БИБЛИ Синодальный НЗ 2009
|
| 1 |
| Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне Ӑна пӗр вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Кур-ха, ҫурчӗсем те, вӗсене купаланӑ чулӗсем те епле чаплӑ!» |
| 2 |
| Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Куратӑн-и ҫак капмар ҫуртсене? Ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ». |
| 3 |
| Тепӗртакран, Иисус Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫурчӗ курӑнакан вырӑнта ларнӑ чухне, Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ: |
| 4 |
| «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавсем пурте пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» |
| 5 |
| Вӗсене хуравласа вара Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр, |
| 6 |
| мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ. „Эпӗ – Христос“, – тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ. |
| 7 |
| Вӑрҫӑсем ҫинчен илтсен, вӑрҫӑ хыпарӗсем илсен, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫапла пулмалла та, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха. |
| 8 |
| Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пуҫланӗ, халӑх пӑлханӗ. Ҫапах та ку – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха. |
| 9 |
| Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ. |
| 10 |
| Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле. |
| 11 |
| Сире суда тытса пама илсе кайнӑ чухне мӗн калас тесе малтанах ан кулянӑр, ан шухӑшлӑр. Ҫав самантра мӗн каламалли хӑех тупӑнӗ, мӗншӗн тесен калаканӗ эсир мар, Святой Сывлӑш пулӗ. |
| 12 |
| Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ. |
| 13 |
| Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ». |
| 14 |
| «Даниил пророк калани ҫитсен, ирсӗр пулмалла мар вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. |
| 15 |
| Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. |
| 16 |
| Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. |
| 17 |
| Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. |
| 18 |
| Тарса хӑтӑлас вӑхӑт хӗлле ан пултӑрччӗ ҫеҫ тесе кӗлтӑвӑр. |
| 19 |
| Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук. |
| 20 |
| Хуҫа Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ. |
| 21 |
| Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесен, ан ӗненӗр. |
| 22 |
| Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. |
| 23 |
| Эсир вара сыхӑ пулӑр. Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм». |
| 24 |
| «Ҫав кунсенче, асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ. |
| 25 |
| Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем кисренсе кайӗҫ. |
| 26 |
| Унтан ҫынсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑран та аслӑ хӑватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. |
| 27 |
| Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӗнчен тӑватӑ енчен те, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа пӗлӗт хӗррине ҫитичченех пуҫтарӗ». |
| 28 |
| «Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. |
| 29 |
| Ҫавнашкалах эсир те, Эпӗ калани пурнӑҫланса пынине курсан, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине, алӑк умнех ҫитнине пӗлсе тӑрӑр. |
| 30 |
| Чӑн калатӑп сире: ҫавсем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. |
| 31 |
| Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ». |
| 32 |
| «Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ӑна пӗртен-пӗр Атте Турӑ кӑна пӗлет. |
| 33 |
| Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр. |
| 34 |
| Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулӗ. Пӗр ҫын инҫе ҫула кайма пуҫтарӑннӑ. Килтен кайиччен вӑл кашни тарҫинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн яваплӑ пулма, хапха хуралҫине сыхӑ пулма хушса хӑварнӑ. |
| 35 |
| Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр. |
| 36 |
| Астӑвӑр, вӑл сасартӑк эсир ҫывӑрнӑ тӗле килсе ан тухтӑрччӗ. |
| 37 |
| Ҫакна сире кӑна мар, пурне те калатӑп: сыхӑ пулӑр». |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvashrso/mark/013.mp3
16
13