БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле вуниккӗшӗ |
| 2 |
| тата Хӑй усал сывлӑшсенчен, чирсенчен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пулнӑ: ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина теекен Мария, |
| 3 |
| Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пынӑ: вӗсем Ӑна хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ. |
| 4 |
| Хӑй патне халӑх нумай пуҫтарӑнсан, пур хуласенчен те ҫынсем пухӑнсан, Вӑл ытарлӑ кала пуҫланӑ: |
| 5 |
| акаҫӑ хӑйӗн вӑрлӑхне акма тухнӑ; вӑл акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ те таптанса пӗтнӗ, вӗсене вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ; |
| 6 |
| хӑшӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ; вӗсем шӑтса тухсанах нӳрӗк ҫуккипе типсе ларнӑ; |
| 7 |
| хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ; ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ; |
| 8 |
| хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса ӳссессӗн пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ, тенӗ. Ҫакна каласа пӗтерсен, Вӑл хыттӑн: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. |
| 9 |
| Вӗренекенӗсем вара Унран ыйтнӑ: ку ытарӑш мӗне пӗлтерет? тенӗ. |
| 10 |
| Вӑл ҫапла каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхне сире пӗлмелле тунӑ, ыттисене вара ытарлӑ каламалла: вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ. |
| 11 |
| Ку ытарӑш акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх — Турӑ сӑмахӗ вӑл; |
| 12 |
| ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха итлекенсене пӗлтерет; анчах ӗненсе ан ҫӑлӑнайччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те вӗсен чӗринчен сӑмаха илсе каять; |
| 13 |
| чул ҫине ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, анчах вӗсем тымарланайман, ҫавӑнпа пӗр вӑхӑт ӗненеҫҫӗ, анчах хӑйсене сӑнанӑ-илӗртнӗ чухне каялла чакаҫҫӗ; |
| 14 |
| ҫумлӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, анчах та вӗсем пӑрӑнса кайса пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе, пурӑнӑҫ киленӗҫӗпе хупланаҫҫӗ те ҫимӗҫ кӳреймеҫҫӗ; |
| 15 |
| лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара — сӑмаха илтсе ӑна ырӑ та таса чӗрере упракана, тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене пӗлтерет, тенӗ. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн Вӑл хыттӑн: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. |
| 16 |
| Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та савӑтпа хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать. |
| 17 |
| Мӗн вӑрттӑнни курӑнмасӑр юлмасть, пытарӑнса тӑраканни те палӑрать, ҫиеле тухать. |
| 18 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑвӑр епле итленине астуса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн камӑн пур, ӑна парӗҫ; камӑн ҫук, унӑнне илме ӗмӗтленнине те туртса илӗҫ, тенӗ. |
| 19 |
| Ун патне Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ, анчах халӑх нумай пулнӑран вӗсем Ун ҫывӑхне пырайман. |
| 20 |
| Ӑна: Аннӳпе тӑванусем Сана курасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ. |
| 21 |
| Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем — Турӑ сӑмахне итлесе ӑна пурӑнӑҫласа пыракансем, тенӗ. |
| 22 |
| Пӗррехинче Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене каланӑ: атьӑр кӳлӗ леш енне каҫар, тенӗ. Вара вӗсем ишсе кайнӑ. |
| 23 |
| Ишсе пынӑ чухне Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Кӳлӗ ҫинче ҫил-тӑвӑл тухнӑ та, хум ҫапнипе кимӗ ҫине шыв кӗре пуҫланӑ; вӗсем ӗнтӗ хӑрушлӑха лекнӗ. |
| 24 |
| Вара Иисус патне пырса Ӑна вӑратса каланӑ: Вӗрентекен! Вӗрентекен! пӗтетпӗр, тенӗ. Вӑл тӑнӑ та ҫилпе хумсене чарӑнма хушнӑ; ҫавӑнтах чарӑннӑ та лӑпах пулнӑ. |
| 25 |
| Иисус вара вӗсене: сирӗн ӗненӗвӗр ӑҫта? тенӗ. Вӗсем хӑраса та тӗлӗнсе пӗрне-пӗри каланӑ: кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та чарӑнма хушать те — лешӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ, тенӗ. |
| 26 |
| Вӗсем Галилея тӗлӗнчи Гадара ҫӗрне ишсе каҫнӑ. |
| 27 |
| Иисус ҫыран хӗррине тухсан, Ӑна пӗр хула ҫынни, тахҫантанпах усал сывлӑш ернипе асапланаканскер, тӗл пулнӑ; вӑл тумтир таврашӗ те тӑхӑнман, пурӑнасса та килте мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхра пурӑннӑ. |
| 28 |
| Иисуса курсассӑн вӑл кӑшкӑрса янӑ та, Ун умне ӳксе, хытӑ сасӑпа каланӑ: эй Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? йӑлӑнатӑп Сана — ан асаплантар мана, тенӗ. |
| 29 |
| Мӗншӗн тесессӗн Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ: усал ӑна нумайранпа асаплантарнӑ; ӑна сыхласа сӑнчӑрпа та сӑнчӑрланӑ, тӑлӑпа та тӑлланӑ, вӑл ҫавах ҫыххисене тата-тата пӑрахнӑ, вара усал сывлӑш ӑна пушхире хӑваласа кайнӑ. |
| 30 |
| Иисус унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ; лешӗ: легион, тенӗ, — мӗншӗн тесессӗн ун ӑшне нумай усал кӗнӗ пулнӑ. |
| 31 |
| Усал сывлӑшсем Иисуса: «пире тамӑка ан яр» тесе йӑлӑннӑ. |
| 32 |
| Ҫавӑнтах ту ҫинче пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ; усал сывлӑшсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн йӑлӑннӑ. Вӑл вӗсене ирӗк панӑ. |
| 33 |
| Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухса сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ вара чӑнкӑ ҫӗртен кӳлле сиксе шыва путса вилнӗ. |
| 34 |
| Мӗн пулса иртнине курсан, кӗтӳҫӗсем чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. |
| 35 |
| Ҫынсем вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ; Иисус патне пырсан вӗсем усалсенчен тасалнӑ ҫын Ун ури патӗнче тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ. |
| 36 |
| Куракансем вӗсене усал ернӗ ҫын епле сывалнине каласа кӑтартнӑ. |
| 37 |
| Вара пӗтӗм Гадара таврашӗнчи халӑх, питех те хӑранипе, Ӑна хӑйсем патӗнчен кайма йӑлӑннӑ. Вӑл кимӗ ҫине ларнӑ та каялла таврӑннӑ. |
| 38 |
| Ӑшӗнчен усалсем тухнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ. Анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ: |
| 39 |
| килне таврӑн та Турӑ хӑвна ырӑлӑх тунине каласа кӑтарт, тенӗ. Лешӗ кайнӑ та хӑйне Иисус мӗнле ырӑлӑх тунине пӗтӗм хула тӑрӑх каласа ҫӳренӗ. |
| 40 |
| Иисус каялла таврӑнсан, халӑх Ӑна хапӑлласа йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн пурте Ӑна кӗтсе тӑнӑ. |
| 41 |
| Иаир ятлӑ ҫын, синагога пуҫлӑхӗ, пынӑ; Иисус ури умне ӳксе вӑл Ӑна хӑй килне кӗме тархасланӑ: |
| 42 |
| унӑн пӗр вуникӗ ҫулхи хӗрӗ анчах пулнӑ, вӑл та пулин вилес пек чирлӗ выртнӑ. Иисус пынӑ чухне Ӑна пур енчен те халӑх хӗстернӗ. |
| 43 |
| Ҫавӑнта юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ; вӑл ӗнтӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе мӗнпур пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман. |
| 44 |
| Ҫавӑ, хыҫалтан пырса, Иисусӑн тумтирӗ аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма чарӑннӑ. |
| 45 |
| Иисус: Мана кам сӗртӗнчӗ? тенӗ. Пурте туна пуҫласан, Петр та, Иисуспа пӗрле пыракансем те ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! Хӑвна пур енчен те халӑх хӗссе пырать, Эсӗ тата: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» тетӗн, тенӗ. |
| 46 |
| Иисус каланӑ: Мана такам сӗртӗнчӗ; Эпӗ Хамран хӑват тухнине туйрӑм, тенӗ. |
| 47 |
| Арӑм вара, хӑй пытанса юлайманнине курса, Ун патне чӗтресе пынӑ та Ун умне ӳксе хӑй мӗншӗн сӗртӗннине те, сӗртӗнсенех епле сывалнине те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ. |
| 48 |
| Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ. |
| 49 |
| Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пӗри Иаир патне пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене ан чӑрмантар ӗнтӗ, тенӗ. |
| 50 |
| Ҫакна илтсессӗн Иисус каланӑ ӑна: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ, тенӗ. |
| 51 |
| Иаир килне пырсан, Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне урӑх никама та кӗме хушман. |
| 52 |
| Ӗнтӗ пурте хӗршӗн хурланса, татӑлса йӗнӗ. Иисус: ан йӗрӗр; вӑл вилмен, ҫывӑрать, тенӗ. |
| 53 |
| Хӗр вилнине пӗлсе, Унран кулнӑ. |
| 54 |
| Вӑл вара пурне те кӑларса янӑ та хӗре аллинчен тытса хыттӑн: хӗрӗм, тӑр! тенӗ. |
| 55 |
| Хӗре чун кӗнӗ; вӑл ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ; Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ. |
| 56 |
| Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вӑл вӗсене мӗн пулни ҫинчен никама та калама хушман. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/luke/008.mp3
24
8