|
| 1 |
|
| Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирхине ирех хӗрарӑмсем хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсене илсе тупӑклӑх патне пынӑ; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ; |
|
| 2 |
|
| вӗсем ӗнтӗ тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине курнӑ. |
|
| 3 |
|
| Тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ та — унта Иисусӑн Ӳтне тупайман. |
|
| 4 |
|
| Хӗрарӑмсем нимӗн шухӑшлама пӗлмесӗр тӑнӑ чухне сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ. |
|
| 5 |
|
| Хӗрарӑмсем хӑраса ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чухне каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир Чӗрӗскере вилнисен хушшинче шыратӑр? |
|
| 6 |
|
| Вӑл кунта ҫук: Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Астуса илӗр-ха, Галилейӑра чухнех Вӑл сире: |
|
| 7 |
|
| «Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса памалла, хӗрес ҫумне пӑталамалла, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑмалла» тесе каланӑччӗ, тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Вӗсем вара Унӑн сӑмахӗсене астуса илнӗ; |
|
| 9 |
|
| унтан тупӑклӑх патӗнчен таврӑннӑ та ҫакна пӗтӗмпе вунпӗр вӗренекенне тата ыттисене каласа кӑтартнӑ. |
|
| 10 |
|
| Ҫавӑн ҫинчен апостолсене каласа кӑтартакансем — Мария Магдалина, Иоанна тата Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. |
|
| 11 |
|
| Вӗсен сӑмахӗсем апостолсене пушӑ сӑмах пек туйӑннӑ та, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен. |
|
| 12 |
|
| Ҫавах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ; пӗшкӗнсе шалалла пӑхсассӑн, вӑл унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ; вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла таврӑннӑ. |
|
| 13 |
|
| Ҫав кунах вӗренекенӗсенчен иккӗшӗ Иерусалимран пӗр утмӑл стадире ларакан Эммаус ятлӑ яла кайма тухнӑ; |
|
| 14 |
|
| вӗсем ӗнтӗ мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫса пынӑ. |
|
| 15 |
|
| Ҫапла пӗр-пӗринпе калаҫса-сӳтсе явса пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывӑхарнӑ та вӗсемпе пӗрле пынӑ; |
|
| 16 |
|
| анчах вӗсен куҫӗсем урӑхла кӑтартнӑ та, вӗсем Иисуса паллайман. |
|
| 17 |
|
| Вӑл вӗсене каланӑ: эсир капла пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр? эсир мӗншӗн ҫапла салхуллӑ? тенӗ. |
|
| 18 |
|
| Вӗсенчен пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Иерусалима килнисенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ унта ҫак кунсенче мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ? тенӗ. |
|
| 19 |
|
| Вӑл каланӑ вӗсене: мӗн ҫинчен? тенӗ. Вӗсем каланӑ Ӑна: Назарет Иисусӗ ҫинчен, Вӑл пророкчӗ, Турӑ умӗнче те, пӗтӗм халӑх умӗнче те ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ; |
|
| 20 |
|
| Ӑна аслӑ священниксемпе пирӗн пуҫлӑхсем вӗлермелле сут тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ. |
|
| 21 |
|
| Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе шанса-ӗмӗтленсе тӑраттӑмӑр; ҫав ӗҫ пулса иртнӗренпе паян виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ. |
|
| 22 |
|
| Тата пире хамӑрӑн хӑш-пӗр хӗрарӑмсем тӗлӗнтерчӗҫ: вӗсем ир-ирех тупӑклӑх патне пынӑ та |
|
| 23 |
|
| Унӑн Ӳтне тупайман, каялла таврӑнсан вӗсем: пире ангелсем курӑнчӗҫ, терӗҫ; ангелсем вӗсене: Вӑл чӗрӗ, тенӗ. |
|
| 24 |
|
| Пирӗн хушшӑмӑртан хӑшӗ-пӗрисем тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ те, хӗрарӑмсем каланӑ пекех пулнӑ, анчах Хӑйне курман, тенӗ. |
|
| 25 |
|
| Вӑл вара вӗсене каланӑ: ӑссӑр та мӑран чӗреллӗ-ҫке эсир, ҫавӑнпа пророксем мӗн каланине ӗненме пултараймастӑр! |
|
| 26 |
|
| Христосӑн ҫапла асап тӳсмелле марччӗ-и, Хӑйӗн мухтавлӑхне ҫапла кӗмелле марччӗ-и вара? тенӗ. |
|
| 27 |
|
| Унтан Вӑл Моисейрен пуҫласа пур пророк та Хӑй ҫинчен Ҫырура мӗн каланине пӗтӗмпех вӗсене ӑнлантара-ӑнлантара панӑ. |
|
| 28 |
|
| Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывӑхарнӑ; Вӑл тата малалла каясшӑн пек пулнӑ. |
|
| 29 |
|
| Анчах вӗсем Ӑна ярасшӑн пулман: кун каҫалла сулӑнчӗ — пирӗнпе пӗрле юл, тенӗ. Вӑл вара вӗсемпе пӗрле юлнӑ. |
|
| 30 |
|
| Вӗсемпе пӗрле апат ҫиме ларсан, Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те ӑна вӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. |
|
| 31 |
|
| Ҫавӑн чухне вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ та вӗсем Ӑна палласа илнӗ; анчах Вӑл вӗсене курӑнми пулнӑ. |
|
| 32 |
|
| Вара вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса килнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чухне пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара? тенӗ. |
|
| 33 |
|
| Вӗсем ӗнтӗ ҫав сехетрех тӑрса тухнӑ та Иерусалима таврӑннӑ; унта пӗрле пухӑннӑ вунпӗр апостолпа ыттисене тӗл пулнӑ; |
|
| 34 |
|
| кусем: Ҫӳлхуҫа чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, Симона курӑннӑ, тесе каласа панӑ. |
|
| 35 |
|
| Лешӗсем те ҫул ҫинче мӗн пулнине тата Вӑл ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парсан хӑйсем Ӑна епле палласа илнине каласа кӑтартнӑ. |
|
| 36 |
|
| Вӗсем ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем варрине тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тенӗ. |
|
| 37 |
|
| Хӑраса-сехӗрленсе ӳкнипе вӗсем куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. |
|
| 38 |
|
| Вӑл вӗсене каланӑ: мӗншӗн хӑратӑр, мӗншӗн-ха сирӗн чӗрӗре ҫакнашкал шухӑшсем кӗреҫҫӗ? |
|
| 39 |
|
| Манӑн алӑсене, Манӑн урасене пӑхӑр-ха; ку — Эпӗ Хамах; Мана хыпаласа пӑхӑр: куратӑр-и — Ман ӳт те, шӑмӑ та пур, сывлӑшӑн ҫавӑ ҫук, тенӗ. |
|
| 40 |
|
| Ҫапла каласассӑн вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ. |
|
| 41 |
|
| Вӗсем савӑннипе ӗненмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл вӗсене каланӑ: сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и? тенӗ. |
|
| 42 |
|
| Вӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ татӑкӗпе караслӑ пыл панӑ. |
|
| 43 |
|
| Вӑл ҫавна илнӗ те вӗсен умӗнчех ҫинӗ. |
|
| 44 |
|
| Унтан вӗсене каланӑ: Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухнех Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксенӗн кӗнекисенче тата псаломсенче ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килмелле тесе калани акӑ ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ. |
|
| 45 |
|
| Ҫавӑн чухне Вӑл Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ. |
|
| 46 |
|
| Унтан вӗсене каланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек пулмаллаччӗ: виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ, |
|
| 47 |
|
| Ун ячӗпе ӳкӗнсе ҫылӑх каҫарттарма Иерусалимран пуҫласа мӗнпур халӑхсене вӗрентсе ҫӳремелле. |
|
| 48 |
|
| Эсир ҫавна куракансем пултӑр. |
|
| 49 |
|
| Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине Аттем пама пулнине яратӑп; ҫӳлтен хӑват иличчен эсир Иерусалим хулинче тӑрӑр, тенӗ. |
|
| 50 |
|
| Унтан вӗсене хуларан илсе тухса Вифание ҫитернӗ те аллисене ҫӗклесе пилленӗ. |
|
| 51 |
|
| Пилленӗ чухне Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ. |
|
| 52 |
|
| Вӗсем ӗнтӗ Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та савӑнса Иерусалима таврӑннӑ. |
|
| 53 |
|
| Вӗсем яланах Турӑ Ҫуртӗнче Турра аслӑласа, мухтаса тӑнӑ. Аминь. |
|
|
|
|