|
| 1 |
|
| Шӑмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чух Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма кайнӑ. |
|
| 2 |
|
| Ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ тӳперен анса тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ та хӑй ун ҫине ларнӑ. |
|
| 3 |
|
| Ангел ҫиҫӗм пек ялтӑртатса тӑнӑ, тумтирӗ юр пек шурӑ пулнӑ. |
|
| 4 |
|
| Хурал тӑракансем унран хӑранипе вилесле чӗтресе ӳкнӗ. |
|
| 5 |
|
| «Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп. |
|
| 6 |
|
| Вӑл кунта ҫук ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен, Хӑй каланӑ пекех, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлнӗ. Хуҫамӑра хунӑ вырӑна кайса пӑхӑр та |
|
| 7 |
|
| Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен, сирӗнтен маларах Галилейӑна ҫитсе кӗтсе тӑрасси ҫинчен Унӑн вӗренекенӗсене хӑвӑртрах кайса пӗлтерӗр. Эсир Ӑна Галилейӑра тӗл пулӑр. Ман сире ҫакна каламалли пурччӗ». |
|
| 8 |
|
| Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ. |
|
| 9 |
|
| Вӗренекенӗсене калама кайнӑ чух сасартӑк вӗсене ҫул ҫинче Иисус тӗл пулнӑ та: «Сывлӑх сунатӑп!» – тенӗ. Вӗсем вара патнерех пынӑ та чӗркуҫленсе ларнӑ, уринчен тытсах пуҫҫапнӑ. |
|
| 10 |
|
| Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ. |
|
| 11 |
|
| Хӗрарӑмсем ҫул ҫинче чухне хӑш-пӗр хуралҫӑсем хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ. |
|
| 12 |
|
| Вара аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе калаҫса татӑлса, салтаксене нумай укҫа панӑ та |
|
| 13 |
|
| ҫапла сас-хура кӑларма хушнӑ: «Ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ чухне, вӗренекенӗсем пынӑ та Унӑн ӳтне вӑрласа кайнӑ». |
|
| 14 |
|
| «Ҫак сас-хура Рим лартнӑ пуҫлӑх хӑлхине кӗрес пулсан, – тенӗ вӗсем, – эпир хамӑрах майлашӑпӑр, айӑпӗ сирӗн ҫинче пулмӗ». |
|
| 15 |
|
| Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек сас-хура сарса ҫӳренӗ. Ҫак суя сӑмах иудейсем хушшинче халичченех ҫӳрет. |
|
| 16 |
|
| Вун пӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ. |
|
| 17 |
|
| Иисуса курсан вӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, теприсем тата иккӗленсе кайнӑ. |
|
| 18 |
|
| Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ. |
|
| 19 |
|
| Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр. |
|
| 20 |
|
| Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь. |
|
|
|
|