|
| 1 |
|
| Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ; |
|
| 2 |
|
| мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ; мӗнле виҫепе виҫӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ. |
|
| 3 |
|
| Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫӑнти пӗренене асӑрхамастӑн? |
|
| 4 |
|
| Хӑвӑн куҫӑнта пӗрене пур ҫӗртех епле-ха эсӗ тӑванна: «сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха» тесе калама пултаратӑн? |
|
| 5 |
|
| Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн. |
|
| 6 |
|
| Сӑваплӑ япалана йытта ан парӑр, хӑвӑрӑн ӗнчӗре сысна умне ан пӑрахӑр, вӗсем ӑна таптаса пӗтерӗҫ, каялла ҫавӑрӑнса, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ. |
|
| 7 |
|
| Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире. |
|
| 8 |
|
| Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ. |
|
| 9 |
|
| Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсассӑн, ӑна чул паракан ҫын пур-и? |
|
| 10 |
|
| Е пулӑ ыйтсассӑн, вӑл ӑна ҫӗлен парӗ-и? |
|
| 11 |
|
| Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑх паратех ӗнтӗ. |
|
| 12 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр: саккун та, пророксем те ҫапла вӗрентеҫҫӗ. |
|
| 13 |
|
| Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет; |
|
| 14 |
|
| тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал. |
|
| 15 |
|
| Суя пророксенчен сыхланӑр: вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем — тискер кашкӑр. |
|
| 16 |
|
| Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татаҫҫӗ-и? |
|
| 17 |
|
| Кирек хӑш лайӑх йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать, начар йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тӑвать; |
|
| 18 |
|
| лайӑх йывӑҫ ҫинче япӑх ҫимӗҫ пулмасть, начар йывӑҫ ҫинче те ырӑ ҫимӗҫ пулмасть. |
|
| 19 |
|
| Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа кирек хӑшне те касса вута пӑрахаҫҫӗ. |
|
| 20 |
|
| Эсир суя пророксене те ӗҫӗсенчен пӗлӗр. |
|
| 21 |
|
| Мана: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!» тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ. |
|
| 22 |
|
| Ҫав кун Мана нумайӑшӗ калӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир Санӑн ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? усалсене Санӑн ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и? Санӑн ятупа нумай хӑват кӑтартмарӑмӑр-и?» тейӗ. |
|
| 23 |
|
| Ҫавӑн чухне Эпӗ вӗсене калӑп: «Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, кайӑр Ман патӑмран» тейӗп. |
|
| 24 |
|
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе вӗсене пурӑнӑҫлакан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫын евӗрлӗ; |
|
| 25 |
|
| ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; вӑл ӳкмен, мӗншӗн тесессӗн ӑна чул никӗс ҫине лартнӑ. |
|
| 26 |
|
| Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе те вӗсене пурӑнӑҫламан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ; |
|
| 27 |
|
| ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; ҫурт ишӗлсе аннӑ, вӑл ишӗлни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, тенӗ. |
|
| 28 |
|
| Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсессӗн, халӑх Вӑл вӗрентнинчен тӗлӗнсе тӑнӑ: |
|
| 29 |
|
| Вӑл вӗсене кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пек мар, Турӑ хӑвачӗпе вӗрентнӗ. |
|
|
|
|