БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Шӑматкун иртсен, эрненӗн малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чухне Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма пынӑ. |
| 2 |
| Акӑ ҫӗр питӗ вӑйлӑн чӗтренсе кайнӑ: Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен аннӑ та тупӑклӑх патне пырса ун умӗнчи чула йӑвантарса ярса ун ҫине ларнӑ. |
| 3 |
| Вӑл ҫиҫӗм пек курӑнса тӑнӑ, тумтирӗ унӑн юр пек шурӑ пулнӑ. |
| 4 |
| Хурал тӑракансем, унран хӑранипе чӗтрене ерсе, вилнӗ пекех пулса кайнӑ. |
| 5 |
| Ангел вара хӗрарӑмсене ҫапла каланӑ: ан хӑрӑр — эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Иисуса шыранине пӗлетӗп; |
| 6 |
| Вӑл кунта ҫук: Хӑй каланӑ пек, Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Килӗр, Ҫӳлхуҫа выртнӑ вырӑна пӑхӑр та |
| 7 |
| часрах кайса Унӑн вӗренекенӗсене калӑр: Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл сирӗнтен маларах Галилейӑра пулӗ, эсир Ӑна ҫавӑнта куратӑр, тейӗр. Акӑ эпӗ сире каласа патӑм, тенӗ. |
| 8 |
| Вӗсем вара васкасах тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ та, хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем, Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ. |
| 9 |
| Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме кайнӑ чухне акӑ вӗсене Иисус тӗл пулнӑ та: савӑнӑр! тенӗ. Вӗсем вара, ҫывӑхарса, Ӑна уринчен тытса пуҫҫапнӑ. |
| 10 |
| Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр; кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене пӗлтерӗр, вӗсем Галилейӑна пыччӑр, Мана ҫавӑнта курӗҫ, тенӗ. |
| 11 |
| Вӗсем ҫул ҫинче пулнӑ хушӑра хурал тӑракансенчен хӑшӗпӗри хулана пырса мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ. |
| 12 |
| Лешӗсем вара халӑх пуҫлӑхӗсемпе пухӑнса канаш тунӑ та салтаксене ҫителӗклех укҫа парса |
| 13 |
| каланӑ: эсир ҫапла калӑр: «ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Унӑн вӗренекенӗсем пырса вӑрласа кайнӑ Ӑна» тейӗр; |
| 14 |
| ҫак сас-хура пуҫлӑх патне ҫитес-тӑвас пулсассӑн, эпир ӑна хамӑр енне ҫавӑрӑпӑр, сире инкек курмалла тумӑпӑр, тенӗ. |
| 15 |
| Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек каланӑ. Ҫак сӑмах ӗнтӗ иудейсен хушшинче халичченех ҫӳрет. |
| 16 |
| Вунпӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ; |
| 17 |
| Ӑна курсан вӗсем Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, хӑшӗсем тата иккӗленнӗ те. |
| 18 |
| Иисус ҫывӑхарах пырса вӗсене ҫапла каланӑ: ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ: |
| 19 |
| ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр, |
| 20 |
| Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене; Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп, тенӗ. Аминь. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/matthew/028.mp3
28
28