БИБЛИ Синодальный НЗ 2009
|
| 1 |
| Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ. |
| 2 |
| Вӑл кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ. Пулӑҫӑсем кимӗ ҫинчен тухса сӗреке-тетелӗсене ҫуса тӑнӑ. |
| 3 |
| Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ. |
| 4 |
| Вӗрентсе пӗтерсен Вӑл Симона ҫапла каланӑ: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те пулӑ тытма сӗреке-тетелӳсене пӑрах». |
| 5 |
| Симон Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир ҫӗрӗпех тертленсе ӗҫлерӗмӗр, ҫапах пӗр пулӑ та тытаймарӑмӑр. Эсӗ хушатӑн пулсан, сӗреке-тетелсене пӑрахам эппин». |
| 6 |
| Ҫапла тусан вара питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, вӗсен сӗреке-тетелӗсем те ҫурӑлма пуҫланӑ. |
| 7 |
| Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешсем ишсе пырсан икӗ кимӗ туллиех пулӑ тултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен киммисем путма пуҫланӑ. |
| 8 |
| Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ. |
| 9 |
| Хӑйсем тытнӑ пулӑ нумай пулнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ. |
| 10 |
| Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн». |
| 11 |
| Унтан вӗсем икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. |
| 12 |
| Иисус пӗр хулара юхан-суранланса кайнӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Иисуса курсан вӑл ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑннӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». |
| 13 |
| Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал», – тенӗ. Ҫавӑнтах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ. |
| 14 |
| «Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ». |
| 15 |
| Апла пулин те Иисус ҫинчен ытларах та ытларах ырӑ ят сарӑлнӑ. Вӑл вӗрентнине итлеме те, чир-чӗртен сывалма та Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. |
| 16 |
| Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ. |
| 17 |
| Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ. |
| 18 |
| Ҫавӑнта пӗрисем паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ та пӳрте йӑтса кӗрсе ӑна Иисус умне хурасшӑн тӑрмашнӑ. |
| 19 |
| Анчах халӑх йышлӑ пулнӑран шала кӗме май тупайман. Вара вӗсем ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та ӑна пӗр тӗлтен сӳтсе паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех пухӑннисен варрине, Иисус умнех, антарнӑ. |
| 20 |
| Вӗсен ӗненӗвне курсан Иисус ҫав ҫынна: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ. |
| 21 |
| Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?» |
| 22 |
| Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр? |
| 23 |
| Мӗн калама ҫӑмӑлрах: „Сан ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме? |
| 24 |
| Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сирӗн пӗлмелле». Ҫавна кӑтартса парас тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Сана калатӑп: тӑр та вырӑнна илсе киле кай». |
| 25 |
| Лешӗ вара ҫав самантрах вӗсен куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ. |
| 26 |
| Унта тӑракансем пурте шалтах тӗлӗнсе кайнӑ, хӑраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуҫланӑ. «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ куртӑмӑр», – тенӗ вӗсем. |
| 27 |
| Ҫавӑн хыҫҫӑн, унтан кайсан, Иисус налук пухмалли ҫуртра ларакан Левий ятлӑ ҫынна курнӑ. «Ман хыҫран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. |
| 28 |
| Лешӗ тӑнӑ та, пӗтӗмпех хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. |
| 29 |
| Унтан вӑл Иисуса хӑналама хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Хӑнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ. |
| 30 |
| Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?» |
| 31 |
| Ҫавна илтсен Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. |
| 32 |
| Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ». |
| 33 |
| Вара вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлтӑваҫҫӗ, Сан вӗренекенӳсем мӗншӗн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ?» |
| 34 |
| Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и? |
| 35 |
| Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ». |
| 36 |
| Унтан Вӑл тепӗр ытарлӑх каласа панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан вӑл ҫӗнӗ тумтирне те пӑсать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест. |
| 37 |
| Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ хутаҫа ҫурса ярӗ те, хӑй те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. |
| 38 |
| Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултармалла, вара вӗсем иккӗшӗ те упранса юлӗҫ. |
| 39 |
| Пулса ҫитнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑнах никам та тин тунӑ хӗрлӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл: „Кивви лайӑхрах!“ – тейӗ». |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvashrso/luke/005.mp3
24
5