Патши», – тесе айӑпласа ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. |
| 38 |
| Ҫавӑн чухнех Иисуспа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха, пӗрне – сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ. |
| 39 |
| Иртен-ҫӳренсем пуҫӗсене сулла-сулла Ӑна хурласа калаҫнӑ. |
| 40 |
| «Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем. |
| 41 |
| Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе фарисейсем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ: |
| 42 |
| «Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Вӑл Израиль Патши пулсан, халӗ хӗрес ҫинчен анса кӑтарттӑр, вара эпир те Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр. |
| 43 |
| Вӑл Турра шанатчӗ; Турра юрӑхлӑскерех пулсан, халӗ эппин Турӑ ҫӑлтӑр Ӑна. „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ,“ – тетчӗ-ҫке-ха Вӑл». |
| 44 |
| Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ. |
| 45 |
| Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫҫӗччен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче тӗттӗмленсе ларнӑ. |
| 46 |
| Виҫӗ сехет тӗлӗнче вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Или! Или! Лама савахфани?» Ҫакӑ вӑл: «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» – тени пулать. |
| 47 |
| Ҫакна илтсен ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри каланӑ: «Вӑл Илияна пулӑшма чӗнет». |
| 48 |
| Ҫав самантрах вӗсенчен пӗри чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ. |
| 49 |
| «Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар, – тенӗ ыттисем, – Илия Ӑна ҫӑлма килет-и?» |
| 50 |
| Иисус тепӗр хут хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. |
| 51 |
| Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ, ҫӗр чӗтреннӗ, чул ту хысакӗсем те ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ. |
| 52 |
| Тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ та, вилнӗ сӑваплӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. |
| 53 |
| Вӗсем Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ Иерусалим хулине кӗнине нумай ҫын курнӑ. |
| 54 |
| Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!» |
| 55 |
| Ҫавӑнта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ пулнӑ. Вӗсем мӗн пулса иртнине аякран пӑхса тӑнӑ. |
| 56 |
| Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ. |
| 57 |
| Каҫ пулсан унта Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр пуян ҫын пынӑ; вӑл та Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ. |
| 58 |
| Вӑл Пилат патне кайса Иисус ӳтне пама тархасланӑ. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ. |
| 59 |
| Иосиф Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те |
| 60 |
| хӑйне валли чул ту хысакне алтса тунӑ ҫӗнӗ тупӑклӑха хунӑ. Унтан тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварса кайнӑ. |
| 61 |
| Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария вара ҫавӑнтах, тупӑклӑх умӗнчех, ларнӑ. |
| 62 |
| Тепӗр кунне, шӑмат кун, аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ. |
| 63 |
| «Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир. |
| 64 |
| Ҫавӑнпа Иисусӑн тупӑклӑхне пӗр виҫӗ кун хушши хураллама хушсам. Вӗренекенӗсем Унӑн ӳтне вӑрласа ан кайччӑрччӗ, кайран халӑха: „Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ!“ – тесе ан ҫӳреччӗрччӗ. Ӗҫ-пуҫ кунашкал кайсан вара ҫак юлашки ултав малтанхинчен те усалтарах пулӗ». |
| 65 |
| «Сирӗн хуралҫӑсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр», – тенӗ Пилат. |
| 66 |
| Вӗсем вара тупӑклӑха хураллама кайнӑ, хупланӑ чулне пичетлесех паллӑ тунӑ, хурал тӑратнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvashrso/matthew/027.mp3
28
27