БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, Пасха ятлӑскер, ҫывӑхарса килнӗ; |
| 2 |
| аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑхран хӑранӑ. |
| 3 |
| Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗрин, Искариот теекен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ; |
| 4 |
| ҫавӑ вара кайнӑ та аслӑ священниксемпе тата пуҫлӑхсемпе вӗсен аллине Иисуса епле тытса парасси ҫинчен калаҫнӑ. |
| 5 |
| Лешӗсем хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна укҫа пама пулнӑ; |
| 6 |
| вӑл вара сӑмах татнӑ та Ӑна вӗсен аллине халӑх ҫук ҫӗрте тытса пама майлӑ вӑхӑт шыранӑ. |
| 7 |
| Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитнӗ, ҫав кун пасха путекӗ пусмалла пулнӑ; |
| 8 |
| Иисус Петрпа Иоана ҫапла каласа янӑ: кайӑр та хамӑр валли пасха хатӗрлесе хурӑр, тенӗ. |
| 9 |
| Вӗсем Ӑна: ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ. |
| 10 |
| Вӑл вӗсене каланӑ: акӑ эсир хулана пырса кӗнӗ чухне сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр та вӑл кӗнӗ ҫурта кӗрӗр, |
| 11 |
| вара ҫурт хуҫине калӑр: Вӗрентекен сана: «Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта?» тет, тейӗр. |
| 12 |
| Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ. |
| 13 |
| Вӗсем кайнӑ, пурте пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулнӑ, вара пасха хатӗрлесе хунӑ. |
| 14 |
| Вӑхӑт ҫитсен Иисус ҫиме ларнӑ, Унпа пӗрле вуникӗ апостолӗ те ларнӑ, |
| 15 |
| Вӑл вӗсене каланӑ: Эпӗ ҫак пасхӑна Хамӑн асапӑм ҫитиччен ҫав тери сирӗнпе пӗрле ларса ҫиесшӗнччӗ; |
| 16 |
| калатӑп сире: вӑл Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитиччен Эпӗ ӗнтӗ ӑна урӑх ҫимӗп, тенӗ. |
| 17 |
| Унтан Вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: ҫакна илӗр те пӗр-пӗрне парӑр, пурте ӗҫӗр; |
| 18 |
| калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп, тенӗ. |
| 19 |
| Унтан ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, ӑна сирӗншӗн тытса параҫҫӗ; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр, тенӗ. |
| 20 |
| Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал. |
| 21 |
| Акӑ Мана тытса параканӑн алли Манпа пӗрле, сӗтел хушшинчех; |
| 22 |
| ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ малтан палӑртса хунӑ ҫулпах пырать, анчах Ӑна тытса паракан ҫынна хуйхӑ ҫитӗ, тенӗ. |
| 23 |
| Вӗренекенӗсем вара хӑйсен хушшинчен кам ҫапла тума пултарать-ха? тесе пӗр-пӗринчен ыйта пуҫланӑ. |
| 24 |
| Тата вӗсем пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли пирки тавлашнӑ. |
| 25 |
| Вӑл вара вӗсене каланӑ: патшасем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, халӑхсене тытса тӑракансене «ырӑлӑх тӑвакансем» теҫҫӗ; |
| 26 |
| эсир апла мар: сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр; пуҫлӑх пулса тӑраканни тарҫӑ пек пултӑр. |
| 27 |
| Хӑшӗ аслӑ — кӗрекере лараканни-и, ӗҫлесе тӑраканни-и? кӗрекере лараканни мар-и вара? Эпӗ вара — сирӗн хушшӑрта ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ пек. |
| 28 |
| Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр, |
| 29 |
| Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп: |
| 30 |
| Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫсе ҫийӗр, Израилӗн вуникӗ ӑрӑвне сут тумашкӑн аслӑ пукан ҫине ларӑр, тенӗ. |
| 31 |
| Ҫӳлхуҫа тата каланӑ: Симон! Симон! акӑ шуйттан сире тулӑ пӗрчисене алланӑ пек аллама ирӗк илчӗ; |
| 32 |
| анчах Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер, тенӗ. |
| 33 |
| Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм! эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене кайма та, вилме те хатӗр, тенӗ. |
| 34 |
| Иисус каланӑ ӑна: Петр, калатӑп сана: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана пӗлмӗш пулса виҫӗ хут тунӑн, тенӗ. |
| 35 |
| Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире михӗсӗр, хутаҫсӑр, ура сыррисӗр янӑ чухне сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и? тенӗ. Лешӗсем: ҫитменни нимӗн те пулмарӗ, тенӗ. |
| 36 |
| Вара Вӑл вӗсене каланӑ: халӗ ӗнтӗ михӗ пурри миххине илтӗр, хутаҫ та илтӗр; камӑн ҫук, вӑл тумтирне суттӑр та хӗҫ туянтӑр; |
| 37 |
| калатӑп сире: Ман пирки «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни пулса иртмелле. Ман ҫинчен ҫырни вӗҫленсе пырать, тенӗ. |
| 38 |
| Вӗсем: Ҫӳлхуҫамӑр! акӑ кунта икӗ хӗҫ пур, тенӗ. Вӑл вӗсене: ҫитет, тенӗ. |
| 39 |
| Унтан тухсан Иисус яланхи пекех Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ; Ун хыҫӗнчен вӗренекенӗсем те пынӑ. |
| 40 |
| Вырӑнне ҫитсен Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ. |
| 41 |
| Хӑй вара вӗсен патӗнчен чул ывӑтса ҫитерес чухлӗ кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каласа кӗлтунӑ: |
| 42 |
| эй Аттем! Эсӗ ҫак куркана Манран ирттерсе яма кӑмӑл тӑвӑсӑнччӗ, анчах Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр, тенӗ. |
| 43 |
| Ун патне ҫӳлтен ангел анса тӗреклӗлетнӗ Ӑна. |
| 44 |
| Тертленекенскер, Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ: Унӑн тарӗ ҫӗре тӑкӑнакан юн тумламӗ пек тумланӑ. |
| 45 |
| Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешӗсем хуйхӑпа аптӑраса ҫывӑрса кайнине курнӑ, |
| 46 |
| вӗсене каланӑ: эсир ҫывӑратӑр-и? тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр, тенӗ. |
| 47 |
| Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах халӑх пырса ҫитнӗ; халӑх умӗнчен вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ, вӑл Иисуса чуптӑвас тесе Ун патне пынӑ. Хӑйӗнпе пынисене вӑл ҫавнашкал паллӑ пама пулнӑ: эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ, тенӗ. |
| 48 |
| Иисус ӑна каланӑ: Иуда! Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-им? тенӗ. |
| 49 |
| Ӗҫ ӑҫталла сулӑннине курсассӑн, Иисуспа пӗрле пынисем каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! хӗҫсене кӑларар мар-и? тенӗ. |
| 50 |
| Вӗсенчен пӗри ӗнтӗ хӗҫҫине аслӑ священник чури ҫине сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. |
| 51 |
| Вара Иисус каланӑ: ан тивӗр, ҫитӗ, тенӗ. Унтан вӑл тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ ӑна. |
| 52 |
| Хӑйне хирӗҫ пухӑнса пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑхсене, аслӑ ҫынсене Иисус каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ. |
| 53 |
| Эпӗ куллен сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнчеччӗ, эсир ун чухне Ман ҫине аллӑра ҫӗклемерӗр, халӗ ӗнтӗ — сирӗн вӑхӑтӑр, сӗмлӗх ирӗкӗ, тенӗ. |
| 54 |
| Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр хыҫалтан аякран пынӑ. |
| 55 |
| Картиш варрине вут чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ. |
| 56 |
| Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр вут умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: ку та Унпа пӗрлеччӗ, тенӗ. |
| 57 |
| Петр хӗрарӑм тарҫӑна: эпӗ ӑна палламастӑп, тесе Иисусран туннӑ. |
| 58 |
| Кӑштахран ӑна тепӗри курнӑ та: эсӗ те вӗсен ушкӑнӗнченех, тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: ҫук-ҫке, тенӗ. |
| 59 |
| Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен тата тепӗри ҫине тӑрсах каланӑ: ку та чӑнах Унпа пӗрлеччӗ, ку — Галилея ҫынни, тенӗ. |
| 60 |
| Петр ҫав ҫынна: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, тенӗ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах сасартӑк автан авӑтса янӑ. |
| 61 |
| Ҫавӑн чухне Иисус Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ; Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине — «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха — аса илнӗ. |
| 62 |
| Унтан тухса кайса питӗ хытӑ йӗнӗ. |
| 63 |
| Иисуса сыхласа тӑракансем Ӑна мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ; |
| 64 |
| Унӑн куҫне хупласа, Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа ярса: Эсӗ пророк пулсан, кала-ха — Сана кам ҫапрӗ? тенӗ. |
| 65 |
| Ӑна ӗнтӗ тӗрлӗрен усал сӑмах каласа хурланӑ. |
| 66 |
| Тул ҫутӑлсанах халӑх пуҫлӑхӗсем, аслӑ священниксем тата кӗнекеҫӗсем синедрион канашне пуҫтарӑннӑ, Ӑна ҫавӑнта илсе пынӑ та |
| 67 |
| каланӑ: Христос Эсӗ-и? кала пире, тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: каласан та эсир ӗненес ҫук, |
| 68 |
| хӑвӑртан ыйтсан та — эсир Мана хуравласа калас ҫук, Мана ярас та ҫук; |
| 69 |
| кунтан малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ, тенӗ. |
| 70 |
| Вара пурте: апла Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ-им? тенӗ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Вӑл Эпӗ тесе эсир калатӑр, тенӗ. |
| 71 |
| Вӗсем вара каланӑ: кӳнтеленсем кӑтартни мӗне кирлӗ тата пире? эпир хамӑр Ун ҫӑварӗнченех илтрӗмӗр ӗнтӗ, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/luke/022.mp3
24
22