БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне вӗренекенӗсенчен пӗри Ӑна ҫапла калать: Вӗрентекен! кур-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех! тет. |
| 2 |
| Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак пысӑк ҫуртсене куратӑн-и? ҫакна пурне те аркатӗҫ, тӗппипех ишсе тӑкӗҫ, тенӗ. |
| 3 |
| Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ларнӑ чухне Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ: |
| 4 |
| каласамччӗ пире: ку хӑҫан пулӗ? ҫакӑ хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ. |
| 5 |
| Вӗсене хуравласа Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр: |
| 6 |
| нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «Вӑл — эпӗ» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ. |
| 7 |
| Вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: ҫакӑ пӗтӗмпех пулмалла вӑл; анчах ку — вӗҫӗ мар-ха. |
| 8 |
| Халӑх ҫине — халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пулӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ. Ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха. |
| 9 |
| Эсир вара сыхӑ пулӑр: сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ; Ман пирки сире тӳресемпе патшасен умне Ман ҫинчен вӗсен умӗнче кӳнтелеме тӑратӗҫ. |
| 10 |
| Анчах та малтан пур халӑхсен хушшине те Евангели сарӑлса ҫитмелле. |
| 11 |
| Хӑвӑра сута пама тытса кайнӑ чухне эсир мӗн каласси пирки малтанах шухӑшласа ан хурӑр, ан пӑшӑрханӑр; ҫав сехетре хӑвӑра мӗн пӗлтернине калӑр: мӗншӗн тесессӗн эсир мар, Таса Сывлӑш каласа тӑрӗ. |
| 12 |
| Ӗнтӗ тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерттерӗҫ. |
| 13 |
| Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитичченех тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ. |
| 14 |
| Даниил пророк каланӑ пек, ирсӗрлӗх пулмалла мар вырӑнта йӗрӗнчӗк тӑнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; |
| 15 |
| ҫурт тӑрринчи ҫын ҫӗре ан антӑр, пӗр-пӗр япала илес тесе пӳртне ан кӗтӗр; |
| 16 |
| хирти ҫын та хӑй тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр. |
| 17 |
| Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче хуйхӑ пулӗ! |
| 18 |
| Хӑвӑр тарасси хӗлле ан пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. |
| 19 |
| Ҫав кунсенче хӑрушӑ асап пулӗ, унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук. |
| 20 |
| Ҫӳлхуҫа ҫав кунсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ; анчах Хӑйӗннисемшӗн, Хӑй суйласа илнисемшӗн, Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ. |
| 21 |
| Ҫавӑн чухне сире кам та пулин: «Христос акӑ кунта» е: «авӑ унта» тесессӗн, ан ӗненӗр. |
| 22 |
| Ӗнтӗ суя христоссем, суя пророксем килӗҫ, май пулсан суйланисене те илӗртсе улталас тесе, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ. |
| 23 |
| Эсир вара сыхӑ пулӑр. Акӑ Эпӗ ӗнтӗ сире пурне те малтанах каласа хутӑм. |
| 24 |
| Ҫав кунсенче, ҫав асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та хӑй ҫутине кӑтартмӗ, |
| 25 |
| тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ. |
| 26 |
| Вара пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн та мухтавлӑн килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. |
| 27 |
| Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те Хӑй суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен — ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех — пуҫтарӗ. |
| 28 |
| Эсир смоква йывӑҫӗнчен ӑнкарса илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑхарнине пӗлетӗр. |
| 29 |
| Ҫавӑн пекех, мӗн калани пурӑнӑҫланма пуҫланине курсассӑн пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех. |
| 30 |
| Чӑн калатӑп сире: ку пӗтӗмпе ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ. |
| 31 |
| Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ. |
| 32 |
| Ҫав кун ҫинчен е ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем ҫеҫ пӗлет. |
| 33 |
| Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр. |
| 34 |
| Ку вӑл — ҫула кайнӑ чухне хӑйӗн кил-ҫуртне тарҫисене шанса хӑварнӑ, вӗсене кашнине ӗҫ хушса тата хапха хуралҫине сыхӑ тӑма каласа хӑварнӑ ҫын тунӑ евӗрлӗ. |
| 35 |
| Ҫапла ӗнтӗ сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр; |
| 36 |
| вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ. |
| 37 |
| Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/mark/013.mp3
16
13