|
| 1 |
|
| Вӗсем тинӗс тепӗр енне Гадара ҫӗрне пынӑ. |
|
| 2 |
|
| Иисус кимӗ ҫинчен ансассӑнах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ ҫын тӗл пулнӑ; |
|
| 3 |
|
| вӑл тупӑклӑхрах пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа та чарайман; |
|
| 4 |
|
| ӑна темиҫе хут та тимӗрлесе-сӑнчӑрласа пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ — ӑна никам та лӑплантарма пултарайман; |
|
| 5 |
|
| вӑл яланах ҫӗрле те, кӑнтӑрла та тусем хушшинче, ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхсенче кӑшкӑрашса, чулсем ҫумне ҫапӑнса ҫӳренӗ. |
|
| 6 |
|
| Иисуса вӑл аякранах курнӑ та, чупса пырса, Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, |
|
| 7 |
|
| унтан хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Иисус, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? Турра асӑнса тархаслатӑп Сана: ан асаплантар мана! тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Мӗншӗн тесессӗн Иисус ӑна: усал сывлӑш, ҫак ҫын ӑшӗнчен тух! тенӗ. |
|
| 9 |
|
| Вара унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ легион ятлӑ, мӗншӗн тесессӗн эпир нумаййӑн, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| Вӑл Иисуса хӑйсене ҫав ҫӗршывран хӑваласа ан ятӑр тесе тархасланӑ. |
|
| 11 |
|
| Ҫавӑнта ту патӗнче пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. |
|
| 12 |
|
| Усалсем пурте Иисуса: пире ҫав сыснасен ӑшне кӗртсемччӗ, тесе тархасланӑ. |
|
| 13 |
|
| Иисус вӗсене ҫийӗнчех ирӗк панӑ. Усал сывлӑшсем вара, ҫын ӑшӗнчен тухса, сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртенех тинӗсе сикнӗ, вӗсем икӗ пине яхӑн пулнӑ; пурте тинӗсе путса пӗтнӗ. |
|
| 14 |
|
| Сысна кӗтӳҫисем чупса кайнӑ та хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ. |
|
| 15 |
|
| Иисус патне пыраҫҫӗ, вӗсем легионӗпех усал ернӗ ҫын ӗнтӗ тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине кураҫҫӗ те сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ. |
|
| 16 |
|
| Куракансем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. |
|
| 17 |
|
| Вӗсем вара Иисуса хӑйсен ҫӗрӗнчен кайма йӑлӑна пуҫланӑ. |
|
| 18 |
|
| Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын Унпа пӗрле каясшӑн Ӑна тархасланӑ. |
|
| 19 |
|
| Иисус ӑна ирӗк паман, Вӑл ҫапла каланӑ: эсӗ килне тӑванусем патне кай та Ҫӳлхуҫа хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине каласа кӑтарт вӗсене, тенӗ. |
|
| 20 |
|
| Вӑл вара Вунхула ҫӗрне кайнӑ та хӑйӗншӗн Иисус мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳре пуҫланӑ; пурте питӗ тӗлӗннӗ. |
|
| 21 |
|
| Иисус кимӗпе каллех тинӗс тепӗр енне каҫсассӑн, Ун тавра темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӑл тинӗс хӗрринче тӑнӑ. |
|
| 22 |
|
| Акӑ синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пырать, Ӑна курсассӑн, Ун ури умне ӳксе |
|
| 23 |
|
| тархаслать: манӑн хӗрӗм вилес пек выртать; ӑна сыватмашкӑн, чӗрӗ хӑвармашкӑн пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ! тет. |
|
| 24 |
|
| Иисус вара унпа пӗрле кайнӑ. || Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Ӑна хӗстернӗ те. |
|
| 25 |
|
| Пӗр хӗрарӑм — юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, |
|
| 26 |
|
| тӗрлӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе нумай хӗн курнӑскер, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӗтерсе те пӗр усӑ та курманскер, ӗнтӗ тата ытларах япӑхланса кайнӑскер — |
|
| 27 |
|
| Иисус ҫинчен илтсе, халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Ун тумтирне сӗртӗннӗ, |
|
| 28 |
|
| вӑл ӗнтӗ: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен те сывалӑттӑм» тесе шухӑшланӑ. |
|
| 29 |
|
| Ҫавӑнтах унӑн юн кайма чарӑннӑ та, вӑл чиртен сывалнине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ. |
|
| 30 |
|
| Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине туйса, халӑх енне ҫаврӑнса ҫапла ыйтнӑ: Манӑн тумтире кам сӗртӗнчӗ? тенӗ. |
|
| 31 |
|
| Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: халӑх Хӑвна хӗстернине куратӑн-ҫке, ҫавах: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» тесе ыйтатӑн, тенӗ. |
|
| 32 |
|
| Хӑйне сӗртӗнекене курас тесе, Иисус йӗри-тавралла пӑхнӑ. |
|
| 33 |
|
| Арӑм, хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, хӑраса та чӗтресе Ун умне пынӑ та, ӳксе пуҫҫапса, Ӑна пурне те тӗрӗссине каласа панӑ. |
|
| 34 |
|
| Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул, тенӗ. |
|
| 35 |
|
| Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата? тенӗ. |
|
| 36 |
|
| Иисус ҫав сӑмахсене илтсенех синагога пуҫлӑхне: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, тенӗ. |
|
| 37 |
|
| Вӑл Петрпа Иаковсӑр тата Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫӗнчен никама та пыма хушман. |
|
| 38 |
|
| Вӑл синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитет те унта аптӑраса тӑракансене, йӗрекенсене, кӑшкӑрса хӳхлекенсене курать. |
|
| 39 |
|
| Пӳрте кӗрсен вӗсене: мӗншӗн кулянатӑр, мӗншӗн йӗретӗр? хӗрача вилмен, ҫывӑрать, тет. |
|
| 40 |
|
| Унран кулнӑ. Вӑл вара пурне те кӑларса ярать те, хӗрача ашшӗпе амӑшне тата Хӑйпе пӗрле пынисене илсе, хӗрача выртакан пӳлӗме кӗрет. |
|
| 41 |
|
| Хӗрачана аллинчен тытса: талифа? куми?! тет. Куҫарсассӑн ку: «хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр» тени пулать. |
|
| 42 |
|
| Хӗрача ҫийӗнчех тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ: вӑл пӗр вуникӗ ҫулта пулнӑ. Ҫакна куракансем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. |
|
| 43 |
|
| Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: ҫакӑн ҫинчен никам та ан пӗлтӗр, тенӗ; унтан хӗре апат ҫитерме хушнӑ. |
|
|
|
|